Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуккине (тĕпĕ: ҫукки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вылянӑ чух актерсен час-часах тӳрре кӑларма май ҫуккине тӳрре кӑларнӑ, логика ҫук ҫӗрте логика шырама тивет, тепӗр май каласан, пурнӑҫ чӑнлӑхӗ ҫук ҫӗрте пурнӑҫ чӑнлӑхӗ евӗр тума тивет.

Помоги переводом

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хура комбинезон тӑхӑннӑскер тӳрех радиатор умне пӗшкӗнчӗ — пӑккине уҫса шыв пуррипе ҫуккине тӗрӗсленҫи пулчӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Арҫыннӑн ӑшӑ сӑмахӗпе хавхаланнӑ хӗрарӑм йӗри-тавралла кӑн-кан пӑхкаларӗ те апатланмалли залра никам та ҫуккине кура хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗррехинче вӑл, Ҫӗпӗрте пӗр хулара АН-2 самолетпа вӗҫнӗ чух, тайгара пушар пуррипе ҫуккине сӑнама хӑпарсан самолечӗ-мӗнӗпех шурлӑха татӑлса аннӑччӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӳренерех калаҫакан ватӑрах хӗрарӑм сӑмахӗсенче маншӑн ырриех ҫуккине туйнӑран эпӗ унпа сывпуллашма васкарӑм.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сулахай алӑра кача пӳрне ҫуккине шута илмесен, манра урӑх нимле катӑк-пӑсӑк тупаймӑн.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ашшӗпе амӑшне нимле сӑмахпа та ӳкӗте кӗртме май ҫуккине кура Альбина: «Манӑн ҫие юлнӑ, ӑнлантӑр-и, ҫие юлнӑ!» — терӗ те ҫапла суеҫтерме тивнишӗн хурланса та вӑтанса йӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ҫапах та сана юрататӑп, — паркри улах аллейӑра никам та ҫуккине кура Молякова ыталаса илчӗ Ира:

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хӗр-полковник ҫарӗ хӗснине текех чӑтса тӑма ҫуккине драгунсем ӑнланса илчӗҫ пулас, пӗрин хыҫҫӑн тепри учӗсене ҫавӑра пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша ӑна полковник ятне панипех ҫар ҫынни пулса тӑма май ҫуккине Укаслу халӗ питӗ лайӑх ӑнланса илчӗ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах тата хӑй час ҫывӑрса каяяс ҫуккине те ӑнланчӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унпа кӑна та мар, вӗсем аптраса ӳкнӗччӗ, хирӗҫ тӑнин усси ҫуккине туйнӑччӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хальхинче вӑл хӗвел те хитре маррине, тавралӑхра та хитре сасӑсем ҫуккине ҫеҫ асӑрхарӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл кӳсене тавлашса ҫӗнтерес ҫуккине, ҫавӑнпа ку ут унӑн маррине халӑха хӑйне кӑтартмалли меслет шухӑшласа тупрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрене ҫурӑкӗсенчи вӑрӑм сухаллӑ таракансем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» тесе, хӗвел ҫути ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ, хӑшпӗрисем тарма хӑтланчӗҫ, анчах, хӑрушлӑх ҫуккине ӑнланса, ылтӑн туя-хӗвел ури вӗсене инкеке ҫитермессине чухласа, каллех шӑтӑк тӗпне хӗсӗнчӗҫ те лӑпланчӗҫ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑшман танкӗсем, хӑйсене хирӗҫ текех перекен ҫуккине кура, ҫӗлен пек малалла шӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Санюк, хӑй ҫумӗнчи пиччӗшӗ ҫуккине асӑрхасан, вӑл ӑҫта кайнине ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, амӑшӗ ывӑлне татах ҫывӑрма хушрӗ, Кирукпа Федя кӑнтӑр тӗлне сунартан таврӑнаҫҫӗ тесе лӑплантарчӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унта фашистсем пуррипе ҫуккине пӗлмелле.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шоссе ҫинче никам та ҫуккине сиссе, вӑл хӑюллансах ун хӗррине хуллен утса тухать.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑрушлӑх ҫуккине туйсан, ачасем хавассӑн хӑйсен ӳплине утрӗҫ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней