Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Атя сăмах пирĕн базăра пур.
Атя (тĕпĕ: атя) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви кинемей, кӑтарт-ха атя, мӗнлерех туса парас сана беседкӑна?

Тётя Агафья, показывай, как оборудовать тебе беседку?

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Шанӑҫ ҫухатманскер эс пирӗн, ут атя

Не теряющий надежды ты у нас, топай давай…

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Хунчӑкам, атя ватса ярар кусене, хамӑртан култарса тӑрар мар ҫак ӑҫтиҫуксене.

Шурин, давай отдубасим их, что они издеваются над нами.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эпӗ иккӗшпех, сарри, ҫавӑрса ҫап атя ӑна.

А я две рюмки налью, давай, блондин, бей его.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, сарри, маххӑ ан пар.

Давай, блондин, маху не давай.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя тавлашатпӑр, ҫапӑҫса каяймастӑр?

Давай поспорим, что не подерётесь.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя вӑй виҫетпӗр.

Давай померимся силой.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, кӑтарт, ӑҫта мӗн выртать сирӗн.

Айда, показывай, где и что у вас находится.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, кайрӑмӑр, донжуан…

Пойдём, донжуан…

Тӑххӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тӑр атя, донжуан, тӑхӑн.

Давай вставай, донжуан, одевайся.

Тӑххӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, паттӑртарах пул, хӑвна чӑн-чӑн арҫын пек тыт, апла кайран «Ютубра» пӑхма хӑвна намӑс пулӗ.

Давай же, будь посмелее, покажи, что ты настоящий мужчина, чтобы потом нестыдно было на себя в «Ютубе» смотреть.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Санькка, атя асаттесемле хӑтланса вӑхӑта сая ямастпӑр, тӳрех чӑн-чӑн арҫынпа хӗрарӑм пек пуҫлатпӑр.

Саня, давай не будем тратить время на дедовские методы, начнем сразу по взрослому.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя халех ҫывӑрмалли пӳлӗме иртетпӗр.

Тогда прямо сейчас пошли в спальню.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, турпа пӗрле…

Ну, с богом…

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, кӗр, эп гордый мар, фотоаппарат тытса тӑма та пултаратӑп.

Давай, иди, я не гордый, могу и с фотоаппаратом постоять.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя тӑрӑшӑр ӗнтӗ, ачамсем.

Вы уж постарайтесь, ребята.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, кӑштах кӗтсе пӑхар та, хам кӗретӗп вара.

Давай, подождём чуток, потом я сам зайду.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Атя, йӗркеллӗ калаҫар!

Давай, поговорим нормально.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Юркка, енчен те пуҫларӑмӑр пулсан ҫак калаҫӑва, атя уҫҫӑн калаҫар, эпир тек вунсаккӑрти-ҫирӗмри ҫамрӑксем мар ӗнтӗ…

Юра, раз мы затеяли этот разговор, давай поговорим открыто, нам уже не восемнадцать…

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кай атя, кай, эс ахаль те сыпма ӗлкӗрнӗ паян, тата ӗҫсен салансах каян.

Иди, иди, ты и так сегодня уже успел выпить, если ещё выпьешь, совсем развалишься.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней