Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн сӑн-сӑпачӗ тӑрӑхах эпӗ вӑл питех те ыр кӑмӑллӑ, ҫирӗп шухӑшлӑ, тӑван ҫӗршывне питех те парӑнса этемлӗхе пӗр вӗҫӗмсӗр юратакан ҫын пулнине пӗлтӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сӑмахран, ӑна пурнӑҫлани законсем йышӑннӑ чухне сенаторсене пурне те пӗр кӑмӑллӑ пулма, пренисене кӗскетме, хальхи вӑхӑтра пӗрре те калаҫман сенаторсене калаҫтаракан тума, ҫав хушӑрах ытлашши сӳпӗлтетме юратакан сенаторсене сахалтарах калаҫтаракан тума, ҫамрӑк сенаторсем часах хӗрсе каяссине чарса лартма, ватӑ сенаторсен кутӑнлӑхне пӗтерме, сахал ӑслисене ӑслӑлатма, ытлашши ҫивӗч ӑслисене пӳлсе лартма май паратчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак мӗскӗн ҫынсем монархсене хӑйсен еркӗнӗсем пулма ӑслӑ та пултаракан тата ыр кӑмӑллӑ ҫынсем хушшинче кӑна суйласа илме кирли ҫинчен ӑнлантарса парас тесе, министрсене ҫынсен пурнӑҫне аванлатас пирки кӑна тӑрӑштарас тесе, ҫынсене питех те паллӑ ӗҫсем тунишӗн кӑна наградӑсем партарттарас тесе, монархсене вӗсен интересӗсемпе халӑх интересӗсем пӗр пекех пулса тӑнине ӗнентерес тесе, тӗрлӗ вырӑнсене ӗҫе тума пултаракан ҫынсене кӑна лартма кирлине ӗнентерес тесе хӑйсен пуҫӗсене ватса лараҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Король вара, мӑн кӑмӑллӑ пӑлхавҫӑсене ҫирӗпрех тавӑрма шутласа, утрава хула ҫине унӑн кӗтесӗсенчи башньӑсемпе хула варринчи чул ту тӑррине хӗрӗх ярд ҫитмелле мар антарма хушнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Японец-капитан ыр кӑмӑллӑ пулса ман валли апат-ҫимӗҫ тепӗр ҫавӑн чухлӗ те хушса пачӗ тата мана ухтарасран пиратсене те чарчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Капитан хама тӗрлӗ ырӑ ӗҫсем ҫинчен каласа панипе тата вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ та аван ҫын пулнине пӗлсе тӑнипе, эпӗ вӑл сӗннипе килӗшмесӗр тӑма пултараймарӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл паян хӑйӗн ывӑлӗпе питӗ кӑмӑллӑ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эмиль ҫавӑн пек ҫирӗп кӑмӑллӑ ача пуласса Готтфрид шутламан та.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл, хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ яш.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Лайӑх мар кӑмӑллӑ Лина вара ҫак вӑхӑтра Альфреда мӑйӗнчен ыталаса крыльца ҫинче ним шухӑшсӑр ларать.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Паллах, ҫак тӳрӗ кӑмӑллӑ джентльмен, тӗрӗс шухӑшлама пултаракан пысӑк ӑслӑ, чылай вӗреннӗ ҫын, эпӗ тӗрӗс те чӗререн каласа панине часах ӑнланса илчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Паллах, манпа ырӑ кӑмӑллӑ пулчӗҫ: мана хӑватлӑран хӑватлӑ корольпе майри пит юрататчӗҫ, патша ҫуртӗнчи ҫынсем манпа тимлесе интересленетчӗҫ, анчах ман ҫине ҫапла пӑхнинче, манпа епле калаҫни-хӑтланнинче ман этем тивӗҫлӗхне темскер кӳрентерекенни пурччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Халӑх представителӗ пулма вӑл тери тӑрӑшакан ҫынсем хӑйсен пур шикӗсемпе тӑкакӗсемшӗн, ҫемҫе чӗреллӗ пӑсӑк кӑмӑллӑ монархӗпе унӑн асса кайнӑ министрӗсем майлӑ туса общество интересӗсене сиенлӗ ӗҫлесе пырса, ытлашшипех тавӑрас ӗмӗт пурри-ҫуккине король тӗпчесе пӗлесшӗн пулчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑйсене укҫа сӗннине, йӑпӑлтатса чеелӗхпе ырланине пӗр-пӗр партин интересӗшӗн анчах тӑрӑшассине ялан хирӗҫ тӑмашкӑн вӗсем ҫав териех никама пӑхӑнман, кӑмӑл туртни хыҫҫӑн кайман тата мула юратман ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынсем-ши?
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӳкнӗ чухне эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ дамӑн корсажӗнчен тухса тӑракан майра йӗппинчен ҫакӑнса тӑрса юлтӑм.При падении я зацепился за большую булавку в корсаже этой любезной дамы.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Его величество, мӑнаҫлӑ та сивӗ кӑмӑллӑ император, ман ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те майринчен: эсӗ сплекноксене хӑҫантанпа капла кӑмӑллакан пулса кайрӑн, тесе сиввӗн ыйтрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ халӗ ҫав тери аслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ патша майри хӳттинче — ҫутҫанталӑкӑн илемӗ, пӗтӗм тӗнче халӑхӗн юратӑвӗ, хӑйӗн ҫыннисене ырӑ кӑтартса савӑнтараканӗ, тӗнче пултарӑвӗн фениксӗ аллинче пурӑннӑ чух хама усал тӑвассинчен нимӗн те хӑрамалли ҫук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӗрача ашшӗ хӑйӗн хӗрӗ король ҫуртне вырнаҫнипе пит кӑмӑллӑ пулчӗ, Глюмдалькличӗ хӑй хӗпӗртесе кайнине пытарма та тӑрӑшмарӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унтан вӑл манран: кородь ҫуртӗнче пурӑнма хӑварсан, кӑмӑллӑ пулӑн-и? — тесе ыйтрӗ.Затем она спросила, буду ли я доволен, если меня оставят во дворце.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Глюмдальклич маншӑн тӑрӑшни тата манпа ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни ҫинчен кунта асӑнмасан, мана ытла та пархатарсӑр ҫын тесе ӳпкелеме тивӗҫлӗ пулӗччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.