Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унран вӑл материала мӗнле ӑнланни тата ҫав ыйту пирки мӗн шухӑшлани ҫинчен ыйтсан, вӑл ҫапла каланӑ:Когда у него спросили, как он усвоил материал и что думает по этому вопросу, он сказал:
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Мулкачӗ унран хуллен кӑна ыйтать:
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Вӑрман тӑрӑхӗсенче хытӑ чупакан йытӑ юрӑхлӑ мар: мулкач унран пуля пек хытӑ тарать, хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнать те ухмаха ернӗ пек, куҫ ӑҫталла пӑхнӑ — ҫавӑнталла ыткӑнать.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Тен, вӑл пит чаплӑ ҫыннӑн арӑмӗ пулнӑран унран хӑратчӗҫ пулӗ — унӑн пӳлӗмӗсенче стенасем ҫинче ун упӑшкин аслашшӗсене вырӑссен ӗлӗкхи патшисем: Годунов, Алексей тата Петр Великий панӑ хутсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ, — ҫавӑн ҫинчен мана хут пӗлекен ҫын, яланах евангелине вулакан Туфяев салтак каларӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Уча ӑҫта? — ҫитнӗ-ҫитменех ыйтрӗ унран Вуксан.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем куҫӗсене унран пытарчӗҫ, хӑйсем хӑранипе чӗтрене ернӗ, пуля юнашар кашни хут шилетсе иртмессеренех пуҫӗсене юр ӑшне чикеҫҫӗ, Павӑл вӗсене шеллерӗ, вӑл халь сӑмахне каласа пӗтермесӗрех вилнӗ, ятлаҫма юратакан партизана аса илнӗ те вӗсене хавхалантарма тытӑнчӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пирӗн лару-тӑрура хӑй мӗнле тума пултарнине ыйтнӑ пулӑттӑм эпӗ унран… — хушса хучӗ Вук.Вот я бы спросил его, если бы он оказался в нашем положении… — продолжал Вук.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫынсем мар, пурнӑҫ мӑшкӑлласа кулчӗ унран.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑл пиҫиххи хушшинчен пуртӑ туртса кӑларчӗ, тӳрӗ те ҫирӗп турат касса илчӗ, пӗрре куҫ хупса иличчен тенӗ пек унран кӗсмен пекки турӗ, йывӑҫа тӗртсе сулла аяккинелле сулӑнтарчӗ те кӗсменӗпе ишме тытӑнчӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Калаҫӑва хутшӑнтарас тесе, Джурдже унран: — Четниксем епле, сирӗн салари ҫынсене вӗлермеҫҫӗ-и? Епле, тӑванӑм? — тесе ыйтрӗ.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Часовой ун ҫине пӑхса илчӗ кӑна, ун-кун пӑхкаларӗ те унран пӑрӑнчӗ.Часовой только поглядел на него и, отвернувшись, продолжал шагать взад-вперед.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Василь ҫак хура сухал патне ҫывӑхах пынӑ, унран вучах тӗтӗмӗн шӑрши персе тӑнӑ…Василь вплотную приблизился к черной, пропахшей дымом костра бороде.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чап хыҫҫӑн вӑл хӑйсем патне Андра жандарм кӗни ҫинчен, вӑл апат хыҫҫӑн турилкке ҫине икӗ динар хурса хӑварни ҫинчен ачасене мухтанса каласа паратчӗ, канфет тултарнӑ пӗчӗк хутаҫа, унран илнӗскере, кӑтартатчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑйӗн ҫӗнӗ идейи ҫинчен пӗтӗм таврана пӗлтерсен, хресченсем унран кулкаларӗҫ, анчах ӑна ҫав идейӑсене сарнӑ чухне хӑйне сӑпайлӑ тытнӑшӑн кӑмӑлларӗҫ.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Такама хӑваласа унран вунӑ утӑмра нимӗҫсем чупса иртрӗҫ.В десяти шагах от него снова промелькнули немцы, преследуя кого-то.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унран инҫе те мар ачасем макӑраҫҫӗ, хӑйсен сасси те тухмасть.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗнле лайӑх япала та пулас ҫук унран.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хутлат урусене, эй, эсӗ, — пӗр самантлӑха шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, хушуллӑн кӑшкӑрчӗ вӑл рекрута, лешӗ ҫав вӑхӑтра унран сулахай енчи нар ҫинче пуҫне алли ҫине хурса выртнӑ май, пирӗн ҫине ӳркевлӗн пӑхатчӗ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Арӑмӗ унран тимсӗррӗн вӑйӑ мӗн тери ӑнса пыни ҫинчен ыйтать, упӑшки клубра хӑй мӗн туни ҫинчен каланине тата вӑл ӑна: нихҫан та кӗтсе ан лар, тесе ҫӗрмӗш хут та асӑрхаттарнине йӑл кулса, пуҫне сулкаласа, ӑшӑ кӑмӑлпа тимлӗн итлет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пире унран нимрен ытла ӑнланулӑх ҫукки пистерет, унпа хӑй ӑнланман япаласем ҫинчен калаҫу тапратсан, вӑл ялан тенӗ пекех хӑйне евӗрлӗ ӑшӑ кӑмӑлпа тимлӗн итлет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.