Поиск
Шырав ĕçĕ:
30. Филисти ҫулпуҫӗсем вӑрҫа тухсан, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенченех Давид хӑйне Саулӑн мӗнпур тарҫинчен ӑслӑ-тӑнлӑрах кӑтартнӑ, унӑн ячӗ вара ҫав тери чапа тухнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид ирхине ирех тӑрса сурӑхӗсене хуралҫӑна шанса панӑ та ҫӗклемне илсе, хӑйне Иессей хушнӑ пек, ҫула тухнӑ; вӑл лавсем патне пырса ҫитнӗ, ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра ҫар йӗркеленсе тӑнӑ пулнӑ, кӑшкӑрашса, ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ ирӗк панипе Саула усал сывлӑш тапӑнсассӑн, Давид, кӗслине алла тытса, кӗвӗ каланӑ, вара Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ, ун чухне унран усал сывлӑш та хӑпнӑ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саул патшана ларнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, Израильре иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Саул Израиль ҫыннисенчен хӑйне валли виҫӗ пинне суйласа илнӗ: 2. икӗ пинӗ Саулпа пӗрле Михмас хулинче тата Вефиль тӑвӗ ҫинче пулнӑ, пинӗшӗ Ионафанпа пӗрле Вениамин ҫӗрӗнчи Гива хулинче пулнӑ; ытти халӑха вӑл хӑйсен килӗсене янӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самуил хӑйне патша пуласси ҫинчен пӗлтернине пиччӗшне уҫса паман вӑл.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Самуила Силомра Хӑйӗн сӑмахӗ урлӑ Хӑйне уҫса панӑ хыҫҫӑн та Ҫӳлхуҫа Силомра курӑнма пӑрахман.
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Израильсен тӗп ушкӑнӗ ҫитнӗ, Вениамин вара хӑйне инкек килсе ҫапнине курса хӑраса ӳкнӗ.41. Израильтяне воротились, а Вениамин оробел, ибо увидел, что постигла его беда.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Самсон хӑйне ертсе ҫӳрекен ачана каланӑ: мана ҫывӑхарах илсе пыр-ха, эпӗ ҫурт юписене хыпашласа пӑхам, вӗсем ҫумне тӗршӗнем, тенӗ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйне Турӑ пӑрахса хӑварнине пӗлмен-ха вӑл.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самсон хӑйне ҫыхнӑ пӑявсене ӗннӗ чӳпӗк ҫиппине татнӑ пек татса пӑрахнӑ.Он разорвал тетивы, как разрывают нитку из пакли, когда пережжет ее огонь.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иоас хӑйне хупӑрласа илнӗ халӑха ҫапла каланӑ: сирӗн Ваал хутне кӗмелле-и, ӑна сирӗн хӳтӗлемелле-и? ун хутне кӗрекене ҫак ир ҫинчех вилӗм аллине памалла; вӑл Турӑ пулсан, хӑйне хӑй хӳтӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн унӑн чӳк вырӑнне ҫӗмӗрнӗ, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсем, ӑслисем, ӑна хуравлаҫҫӗ, вӑл та хӑйне хӑех хуравлать: 30. «Ахӑртнех, вӗсем тупнӑ тупӑша уйӑраҫҫӗ пулӗ, ҫар ҫыннисене кашнине — пӗрер хӗр, икшер хӗр; Сисарӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ — тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен сӳсе илнӗ, икӗ енчен те тӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ».
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иисус халӑха саланма каласан, Израиль ывӑлӗсем [кашнийӗ хӑйӗн килне,] кашнийӗ хӑйне тивӗҫнӗ еткер ҫӗрне кайнӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Асир та Акко хулинче пурӑнакансене, [хӑйне хырҫӑ тӳлесе тӑракансене, тата Дор хулинче пурӑнакансене,] Сидон, Ахлав, Ахзив, Хелва, Афек, Рехов хулисенче пурӑнакансене хӑваласа яман.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӑна хӑйне панӑ ҫӗр ҫинче — Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулинче — пытарнӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иисус ҫапла пӗтӗм ҫӗре йӑхсерен уйӑрса тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Иисуса хӑйне пай кӑларса панӑ, ӑна вӗсем хӑй ыйтнӑ хулана — Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фимнаф-Сара хулине — панӑ, ҫапла Иисус хӑй ыйтнӑ хулана илсе юсаса лартнӑ та унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. Израиль ывӑлӗсем пушхирте ҫӳренӗ чухне ҫул ҫинче ҫуралнисене ӳт кастарман пулнӑ, кайран Иисус ӑна туса ҫитернӗ; ӗнтӗ ӳт каснӑ чул ҫӗҫӗсене вӑл Фимнаф-Сара хулине пуҫтарса хунӑ.]
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иисус хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тунӑ: учӗсен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Лахиса пулӑшма Горам, Газер патши, ҫитнӗ; ӗнтӗ Иисус ӑна хӑйне те, унӑн халӑхне те [хӗҫ] айне тунӑ; никама та чӗрӗ хӑварман, пӗри те ҫӑлӑнайман, [тарса хӑтӑлайман].
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Малтан ҫӗр пӑхса килнӗ икӗ яш ачана Иисус каланӑ: леш аскӑн арӑм килне кайӑр та, хӑвӑр тупа тунӑ пек, ӑна хӑйне те, килӗнче кам пуррине пурне те кӑларӑр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.