Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темӗн (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, укҫа хыҫҫӑн чупас ҫӗре темӗн чул вӑй хунӑ пулсассӑн та, Игнат сӑхӑ йышши ӗмӗтсӗр пулман, хӑш чухне вӑл хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине чӑнласах та ытахаллӗн ҫеҫ пӑхнӑ.

Но, отдавая так много силы этой погоне за рублем, он не был жаден в узком смысле понятья и даже, иногда, обнаруживал искреннее равнодушие к своему имуществу.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ун ҫинче хӗрлӗ, шупка, хура тата йӗрлӗ-йӗрлӗ темӗн чухлӗ саплӑксем.

На которой пестрело такое количество красных, серых, черных и полосатых заплат.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл кашни ҫын патне пырса темӗн пӑшӑлтатрӗ, кулнӑ пек туса, кашнинех хулпуҫҫисенчен тӗке-тӗке хӑварчӗ.

Что-то нашептывал людям и с улыбкой хлопал всех по плечу.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ун пек ҫынсем Харбинра та, Изямусра та, Имяньбора та темӗн чухлех.

Он имел родных и друзей и в Харбине, и в Цзямусы, и в Имяньбо.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Трибуна умӗнче хам палламан темӗн чухлӗ ҫамрӑк летчик тӑрать, вӗсем пурте маншӑн тахҫанхи тусӑмсем пек туйӑнаҫҫӗ.

Сколько молодых, незнакомых, но дружеских лиц!

6. Ҫапӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Семен Алексеевич эпӗ самолетӑн ҫапӑҫури паха енӗсем ҫинчен каласа панипе интересленет, блокнот ҫине темӗн ҫыра-ҫыра хурать.

Семён Алексеевич интересуется моим мнением о боевых качествах самолёта, записывает что-то в блокнот.

3. Семен Алексеевич Лавочкин патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Мана кунта пухӑннӑ летчиксем паян темшӗн чӗмсӗр тӑнӑ пек, вӗсем ман ҫине темӗн пулнӑ пек пӑхнӑн туйӑнчӗ.

Мне кажется, что лётчики, собравшиеся там, сегодня молчаливее обычного и смотрят они на меня так, словно что-нибудь случилось.

2. Ҫапӑҫу тӗрӗслевӗнче пулнӑ тусӑмсем патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫав вӑхӑтра эпӗ тӑшманӑн темӗн чухлӗ самолечӗпе те ҫапӑҫма хӑнӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ.

В таких случаях я привык драться с любым количеством самолётов противника.

15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хайт мана питӗ савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗ, мана темӗн чухлех ҫыру пачӗ.

Радостно встретил меня Хайт, он притащил целую пачку писем.

10. Атте ҫырӑвӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах, пирӗн разведчика персе антарас тесе, фашистсем темӗн тума та пултараҫҫӗ.

Но, надо думать, фашисты пойдут на всё, лишь бы сбить разведчика.

15. Разведчик // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ, хам вӑтӑр хут таран вӗҫсе тӑшманпа ҫапӑҫнӑ пулин те, ҫапӑҫусенче пулса пиҫнӗ чӑн-чӑн летчик пулма хамӑн темӗн ҫитменнине аванах ӑнланатӑп.

Я знал — мне многого не хватает, чтобы стать настоящим офицером военно-воздушных сил, настоящим, испытанным лётчиком, хотя у меня на счету было уже около тридцати боевых вылетов.

11. «Курски пӗкӗре» ҫапӑҫас умӗн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Фронт линийӗ леш енче мӗн пулнине асӑрхатӑп, темӗн пекех хамӑр ҫарсем наступление куҫасса кӗтетӗп.

Слежу за линией фронта и с нетерпением жду начала наступления наших войск.

10. Ҫапӑҫӑва яланах хатӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ ҫӗвӗҫе чанана вӑрлама вӗрентменни ҫинчен темӗн пекех каласа ӗнентерме тӑрӑшрӑм.

Я старался убедить портного в том, что галку воровать не учил.

Карп ҫӑханпа Вӑрӑ-чана // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Музыкант темӗн ҫинчен каласа ахӑрттарать…

Музыкант о чем-то рассказывал…

Сократ ятлӑ хур // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Циркра эпӗ темӗн тӗрлӗ кулмалли курнӑ пулсан та, ҫак сикекен тӑрнасене пӑхса кулнӑ пек кулман.

Уж на что я привык к смешному в цирке, и то меня всегда разбирал смех, когда я смотрел на прыгающих журок.

Ташлакан тӑрнасемпе ҫара уран ҫӳрекен чӑхӑ // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Манӑн темӗн тӗрлӗ кайӑксемпе выльӑхсем пур, — тесе йӑпататӑп эпӗ ачана, — упа та, тилӗсем те, кашкӑрсем те пур.

— У меня много птиц, — уговаривал я, — и животных, есть и медведь, и лисы, и волки.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Беби кровать патне пырать, хобочӗпе хыпашласа ҫытар айӗнчен ҫур метр тӑршшӗ темӗн пысӑкӑш хӑнкӑла туртса кӑларать.

Бэби подходит к кровати и хоботом нашаривает под подушкой гигантского «клопа», величиной с полметра.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Темӗн пекех курсантсем вӗренсе пӗтерессе кӗтетӗп.

С нетерпением ждал этого дня.

6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Темӗн ҫитмен пек туйӑнать, темӗншӗн ӑш вӑркать.

На душе у меня было неспокойно.

18. Ӗмӗтӗм пурнӑҫланать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл тата темӗн ҫинчен каласшӑнччӗ, анчах сасартӑк ӳсӗрме пуҫларӗ те чылайран тин чарӑнчӗ.

Он хотел что-то добавить, но вдруг закашлялся и долго не мог отдышаться.

9. Ҫуxату // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней