Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иван Яковлевич патӗнче ӗҫленӗ хӑйӗн тӑванӗ Петр Ильич ҫинчен е тата Степан Максимов, Федор Павлов, Григорий Лисков композиторсем ҫинчен вал чылай ырӑ сӑмахсем илтнӗччӗ унчченех, анчах халӗ тӗлӗнмелле ӑстӑнлӑ ҫынпа калаҫса ларни Эльгеевшӑн асран кайми тӗлпулу пулса юлчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иван Яковлевич патӗнче икӗ сехете яхӑн калаҫса ларни (тӗрӗсрех каласан — ӑна итлесе ларни) Эльгеевшӑн юмахри чӑваш халӑхӗн улӑпӗпе тӗл пулнӑ пекех туйӑнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Иван Яковлевичпа хӑйпе калаҫса пӑхасчӗ, — терӗ Эльгеев.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Май килсен, Иван Яковлевичпа хӑйпе калаҫса пӑхӑпӑр, — терӗ Савандеев.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл вӑхӑтра Сашӑпа Павлуш хавхаланса калаҫса тӑнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Шел пулин те, калаҫса ларма вӑхӑт ҫук.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл вӑхӑтра Павлуш Антонина Павловнӑпа калаҫса ларчӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Александр Федорович учительсен пухӑвне килнӗ — сирӗнпе, куштансемпе калаҫса вӑхӑта ирттерме мар, — чарасшӑн пулчӗ Вандюков.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Полк командирӗ Тенюков, ку таранччен ҫав тери хӑюллӑ калаҫса ларнӑскер, сасартӑк калаҫайми пулчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иоаким Степанович Максимов Наркомнац ҫумӗнчи Чӑваш пайӗн заведующийӗн заместителӗпе Сергей Андреевич Коричевпа пӗрле Мускавра пулнӑ иккен, Хусанта Чӑваш театрӗ тӑвас пирки калаҫса татӑлнӑ, тет.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Эпир сан пата калаҫса вӑхӑта ирттерме килмен, председатель! — хыттӑн каларӗ Максимов.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Ирччен ларам та — санпа калаҫса пӑхмасӑр каймастӑп», тет.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Калаҫса вӑхӑта ирттерес мар тесе, иккӗшӗ те лав ҫине хӑпарса ларчӗҫ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Выҫлӑх ҫулта, ӗлӗкех, — вашаватлӑ калаҫса пычӗ ямшӑк.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӗррехинче клубри пӳлӗмре иккӗшӗ кӑна хаваслӑн шӑкӑлтатса калаҫса ларнине ҫуна-ҫуна аса илчӗ Павлуш, анчах ун пирки ҫӗнӗ тусне пӗлтерме хӑймарӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Эй, ан та кала, Зина: пӗчӗк ачапа ҫеҫ пулсан та, иккӗн шӑкӑлтатса калаҫса пурӑннине мӗн ҫиттӗр: пӗчченлӗхре тӗмсӗлни мар ҫитӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Киле таврӑнсан та, нянипе калаҫса ларма вӑхӑт тупайманҫи пулчӗ, мӗскӗн.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— О-о, ку чӑ… чӑваш ачисем килсе те ҫитнӗ-ҫке! — савӑнса кӑшкӑрса ячӗ Лукин, кӑшт тытӑнчӑклӑраххӑн калаҫса.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Эпӗ Победимскипе калаҫса татӑлтӑм, — терӗ Эльгеев пӳлӗме кӗрсе, — сӗтлӗ хӑрарӑм тупса пама пулчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫичпӳрт ҫынни калаҫса татӑлнӑ вырӑнах пырса тухнӑ иккен!