Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулӑ сăмах пирĕн базăра пур.
пулӑ (тĕпĕ: пулӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ Дон Ҫарӗ Германи империне вырӑнта кирлӗ пулнинчен ытлашши юлакан япаласене — тӗштырӑпа ҫӑнӑх, тир-сӑран, чӗртавар, ҫӑм, пулӑ, выльӑх ҫӑвӗпе ытти ҫусем тата вӗсенчен туса кӑларакан изделисем, табак-пирус, выльӑх-чӗрлӗхпе лашасем, иҫӗм ҫырли эрехӗсем, улма-ҫырлапа ҫӗрӗҫӗн ытти продукчӗсем ытларах турттарса тухма правасем парать; вӗсем вырӑнне ӑна Германи империйӗ ял-хуҫалӑх машинисем, хими продукчӗсем, тир-сӑран экстрачӗсем, патшалӑх хучӗсем туса кӑларас енӗпе ӗҫлекен экспедицие кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе запас материалсем, пустав, пир-авӑр, тир-сӑран, хими, сахӑр завочӗсемпе ытти заводсене кирлӗ оборудовани тата электротехника япалисем парса тӑрӗ.

Всевеликое Войско Донское предоставляет Германской империи права преимущественного вывоза избытков, за удовлетворением местных потребностей, хлеба — зерном и мукой, кожевенных товаров и сырья, шерсти, рыбных товаров, растительных и животных жиров и масла и изделий из них, табачных товаров и изделий, скота и лошадей, вина виноградного и других продуктов садоводства и земледелия, взамен чего Германская империя доставит сельскохозяйственные машины, химические продукты и дубильные экстракты, оборудование экспедиции заготовления государственных бумаг с соответственным запасом материалов, оборудование суконных, хлопчатобумажных, кожевенных, химических, сахарных и других заводов и электротехнические принадлежности.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

(Чакса пыракан ейӳ вӑхӑтӗнче юхан-шывран татӑлса юлнӑ шӑла пулӑ вӑл, ниҫта кайса кӗреймен енне, кӳлленчӗкре ҫапла ҫатӑлтатать.)

Как мечется суда в какой-нибудь ямке, отрезанная сбывающей полой водой от реки.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулӑ тытма.

Помоги переводом

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл сӗтел ҫине типӗтнӗ пулӑ ҫыххи кӑларса хучӗ, ҫӑкӑр касрӗ.

Он разложил звено вяленого сазана, отрезал хлеба.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку ӗнтӗ ҫурҫӗр округсенчи чухӑн казаксен Азов тӑрӑхӗнчи пек пулӑхлӑ ҫӗрсем те, иҫӗм ҫырли пахчисем те, сунар ӗҫӗпе е пулӑ тытса пурӑнмалли пуян вырӑнсем те пулманнинчен килнӗ.

Тогда менее зажиточные казаки северных округов не имели ни тучных земель Приазовья, ни виноградников, ни богатых охотничьих и рыбных промыслов.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка унӑн пӗчӗкҫӗ хыткан аллине хӑйӗн пулӑ шӑрши ҫапнӑ йӑпӑлка аллипе тытса чӑмӑртарӗ те ӑшшӑн йӑлкӑшса кулчӗ.

Мишка пожал его костлявую ручонку своей провонявшей рыбьей слизью рукой, тепло улыбнулся.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑрах эсӗ пулӑ сӗрсе ҫӳреме!

Кончай рыбку удить!

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулӑ патне-им?

— За рыбой, что ли?

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мишка, тин кӑна тытнӑ виҫӗ ҫӗкӗ, сакӑр кӗрепенккене яхӑн таякан сазан, купипе купаланса выртакан шур пулӑ ҫине пӑхса, шухӑша кайрӗ:

Оглядев улов — три веретенки, сазана фунтов на восемь, кучу белой рыбы, — подумал:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил хуҫи, лутака пӳллӗ, пулӑ пек йӑрӑ арҫын, чӗлӗм тӗтӗмӗ сарӑхтарса янӑ тачка пӳрнипе сӑмавара шаккаса пӑхрӗ.

