Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавнашкал путсӗрсемпе союз туни инкек кӑна, анчах нимӗн тума та ҫук!..» — тесе ҫырнӑ Дохтуров генерал хӑйӗн арӑмӗ патне.— Какое несчастье быть в союзе с такими негодяями, но что делать!..»
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
1804-мӗш ҫулта арӑмӗ патне янӑ ҫырусенчен вӑл ҫав тери тарӑхса ҫитни курӑнать.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кутузовӑн арӑмӗ патне янӑ ҫырӑвӗсем вӑл малтанхи ҫулах ялта ниҫта та тухса ҫӳремесӗр пӗр-пӗччен пурӑнни ҫинчен, ялхуҫалӑх ӗҫӗпе пурӑнса ӑна культурӑллӑ та усӑллӑ тума тӑрӑшни ҫинчен, ҫак тӗлӗшпе вӑл укҫа тупмалли майсем шырани ҫинчен кӑтартса параҫҫӗ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑрҫнӑ чух арӑмӗ упӑшкине калать:
Анекдот пуххи // Капкӑн. «Капкӑн», 2011, 1№, 6 с.
Штаб вырнаҫнӑ ҫуртра пирӗн кил хуҫи те, хуҫин арӑмӗ те пулман.В хате, где остановился штаб, ни хозяина, ни хозяйки уже не было.
Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хулара вӑл яланах ҫыхӑну тытмалли хваттерте чарӑнатчӗ, унта Хӗрлӗ Ҫар лейтенанчӗн икӗ ачаллӑ арӑмӗ пурӑнатчӗ.
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Партизан заданирен килет, кил хуҫи арӑмӗ ӑна сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартса парать, ҫав вӑхӑтрах тата самогон тупса килет те, хӑналама тытӑнать:Придет партизан с задания, хозяйка поставит на стол еду, раздобудет самогон и угощает:
Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кусене мана хуҫа арӑмӗ каҫхи апат тума пачӗ.
Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑл арӑмне, тискер кайӑк пек ахӑрса, ятласа тӑкнӑ, юлашкинчен кантӑрапа вӗтсе илнӗ, пуҫӗнчи сурпанне сӳсе пӑрахнӑ; унтан, ваттисен йӑлипе, сурпана ҫурмаран ҫурнӑ: ҫуррине арӑмӗ ҫинелле ывӑтнӑ, ҫуррине хӑй илнӗ те — тухса кайнӑ; анчах пуҫиллех пӑрахса кайнӑ чух вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, йӗрсе янӑ.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Кунсерен харкашу тухса пынӑ, харкашнӑҫем арӑмӗ ҫапӑҫма, элеклешме пӑхнӑ; Макҫӑм вара чӑтайми пулса ҫитнӗ; мӗн пирки те пулин тарӑхсан е ӗҫсе ӳсӗрӗлсен, вӑл хытӑ чӗреллӗ ҫын пек пулса кайнӑ.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӑл арӑмӗпе сывпуллашма килне чупрӗ, анчах арӑмӗ таҫта тухса кайнӑ-мӗн.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Гаврилыч арӑмӗ хӗвеллӗ е ҫумӑрлӑ кунсенче ҫав зонтпа хупланса, пасарта ларатчӗ: вӑл хӗвелҫаврӑнӑшӗпе сут тӑватчӗ.С ним обычно жена Гаврилыча сидела на рынке в солнечные или дождливые дни: она торговала семечками.
Репетици // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унӑн арӑмӗ — Юнона ятлӑ имӗш.
Меркурий // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ун ҫинчен пур хаҫатсем те ҫырма тытӑнаҫҫӗ, хаҫат хускатса янӑ шӑв-шав вара леш, хисеплӗ ҫынпа арӑмӗ хушшинчи харкашу пирки пыракан усал сӑмаха мантарсах ярать.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
— Паллах ӗнтӗ, эсӗ пупӑн арӑмӗ мар, анчах та хӑйӗн должноҫӗ тӑрӑх, кӗнекесенче ҫырнӑ пек, унӑн кашни чӗрчунах юратмалла.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Санӑн кайма вӑхӑт, — тесе икӗ хутчен аса илтерчӗ ӑна арӑмӗ, анчах вӑл арӑмне ответ памарӗ, хӑйӗн шухӑшӗн тӗп тымарӗ ҫине сӑмах хыҫҫӑн сӑмах тирӗнтерсе пычӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн арӑмӗ чӳрече витӗр ним хускалмасӑр пӑхса ларчӗ, анчах Никифорыч будка алӑкӗ хыҫӗнче курӑнми пулсанах, вӑл хӑвӑрт кӑна каялла ҫаврӑнса, хыттӑн чӑмӑртанӑ чышкине алӑк патнелле тӑсса, йӗрнӗ шӑлӗсем витӗр ҫав тери вӑйлӑ тархӑпа каласа хучӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Хӗрхенет, макӑрать, — терӗ старик, куҫӗсемпе арӑмӗ ҫине кӑтартса.— Жалеет, плачет, — говорил старик, показав глазами на жену.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Халех, — ответ пачӗ арӑмӗ, пуҫне ҫӗклемесӗрех.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унтан, урайне сурса, вӑл арӑмӗ ҫине хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.