Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫавра сăмах пирĕн базăра пур.
ҫавра (тĕпĕ: ҫавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ тулса тӑкӑнасла кӑмӑлпа, анчах пӑртак пӑлхансарах, сывлӑш ҫавӑраймасӑр канӑҫсӑрланса, сылтӑм аллипе савнин пилӗкӗнчен ытла та асӑрхануллӑн, ҫемҫен ҫавӑрса тытрӗ, сарса янӑ тепӗр аллипе хӗрӗн сылтӑм ал лапине хрусталь савӑт-сапана сӗртӗннӗ пек ҫепӗҫҫӗн тӗкӗнтертрӗ, вара мӑшӑр, куҫӗсемпе пӗр-пӗрин чун-чӗрине сар хӗвелпе пиҫсе ирӗлнӗ пылак-пылак ҫӗр ҫырли шерпечӗлле сӑрхӑнса, ытлашши васкамасӑр, хӑй пӗлнӗ пек, асамлӑ авӑра ӳксе, йӑкӑшт та йӑкӑшт, якӑшт та якӑшт «лӗп ҫавра варкӑш» вашкӑрттарма пуҫларӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна, «авӑра-авӑра» кӗҫ-вӗҫ янкӑр тӳпенелле вӗҫсе ҫӗкленменни ҫеҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ ҫав кун иртенпе венчете тӑнӑ хӗр пекех сапӑрччӗ, кӑнтӑр канни вӑхӑчӗ иртсен, хӑйӗн хура, «тал пиҫенлӗ» ӑш-чиккине туй хыҫҫӑн ҫеҫ яри уҫса, намӑс-симӗс туйӑмне сирсе-таптаса кӑтартакан усал, кӑра хӗрарӑм пек, тем чӑкӑртӑшланма, ҫавра ҫил те ҫӗклекелесе нӑйкӑшма, йӗрмӗшме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӳречисене икӗ еннелле уҫӑлса тӑракан илемлӗ каркӑҫсем ҫакнӑ, пӳлӗм варринчи ҫавра сӗтеле юр пек чӑлт-шурӑ ҫитӗпе витнӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Астӑватӑн-и? — терӗ те вӑл, хӑнана ытамран вӗҫертмесӗр, пӗр ҫавра сӑвӑ каласа та илчӗ:

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акӑ халӗ вӑл, мӗн пур инкек, хура-шурӑ ҫинчен манса, ҫавра ҫил пек ҫаврӑнать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавна май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «ҫавра сӗтел» иртнӗ.

В связи с этим в Чувашском государственном университете имени И.Н. Ульянова состоялся «круглый стол».

Иван Тенюшева асӑнса ҫавра сӗтел ирттернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34042.html

Вӑл ҫапла лаша пуҫӗ умӗнче сулӑна-сулӑна, ҫавра ункӑ туса, ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сергей Петровича пысӑк вырӑнта ӗҫлекен ҫынна кӗтсе илнӗ пекех чыслӑн кӗтсе илчӗҫ: Тимофей Иванович тӗрӗллӗ алшӑлли ҫине хунӑ ҫавра ҫӑкӑр тыттарчӗ, арӑмӗ виҫӗ стакан чӑш кӑпӑклӑ сӑра ӗҫтерчӗ.

Помоги переводом

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ҫав-ҫавах ҫамрӑк сӑнлӑ, ҫавра питлӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хӗрӗ — ҫавра пит-куҫлӑ, шӗвӗртерех сӑмсаллӑ, куҫӗсем пысӑк та таса, тути чипер».

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алкум вӗҫӗнчи ҫавра кӳлне Уҫса яма састӑп ҫук.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ килни аван пулчӗ-ха, Уҫка, — Ҫтаппан ӑна ҫавра чӗл хӑпартупа пӗр татӑк кӑлпасси касса пачӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫ ҫавра юрӑ юрламасан, Манӑн ҫӗре мӗнле ирттерес!

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Программӑна ял ҫыннисен вӑрҫӑри паттӑрлӑхне кӑтартакан презентаци проекчӗ, ял ҫамрӑкӗсен спартакиади, культура мероприятийӗсем, ҫавра сӗтелсем, ыркӑмӑллӑх, патриотизм тата ертсе пырас ӗҫре пулӑшакан мастер-классем кӗнӗ.

Помоги переводом

Вӑрнарсем – агроволонтерсен слетӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10764-v- ... -slet-nche

— Вӗсем шӑпах тӳрӗрен мар, ҫавра ҫулпа кайма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хамӑрӑн вара Пӑвана тӳрӗрен мар, ҫавра ҫулпа ҫитсе ӳкмелле.

Помоги переводом

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗтел ҫине икӗ ҫавра ҫӑкӑр, пулӑсем хурса пачӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Виҫӗ ураллӑ таканран ҫавра ала ҫакса ҫеҫ аламарӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улӑхри ҫавра кӳлӗн тепӗр енче — Кавал ҫамрӑкӗсем.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Музей ӗнер, паян, ыран…» ятпа «ҫавра сӗтел» мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттересси те кун йӗркинчех.

Помоги переводом

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней