Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

калаҫрӗ (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кил-ҫурта пӑрахса тухса каясси, пурнӑҫа кирек ӑҫта та ҫӗнӗрен йӗркелесси хӑратмасть мана. Питӗ ватӑ мар-ха эпир, вӑй-хал пур. Анчах хуҫалӑха тытса пыма пӗлмен ҫынсене хамӑн ҫурта епле парса хӑварас-ха? Пуррине юхӑнтарма нумай кирлӗ мар вӗт. Ахаль те пӑтранса пурӑннипе вӑхӑта сая ятӑм», — калаҫрӗ Владимир Катырев.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анчах Танзеля гороскоппа Шывтӑкан, мӑшӑр — Пулӑсем, ҫавӑнпа улӑштарас темерӗмӗр, — малалла калаҫрӗ Гузелия Хатыповна.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Унта мӗн тумалла? Тӑватӑ стена сыхласа пурӑнмалла-им?» — шӳтлесе калаҫрӗ 33 ҫулти Татьяна.

Помоги переводом

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗринпе калаҫрӗ вӑл, тепринпе...

С одним он поговорил, с другим...

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӗсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ, хӑйсен чӗвӗлти сассисемпе тата хавхаланса ӗҫлеме ҫунат хушаҫҫӗ, – васкамасӑр калаҫрӗ аслӑ вопитатель.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

«Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан хӗрарӑмсен телейлӗ пулмалла - ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн ӗҫлетпӗр эпир, - пӗр шӳтлерӗ, пӗр чӑнласах калаҫрӗ Ольга Юрьевна. - Пурнӑҫра йӑлтах хӗрарӑмран килет, пӗтӗм тӗнче хӗрарӑм тавра ҫаврӑнать. Ҫак пурнӑҫра мӗн пурри - хӗрарӑм тата ачасем».

Помоги переводом

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Райадминистраци пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин халӑх хуҫалӑхӗн мӗнпур отраслӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ ҫинчен ытларах калаҫрӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней