Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ывӑлӗ вара?
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Арто, кунта кил, анчӑк ывӑлӗ!
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Арто, кил кунта, анчӑк ывӑлӗ, эпӗ сана-а!
IV // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Арто, ӑсси, йытӑ ывӑлӗ!
II // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
— Ӑнлан, тӑванӑм, эпӗ православнӑйсен йӑлисене килӗштеретӗп; пуп ывӑлӗ пулнӑ май эпӗ пур йӗркесене те пӗлетӗп.— Ну, хозяйка, я православные обычаи уважаю, все порядки, как поповский сын, знаю.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Шахтер ывӑлӗ Андрей Смолярчук вӗсен колхозӗн ӗҫӗсемпе пуринпе те — пысӑккисемпе те, пӗчӗккисемпе те — интересленнине колхозницӑсем тахҫанах хӑнӑхнӑ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Пӗлтерме ирӗк парӑр: демобилизаципе таврӑннӑ старшина, аннеҫӗм — пехота ывӑлӗ Иван Федорович Белограй, — терӗ.— Позвольте представиться: демобилизованный старшина, сын матушки-пехоты Иван Федорович Белограй.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кӗтуҫ ачи хӑйӗн тантӑшӗ, учитель ывӑлӗ, тӑхӑнса ҫӳренӗ пушмак пек сарӑ пушмака тӗлӗкре куратчӗ, вӑл вара ҫапла шутлатчӗ: хӑйне пӗрремӗш класран пит лайӑх вӗренсе тухнӑшӑн тата хӑйне йӗркеллӗ тытнӑшӑн парнеленӗ сборникри сӑвва пӗр йӑнӑшсӑр вунӑ хут ҫине-ҫине каласан, кирек епле пулсан та, унӑн ҫара урисенче сарӑ пушмак пулмаллах, тесе шутлатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑй вӑл Явор хули ҫывӑхӗнчи ҫын иккен, тем пысӑкӑш виноградникпе улма-ҫырла сачӗ тытса тӑнӑ пуян ывӑлӗ пулнӑ.Родом он из окрестностей города Явора, сын владельца обширных виноградников и фруктовых садов.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Опека, имение опись туни, суд килни тата ҫакӑн евӗрлӗ ытти аван мар япаласем ун пуҫӗ ҫине процентсене тӳлейменнипе ҫеҫ мар, хӑй хӗрарӑм пулнӑран йӑтӑнса анаҫҫӗ тесе шутласа, питӗ йывӑр килсе тухсан, Анна Дмитриевна полка ывӑлӗ патне ӑна амӑшне ҫӑлса хӑвармашкӑн таврӑнма хушса ҫырать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен ҫемйине амӑшӗ, — аллӑ ҫулхи сывлӑхлӑ та хаваслӑ тӑлӑх арӑм, — унӑн чипер хӗрӗ Авдотья Васильевна тата тытӑнчӑклӑ калаҫакан, питӗ ҫирӗп кӑмӑллӑ ывӑлӗ Петр Васильевич, ҫар службине пӑрахнӑ поручик, кӗреҫҫӗ.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн пата каялла кӗрсен, Софья Ивановна пӗрре аппӑшӗн ывӑлӗ ҫине, тепре аппӑшӗн хӗрӗ ҫине, унтан ман ҫине темиҫе хут пӑхса илчӗ те, хӑй ӑшӗнче тем каланӑн, ҫӑварне икӗ хутчен уҫса ассӑн сывларӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ галерейӑна кӗрсен, ман ҫине ҫывӑхран пӑхасшӑн пулнӑн, аллӑмран тытса, мана хӑй патне туртса илчӗ те, ман ҫине ывӑлӗ пекех каштах сивлекреххӗн тинкерсе пӑхса, Дмитрий каланисем тӑрӑх хӑй мана тахҫантанпах пӗлни ҫинчен каларӗ, ҫемйипе лайӑхрах паллаштарас шутпа мана хӑйсем патӗнче пӗр талӑк пурӑнма сӗнчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сывӑ пулӑр, monsieur Irteneff, — терӗ мана Ивина, сасартӑк пуҫне темле мӑнаҫлӑн сулса тата ывӑлӗ пекех ман куҫхаршисем ҫине пӑхса.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ывӑлӗ таҫта тухсан, Ивина ман ҫине икӗ минута яхӑн чӗнмесӗр пӑхрӗ те сасартӑк йӗрсе ячӗ.Сын ее вышел куда-то, она минуты две молча смотрела на меня и вдруг заплакала.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кӗнӗ вӑхӑтра генерал ывӑлӗ, хӑй умне кӗнеке уҫса хунӑскер, ҫывӑрса выртатчӗ.Генеральский сын лежал на диване с открытой перед ним книгой и спал, когда я вошел к нему.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗншӗнне хам та пӗлместӗп, эпӗ ҫав тери хӑюсӑрланса кайрӑм та тарҫа генерал ывӑлӗ патне кӗретӗп, терӗм.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Генерал ывӑлӗ килте, — терӗ мана швейцар.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана хӑйӗн ывӑлӗ ҫумне икӗпитленсе ҫыпӑҫтарнипе тата мана питӗ кирлӗ ӗҫе тума — тумланма чӑрмантарнипе эпӗ тарӑхрӑм; нимрен ытла, мана ҫав ырӑ мар шӑршӑ хамран юлманни ҫилентерсе ячӗ, ҫавӑнпа питӗ сиввӗн ҫапла каларӑм: «Эпӗ Илинькӑпа пӗрле ларма пултараймастӑп, мӗншӗн тесен кунӗпех килте пулмастӑп», — терӗм.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Грузи патшин ывӑлӗ ярӑннӑ чух Мимие курса юратса пӑрахнӑ та арӑмӗнчен уйӑрма ыйтса синода хут ҫырса панӑ пулать, мана Венӑри посланник помощникӗ пулма уйӑрнӑ, имӗш, — ҫакнашкал хыпарсене вӑл пӗр кулмасӑр каласа пӗлтерет; Катьӑна эрешменсемпе хӑратать, лешӗ вӗсенчен питӗ хӑрать; пирӗн ҫывӑх юлташсемпе Дубковпа, Нехлюдовпа питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, пире те, хӑнасене те вӗҫӗмсӗрех килес ҫула палӑртнӑ планӗсене кала-кала парать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.