Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. «Кунта Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ» тесе улталакансене ан ӗненӗр.4. Не надейтесь на обманчивые слова: «здесь храм Господень, храм Господень, храм Господень».
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсем сирӗн тӑванӑрсене — халӑхсем хушшинче пурӑнаканскерсене — лашасемпе урапасем ҫинче, ҫӗклевӗҫсемпе вӑкӑрсем ҫинче, хӑвӑрт ҫӳрекен тӗвесем ҫинче илсе пырса Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине, Иерусалима, илсе ҫитерӗҫ, ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне пекех пулӗ, ку ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртне таса савӑтра парне кӳрсе панӑ пекех пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те 7. Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӗ вара Ҫӳлхуҫа калать, Иакова Хӑй енне ҫавӑрас тесе, Израиль Ун патне пухӑнтӑр тесе, Мана варта чухнех Хӑйӗн чурийӗ тунӑ Ҫӳлхуҫа калать; Эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче хисеплӗ, Манӑн Туррӑм — Манӑн хӑватӑм.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн. 17. Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн. 18. Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар. 19. Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ. 20. Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа мана хӑлхаран каларӗ: хӑвӑр виличчен те ҫак ирсӗрлӗхшӗн каҫару пулмӗ сире, терӗ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа вара Египетра Хӑйне кӑтартӗ; ҫавӑ кун Египет ҫыннисем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗҫ, парнесем кӳрӗҫ, Ҫӳлхуҫана сӑмах парӗҫ, мӗн тума пулнине тӑвӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Сион хӗрӗсем мӑнкӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пуҫне каҫӑртса, куҫӗпе илӗртсе ҫӳренӗшӗн, мӑнаҫлӑ утнӑшӑн, уринчи вӑчӑрисене чӑнкӑртаттарса пынӑшӑн 17. Ҫӳлхуҫа акӑ Сион хӗрӗсен лӗпкине ҫап-ҫара тӑратса хӑварӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн ҫамкине те ҫаралатӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе, ҫулпуҫӗсемпе сутлашать: эсир иҫӗм пахчине пушатса хӑвартӑр; сирӗн килӗрсенче — чухӑна ҫаратса пухнӑ тупра; 15. Манӑн халӑхӑма мӗн-ма хӗсӗрлетӗр эсир, чухӑнсене мӗн-ма пусмӑрлатӑр? тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11-12. Ҫӳлхуҫана итлесе пурӑнни ырӑ иккенне Израиль ывӑлӗсем пурте курччӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Халева вӑй-хӑват панӑ, вӑл мӗн ватӑличченех тӗреклӗ пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна ту ҫине улӑхма пӳрнӗ, унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗх илнӗ.
Сир 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, ӑна ӑслӑлӑх хӑвачӗ кӗрӗ, 8. вара ӑслӑлӑх сӑмахӗсем калӗ, хӑйӗн кӗллипе Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрӗ; 9. кӑмӑлне те, ӑсне те ырӑлатӗ, Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлӗ; 10. вӑл хӑй вӗрентӗвӗн ӑслӑлӑхне кӑтартӗ, Ҫӳлхуҫа халалӗн саккунне уяса пурӑннипе ырӑ ят илӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ каланӑ сӑмахсене илтсессӗн ҫӗр ҫинчи патшасем пурте Сана аслӑласа тӑрӗҫ, 5. Ҫӳлхуҫа ҫулӗсене мухтаса юрлӗҫ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ — аслӑ.
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ятне мухтавлӑр, эй Ҫӳлхуҫа чурисем, — 2. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Туррӑмӑр Ҫурчӗн картишӗнче тӑракансем, — мухтавлӑр.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа чурисем, — ҫӗрле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, [Туррӑмӑр Ҫурчӗн картишӗнче] тӑракансем, — халӗ пурсӑр та Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр.
Пс 133 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа, Давида, унӑн пӗтӗм хурлӑхне асна илсемччӗ: 2. вӑл Ҫӳлхуҫана епле тупа тунӑ, Иаковӑн Вӑйлӑскерне епле сӑмах панӑ: 3-5. «Ҫӳлхуҫа валли вырӑн тупиччен, Иаковӑн Вӑйлӑскерӗ валли Ҫурт лартиччен килӗме, чатӑрӑма, эпӗ кӗмӗп, вырӑнӑм ҫине те выртмӑп, куҫӑм та ыйхӑ мӗнне пӗлмӗ, куҫ хупанки те тӗлӗрмӗ» тенӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пур халӑхсем те ҫавӑрса илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм; 11. хупӑрласа илчӗҫ мана, ҫапла, хупӑрласа илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм; 12. пыл хурчӗ [караса] сырӑннӑ пек сырса илчӗҫ мана, хӑйсем хӑвӑрт ҫунакан кӳкен пек сӳнсе ларчӗҫ: эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр; хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, савӑнӑр, хӗпӗртӗр, юрлӑр; 5. Ҫӳлхуҫана кӗсле каласа мухтӑр, кӗсле каласа, псалом юрласа мухтавлӑр; 6. Ҫӳлхуҫа Патша умӗнче трупа кӑшкӑртса, мӑйрака кӑшкӑртса хавасланӑр.
Пс 97 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ Ҫӳлхуҫаран пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтрӑм, ҫакна ҫеҫ ӗмӗтленетӗп: ӗмӗрӗм тӑршшӗпе куллен-кунах Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пуласчӗ, Ҫӳлхуҫа илемне курса тӑрасчӗ, Унӑн [сӑваплӑ] Керменне ҫӳресчӗ: 5. хӗн-асаплӑ кунӑмра Вӑл мана Хӑйӗн кӗлӗ чатӑрӗнче пытарӗччӗ, Хӑй пурӑнакан вырӑнта, шалта, пытарӗччӗ, мана чул хысак ҫине тӑратӗччӗ.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа чури Давидӑн юрри, вӑл ӑна хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнпур тӑшманӗ аллинчен тата Саул аллинчен хӑтарсассӑн Ҫӳлхуҫана тав туса юрланӑ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, пурсӑр та сирӗлӗр ман патӑмран: йӗрекен сассӑма Ҫӳлхуҫа илтрӗ, 10. эпӗ йӑлӑннине Ҫӳлхуҫа илтрӗ; манӑн кӗллӗме Ҫӳлхуҫа хапӑл тӑвӗ.
Пс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.