Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Урӑх паян», — терӗ Ильинична хӑй ӑшӗнче, унтан, кӑмӑлне тултарса, хӑйӗн хырӑмӗ ҫине кӗллине ҫыхса пӗтермен чӑлхапа йӗпсем илсе хучӗ.

«Тверезый ноне», — подумала и, довольная, положила на пухлый свой живот чулок со спицами и недовязанной пяткой.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федот тилхепине ҫыхса хучӗ, урисене усса, канлӗреххӗн майлашса выртрӗ.

Федот примотал вожжи; свесив ноги, прилег поудобней.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арӑмӗ унӑн, ҫыхса тунӑ тутӑрпа пӗркенсе ларнӑ та, ӗнтӗркесе пырать.

Жена его, закутавшись в вязаный платок, дремала.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл кизексем ҫурса тултарчӗ те пахчара вир пӑтти пӗҫерчӗ, йӑшса кайнӑ вӑлта ҫипписене васкаса ҫӗнӗрен ҫыхса тухрӗ.

Он наколол кизяков и сварил в огороде пшенную кашу, наскоро перевязал отопревшие завязки крючков.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий Наталйӑпа хӑй умӗнчи пӗр-пӗринчен тутӑрпа ҫыхса хунӑ кашӑксем ҫине тата тирӗк ҫинче пӑсланса ларакан лапша ҫине сурчӑк ҫӑтса пӑхать.

Григорий с внутренним сожалением поглядывал на свою и Натальину ложки, связанные платочком, на дымившуюся в обливной чашке лапшу.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья унӑн кӗпи-йӗмне ҫӑвать, саплать, ӑна чӑлхасем ҫыхса парать, шӑлаварӗсемпе кӗписене тӳрлетет-ҫке-ха, — ҫавӑнпа та Гришака мучи, ку хыпара пӗлсен, Наталья ҫине икӗ кун хушши хаяр сивлеклӗхпе пӑхса пурӑнчӗ.

Наталья стирала его бельишко, штопала, вязала чулки и чинила шаровары и рубахи, — оттого дед Гришака, узнав, и глядел дня два на нее с суровой строгостью.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн юратнӑ мӑнукне — Наталие: — Ҫӑм чӑлха тӑхӑнса ятӑм, ҫапах та ӑшӑтмасть урасене. Эсӗ мана, пепкем, панӑскилле ҫыхса пар, — тесе ӳпкелешсе каласа панӑ Гришака асатте.

Жалился дед Гришака Наталье — любимой внучке: — Шерстяные чулки, а не греют мои ноженьки. Ты мне, чадушка, свяжи крючковые.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе пулас упӑшки валли качака ҫӑмӗнчен шарф тата мамӑк перчетке ҫыхса аппаланать.

Наталья вечера просиживала, вывязывая жениху традиционный шарф из козьего дымчатого пуха и пуховые перчатки.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та вӗсем никамран та пытармасӑр тенӗ пекех пурӑнаҫҫӗ, вӗсене пӗр-пӗринпе темӗнле пысӑкрах сисӗм, кӗске вӑхӑтлӑх ҫыхӑну евӗрлӗ мар япала ҫыхса тӑрать, ҫавӑнпа та хутор ҫыннисем — ку ҫыхлану лайӑх ҫыхӑну мар, вӑл пачах йӗркерен тухакан, намӑса пӗлменнипе явӑнса пыракан япала тесе шутларӗҫ те, темле лайӑх мар ӗҫ пуласса кӗтсе шӑпланчӗҫ.

Но они жили почти не таясь, вязало их что-то большое, не похожее на короткую связь, и поэтому в хуторе решили, что это преступно, безнравственно, и хутор прижух в поганеньком выжиданьице.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӗрле унӑн ашшӗ, аллӑ ҫулхи старик, хӗрӗн аллисене тӑлӑпа ҫыхса лартнӑ та пусмӑрласа намӑс ӗҫ тунӑ.

