Поиск
Шырав ĕçĕ:
10. Хӑвна хӑнана чӗнсен, эсӗ чи кайри вырӑна кӗрсе лар, хӑвна хӑнана чӗнекеннин сан патна пырса: «тусӑм! тӗпелерех иртсе лар» тесе каламалла пултӑр; сана вара хӑвӑнпа пӗрле ларакансем умӗнче хисеп пулӗ: 11. кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ, тенӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Хуҫи таврӑннӑ чухне чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ.43. Блажен раб тот, которого господин его, придя, найдет поступающим так.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавна хирӗҫ Иисус каланӑ: пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ; вӑл вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ; лешӗсем ун ҫинчен тумтирне сӳсе илнӗ, хӑйне суранлантарса пӗтерсе, вилес патнех ҫитерсе пӑрахса хӑварнӑ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Лешӗ ҫавах хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисуса каланӑ: ман ҫывӑх ҫыннӑм кам? тенӗ.29. Но он, желая оправдать себя, сказал Иисусу: а кто мой ближний?
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Хӑйне ку тӗнчерен илес кунсем ҫывӑхара пуҫласассӑн, Иисус Иерусалима кайма шутланӑ; 52. Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарҫисене янӑ; лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ; 53. анчах Иисуса унта йышӑнман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалима каякан ҫулҫӳревҫӗ пек курӑннӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Иисус, вӗсен ӑшӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана илнӗ те ӑна Хӑй умне тӑратса 48. каланӑ вӗсене: кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса, анчах хӑйне хӑй пӗтерсессӗн е хӑйне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ?25. Ибо что пользы человеку приобрести весь мир, а себя самого погубить или повредить себе?
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ кайнӑ та хӑйне Иисус мӗнле ырӑлӑх тунине пӗтӗм хула тӑрӑх каласа ҫӳренӗ.Он пошел и проповедывал по всему городу, что сотворил ему Иисус.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ӑшӗнчен усалсем тухнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ.38. Человек же, из которого вышли бесы, просил Его, чтобы быть с Ним.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «Вӑл пророк пулсассӑн Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм» тенӗ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӗренекен хӑйне вӗрентекенӗнчен аслӑ пулмасть; анчах та, вӗренсе ҫитсессӗн, кашнийӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулма пултарать.40. Ученик не бывает выше своего учителя; но, и усовершенствовавшись, будет всякий, как учитель его.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тул ҫутӑлсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе, вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ; вӗсене апостол тесе ят панӑ; 14. акӑ вӗсем: Хӑй Петр тесе ят хунӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей, 15. Матфей тата Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Зилот теекен Симон, 16. Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран Хӑйне тытса паракан Иуда Искариот.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн калани пурӑнӑҫланасса Ӗненекенскерӗ телейлӗ, тенӗ.45. И блаженна Уверовавшая, потому что совершится сказанное Ей от Господа.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Елисавета хӑйне Мария сывлӑх суннине илтсессӗн унӑн варӗнчи ачи тӑпӑлтатса илнӗ; вара Елисавета, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, 42. хытӑ сасӑпа каланӑ: Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ!
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Каярахпа вунпӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ; вӗсене Вӑл ӗненменшӗн, хытӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн, Хӑйне чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те Унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть!
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине, «автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха, аса илнӗ те йӗрсе янӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм арчана укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ: 44. ыттисем пурте ытлашшине хучӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Этем Ывӑлӗ те Хӑйне пулӑштарасшӑн килмен, Хӑй пулӑшасшӑн, нумайӑшне ҫӑласшӑн Хӑй чунне пама килнӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
¦¦ Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен кала пуҫланӑ: 33. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна сут туса вӗлерме йышӑнӗҫ те суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ, 34. Ӑна мӑшкӑллӗҫ, хӗнӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.