Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эп сирӗн шухӑшӑра тавҫӑрса илеймерӗм… — тенӗ Тарас, Люба йӗрӗнӳллӗн, ҫиллессӗн пӑхнипе, Фома калаҫма чарӑнсассӑн.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗн калаҫнӑ: пӗри — начар тумланнӑ, чахоткӑллӑ, ҫиллессӗн пӑхакан ҫӳллӗ ҫын пулнӑ, тепри — сарӑ ҫӳҫлӗ, пӗчӗк сухаллӑ — ҫамрӑк ҫын пулнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗн ухмахланатӑн? — ҫиллессӗн кӑшкӑрса тарӑхнӑ Маякин.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кала — мӗн пулчӗ? — ҫиллессӗн кӑшкӑрса пӑрахнӑ старик.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, ывӑлӗ ҫинчен калаҫас килмест тесе, вӑл хӑйне, ахӑрнех, тӗрӗс мар ӑнланнӑ пулас, мӗншӗн тесен, пӗрер минут чӗнмесӗр ларсанах, вӑл хӑех ун ҫинчен тӗксӗммӗн, ҫиллессӗн калаҫма пикеннӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫхаршисем унӑн ҫиллессӗн йӑшӑлтатса илнӗ, вӑл ҫивӗч куҫӗсемпе хӗрӗ ҫине тӑрӑнса, типпӗн: — Мӗнле сӑмах пулчӗ ку? — тесе ыйтнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ытах та сире кичем пулсан, сикӗр шыва!.. — тенӗ ӑна Саша, куҫне ҫиллессӗн йӑлтӑртаттарса.— Если вам скучно — утопитесь!.. — сказала Саша, сердито сверкнув на него глазами.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вылярӑн-вылярӑн манпа, — мӗскершӗн? — ҫиллессӗн, ӳпкевлӗн каласа кӑтартнӑ Фома.Играла ты со мной — зачем?» — гневно и с упреком говорил Фома.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ку вара ӗҫ мар! — тенӗ Щуров, куҫхаршисене ҫиллессӗн шӑмарса.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫӗсем унӑн хӑвӑрттӑн мӑчлатнӑ, тутисем чӗтренӗ, вара вӑл хӗрсе кайса, ҫиллессӗн ҫухӑра-ҫухӑра илсе, намӑс та циникла сӑмахсемпе Медынскаяна хӑртма пуҫланӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Манӑн санпа калаҫас та килмест! — ҫиллессӗн ответленӗ Люба.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба, хӗп-хӗрлӗ хӗремесленсе кайнӑскер, ун ҫине ҫиллессӗн пӑхнӑ, усаллӑн калаҫнӑ.Люба, вся красная, так гневно смотрела на него и говорила зло.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑй те, вӗсем ҫинелле тӳртен пӑхса, ҫиллессӗн, чӗмсӗррӗн тӑнӑ.Он встречал эти взгляды, не опуская глаз, злой и молчаливый.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Трактира килнӗ-им? — хыттӑн та ҫиллессӗн каласа хунӑ Фома.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ, хайхискер, килеҫҫӗ, каҫма тӑрӑх васкаса утаҫҫӗ, — каҫма хӑмисем, шыва перӗнсе, янӑравлӑн, ҫиллессӗн шаплатса юлаҫҫӗ…Вот — идут по сходням торопливо, тяжелыми шагами, — доски сходень звучно и сердито хлюпают о воду…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— А мӗн тата — пуҫне пит ҫӗклет? — ҫиллессӗн ответленӗ Фома.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тахӑш тӗлтен хурлӑхлӑ, виле такмакӗ пек чуна ыраттаракан юрӑ аран-аран илтӗннӗ; караван ҫинче хуралҫӑсем кӑшкӑркаланӑ, пӑрахут, пӑс кӑларса, ҫиллессӗн чашӑлтатнӑ…
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Матроссем вутӑ йӑтнӑ, пӗри вӗсенчен, кӑтра пуҫлӑ Ефим, ҫӑмӑл та хавас кӑмӑллӑ йӗкӗт, палуба тӑрӑх ҫиллессӗн, хыттӑн ятлаҫса, наҫилкка ҫӗклесе иртнӗ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара Фома ҫав кунтанпа команда ун ҫине йӑлтах урӑхла пӑхма пуҫланине сиснӗ: пӗрисем ӗлӗкхинчен те ытларах йӑпӑлтатнӑ, ачашланӑ, теприсем калаҫасшӑн та пулман, калаҫсассӑн та — ҫиллессӗн кӑна, пӗрре те ӗлӗкхи пек вылятса калаҫман.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Игнат тӗксӗмленсе кайнӑ, куҫӗсем ҫиллессӗн ялтӑраса илнӗ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.