Ночью отец ее, пятидесятилетний старик, связал ей треногой руки и изнасиловал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пиҫиххине ҫыхса, пӗрмекленнӗ кӗпине хыҫалтан туртса тӳрлетрӗ.

Поправил сзади складки рубахи, стянутые пояском.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ акӑ сана малтанах астутаратӑп: курсассӑн — ҫыхса пӑрахса ҫаптарӑп.

А я наперед упреждаю: примечу — запорю!

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫутҫанталӑк ӑна, ахаль кунсенче хура-сӑрӑ, вӗтӗ пӗрӗмсемлӗ капот тӑхӑнса тата таса вырсарникунсемпе хӑйӗн менелникӗсенче хӗрлӗ кашемиртан ҫӗлетнӗ тутӑр ҫыхса ҫӳремелле туса, каҫармалла мар йӑнӑш тунӑ пек туйӑнать; ӑна драгун салтакӗсенни пек мӑйӑх, кавалеристсенни пек ҫӳлӗ атӑсем килӗшерех панӑ пулӗччӗҫ.

Казалось, что природа сделала непростительную ошибку, определив ей носить темно-коричневый по будням капот с мелкими оборками и красную кашемировую шаль в день светлого воскресенья и своих именин, тогда как ей более всего шли бы драгунские усы и длинные ботфорты.

III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ сана миххе чиксе ҫыхса лартаттӑм та Днепр варрине илсе кайса шыва путараттӑм».

Я бы тебя зашил тогда в мешок и утопил бы на самой середине Днепра!..

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл сӗтел ҫине чавсаланса тӑчӗ те шухӑша кайрӗ, Пан Данило аманнӑ аллине сӗтел ҫине хунӑ та ҫыхса тӑрать.

Она облокотилась на стол, на котором перевязывал раненую свою руку пан Данило.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫак самантра тимӗрҫӗ ҫав тери пысӑк михӗсем умне кукленсе ларчӗ те, вӗсен анисене хытӑрах туртса ҫыхса, ҫурӑм ҫине йӑтса хума хатӗрленчӗ.

Тут кузнец присел к огромным мешкам, перевязал их крепче и готовился взвалить себе на плечи.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑвар пек хӗрлӗ шӑлаварпа хӑй, кӑн-кӑвак сӑхманпа, тӗрле тӗслӗ пиҫиххи ҫыхса янӑ, хӑрах айккинче хӗҫпе чӗлӗм, чӗлӗмӗн пӑхӑр вӑчӑри ура вӗҫне ҫитиех тӑсӑлса пырать — чӑн та запорожецсенчен пӗри ӗнтӗ!

Красные, как жар, шаровары, синий жупан, яркий цветной пояс, при боку сабля и люлька с медною цепочкою по самые пяты — запорожец, да и только!

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл капӑрланса ҫӳреме юратмасть; яланах килте тӗртсе тунӑ хура тӑларан ҫӗлетнӗ сӑхманпа ҫӳрет, тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм ҫипрен тӗртнӗ пиҫиххи ҫыхса ярать, урӑхла тумланнине ӑна никам та, ниҫта та курман; майра патшана Крыма ӑсатнӑ чух ҫеҫ вӑл козаксем тӑхӑнса ҫӳрекен кӑн-кӑвак сӑхманпа пулнӑ.

Голова терпеть не может щегольства: носит всегда свитку черного домашнего сукна, перепоясывается шерстяным цветным поясом, и никто никогда не видал его в другом костюме, выключая разве только времени проезда царицы в Крым, когда на нем был синий козацкий жупан.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Юлашки сӑмахне илтсен Параска хӑй пуҫне ҫыхса янӑ хӑмач хӑюран та ытларах хӗрелсе кайрӗ, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр ашшӗ вара, йӗкӗт мӗн тума килнине аса илчӗ.

При последнем слове Параска вспыхнула ярче алой ленты, повязывавшей ее голову, а беспечный отец ее вспомнил, зачем пришел он.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Кам ҫыхса пӑрахрӗ сана?»

— Кто это связал тебя?

XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней