Поиск
Шырав ĕçĕ:
Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ: 4. Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; 5. ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; 6. сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; 7. санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 8. сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Аврам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫула ҫитсессӗн, ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; Манӑн умӑмра ҫӳре, айӑпсӑр пул; 2. Эпӗ санпа Хам хушшӑма Хамӑн халалӑма хыватӑп, сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн вӑл: эпӗ ҫакӑнта хама Куракана чӑннипех куртӑм, тенӗ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна татах каланӑ: акӑ эсӗ йывӑр ҫын, эсӗ ывӑл ача ҫуратӑн, санӑн асапна Ҫӳлхуҫа илтнӗрен эсӗ ӑна Измаил ятлӑ хурӑн; 12. вӑл ҫынсем хушшинче хир ашакӗ пек пулӗ; унӑн алли пурне те хирӗҫ пулӗ, пурин алли те ӑна хирӗҫ пулӗ; вӑл хӑйӗн пӗтӗм тӑванӗ умӗнче пурӑнӗ, тенӗ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна тата каланӑ: санӑн йӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарса пырӑп, йышлӑ пулнӑран ӑна шутласа кӑларма та пулмӗ, тенӗ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна каланӑ: хӑвӑн хуҫу патне таврӑн, ӑна пӑхӑнса пурӑн, тенӗ.9. Ангел Господень сказал ей: возвратись к госпоже своей и покорись ей.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: эпӗ Сарӑран, хамӑн хуҫамӑмран, таратӑп, тенӗ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. [Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна] каланӑ: Агарь, Сара тарҫи! эсӗ ӑҫтан килтӗн, ӑҫта каятӑн? тенӗ.8. И сказал [ей Ангел Господень]: Агарь, служанка Сарина! откуда ты пришла и куда идешь?
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Аврам Сарӑна каланӑ: акӑ хӑвӑн тарҫу хӑвӑн аллунта; мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ.6. Аврам сказал Саре: вот, служанка твоя в твоих руках; делай с нею, что тебе угодно.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑплӑ; эпӗ хамӑн тарҫӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулнине кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сара Аврама каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫамӑр манӑн варӑма ача ҫуратмалла мар питӗрсе лартнӑ; эсӗ манӑн тарҫӑм патне кӗр: тен, манӑн ун урлӑ ача пулӗ, тенӗ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ҫав кун, ҫапла каласа, Аврампа халал хывнӑ: ҫак ҫӗре Египет юханшывӗнчен пуҫласа аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, патне ҫитиччен Эпӗ санӑн тӑхӑмна паратӑп: 19. ку вӑл кенейсен, кенезейсен, кедмонейсен, 20. хетсен, ферезейсен, рефаимсен, 21. аморрейсен, ханаансен, [евейсен], гергесейсен тата иевусейсен ҫӗрӗ, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Ман валли виҫӗ ҫулхи тына пӑру, виҫӗ ҫулхи качака, виҫӗ ҫулхи така, улатӑпа тата ҫамрӑк кӑвакарчӑн ил, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ҫӗре хам тытса тӑрассине ӑҫтан пӗлес манӑн? тенӗ.8. Он сказал: Владыка Господи! по чему мне узнать, что я буду владеть ею?
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗре санӑн аллуна еткерлӗхе памашкӑн сана Халдея ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухрӑм, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна тата каланӑ: санӑн ҫавӑн чухлӗ тӑхӑм пулӗ, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ӑна тула илсе тухнӑ та каланӑ [ӑна]: тӳпе ҫине пӑх-ха, ҫӑлтӑрсене шутласа кӑларма пултараятӑн пулсассӑн — шутласа кӑлар, тенӗ.5. И вывел его вон и сказал [ему]: посмотри на небо и сосчитай звезды, если ты можешь счесть их.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна татах каланӑ: вӑл санӑн еткерҫӳ пулмӗ; кам санран ҫуралӗ, санӑн еткерҫӳ ҫавӑ пулӗ, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аврам тата каланӑ: акӑ Эсӗ мана тӑхӑмлӑ тумарӑн, акӑ ӗнтӗ манӑн еткерҫӗм хам ҫуртӑмра ҫуралса ӳснӗ чура ывӑлӗ, тенӗ.3. И сказал Аврам: вот, Ты не дал мне потомства, и вот, домочадец мой наследник мой.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.