Хозяин мелкорослый, подвижной, как вьюн, щелкнул самовар обкуренным, охровым ногтем.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак ҫырансем тӑрӑх темӗн чухлӗ ҫӳренӗ, шыва кӗнӗ чух тӗпне виҫсе пӑхнӑ, ашшӗпе пӗрле пулӑ тытма кайсан темӗн чухлӗ кимӗпе ишнӗ…

Много раз, бывало, ходил он по берегу, много раз мерял дно, когда купался, много раз плавал на лодке, когда ездил с отцом за рыбой…

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй ача чухнехи вӑхӑта ирттернӗ вырӑнта электростанци лартни ӑна пушшех савӑнтарнӑ, кунта вӑл пулӑ тытнӑ, шыва кӗнӗ, ҫарапакка ҫыран тӑрӑх чупнӑ, — чӑнкӑ сӑмсах тӗлӗнче ларакан электростанци патне пымассерен вӑл ҫав чуна ҫӳҫентерекен вӑхӑтсене аса илнӗ!

Самым же приятным было то, что турбина устанавливалась на реке, где прошло его детство, где он ловил рыбу, купался, бегал голышом по берегу, — сколько возникало волнующих сердце воспоминаний всякий раз, когда он подходил к зданию вблизи самой кручи!

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗрешкел арлӑх хромосомӑсемпе пурнӑҫ вӑрӑмӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пурри пирки тавҫӑрса илне хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр Уэльс университечӗн (Австрали) ӑсчахӗсем 229 чӗрӗ чун тӗсӗсен — хурт-кӑпшанкӑран пуҫласа пулӑ таранах — даннӑйӗсене тишкернӗ.

Задумавшись о возможной связи между одинаковыми половыми хромосомами и продолжительностью жизни, ученые из Университета Нового Южного Уэльса (Австралия) проанализировали данные о 229 видах живых существ — от насекомых до рыб.

Пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем хӗрарӑмсене ытларах пурӑнма май параҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24579.html

Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет, — ҫӑварӗнчен мӑкӑрланса тухакан тӗтӗмпе пӗрле персе ячӗ ватӑ Листницкий.

— Рыба с головы гниет, — вместе с дымом вытолкнул старый Листницкий фразу.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ула-чӑла тӗрӗллӗ катӑк уйӑх сасартӑк ҫумӑр пӗлӗчӗсен тӳпине чӑмса тухрӗ те, шупка сарӑ питне йӑлкӑштарса, хумлӑн-хумлӑн юхса выртакан пӗлӗт хушшинче пӗр вӑхӑт карас пулӑ майлӑ ярӑнса ишрӗ; унтан, уҫӑ вырӑна йӑраланса тухса, хӑйӗн тӗксӗм ҫутине сапса ячӗ.

Ущербленный пятнистый месяц вдруг выплеснулся из-за гребня тучи, несколько секунд, блестя желтой чешуей, нырял, как карась, в текучих тучевых волнах и, выбравшись на чистое, полил вниз сумеречный свет.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чул ҫумӗпе, тӗттӗм шыва ҫурмалла ҫурса, икӗ пӗрене ҫӑрттан пулӑ пек иртсе кайрӗҫ.

Мимо плиты, разрезая темную воду, как щуки, пронеслись два бревна.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗрене малтан шыва путнӑ, унтан часах шыв ҫинче тем пысӑкӑш пулӑ ҫурӑмӗ шек хура йӗр курӑнса кайнӑ, вара пӗрени пӗтӗмпех ҫӗкленсе, ҫӑмӑл кӑна тайкаланса, хӑвӑрт юхса кайнӑ.

Вначале дерево тонуло, но вскоре над водой показывалась черная полоса, точно спина огромной рыбы, — это всплывало бревно и, легко покачиваясь, неслось вниз по течению.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тупӑш паракан тепӗр ӗҫ пур — пулӑ! — терӗ Савва — Шывӗ хатӗр.

— Есть еще одна доходная отрасль — рыба! — сказал Савва — Водоем готовый.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Станицӑра театр лартасшӑн, шыв хӗррине парк тӑвасшӑн, кӳлӗ туса унта темӗн тӗрлӗ пулӑ ӗрчетесшӗн, пӳр ҫӗрте те вара электричество пултӑр.

В станице думает построить театр, а на берегу реки мечтает раскинуть парк, запрудить озеро, напустить туда разной зеркальной рыбы и осветить все это электричеством.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Артамашов урӑх сӑмах ҫине куҫасшӑн пулчӗ, пулӑ тытни ҫинчен калама пуҫларӗ, анчах Сергей ку калаҫӑва хутшӑнмарӗ.

Артамашов хотел перевести разговор на другую тему, рассказывал о рыбной ловле, но Сергей был безучастен к этому разговору.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней