Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр ҫамрӑк арӑмӗ ку-улӑшла тутар майриччӗ, эпӗ унпа пӗрле ҫылӑха кӗнӗччӗ,..А одна молодуха, за-абавная была татарочка, я с ней грех имел…
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Полковӑй пачӑшка ҫинчен, чирлӗ те мӗскӗнскер ҫинчен, вӑл пьянца та аскӑнчӑк тесе ят сарнӑччӗ; ман хуҫасен сӑмаххисем тӑрӑх, офицерсемпе вӗсен арӑмӗсем пӗрле явӑҫса каяс ҫылӑха кӗрсе пурӑнатчӗҫ; мана салтаксем хӗрарӑмсем ҫинчен ялан пӗр пек сӑмахланисем йӗрӗнтерчӗҫ, пуринчен ытла мана хамӑн хуҫасем йӗрӗнтерсе ҫитерчӗҫ — вӗсем ҫынсене ним хӗрхенмесӗр тиркеме юратни чӑннипе мӗне тӑнине эпӗ питӗ лайӑх пӗлеттӗм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах пӗтӗм чунтан юратнӑ пирки тунӑ ҫылӑха турӑ амӑшӗ каҫарнӑ пулас.Но, видимо, богородица простила невольный грех, вызванный искреннею любовью.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑнпа эпӗ пит именеттӗм, чухӑн чиркӳре ҫылӑха каҫарттарма черет ҫитессине кӗтсе тӑнӑ чухне манӑн чӗре хыттӑн карт-карт сикрӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Эхер те ӑна пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр…» — илтӗнчӗ мана пӗрмаях, хама ҫав тери ҫылӑхлӑ ҫын тесе шутланӑран эпӗ мӗнле пысӑк асапа тивӗҫлине те пӗлмерӗм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тасалнӑ ҫылӑхсене шухӑшпа пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне шутласа выртнӑ май эпӗ ҫывӑрса каймах пуҫланӑччӗ, сасартӑк каҫарттарнӑ чухне пытарса хӑварнӑ пӗр намӑслантаракан ҫылӑха астуса илтӗм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пурте шарламасӑр тӑнӑ хушӑра кӗлтума пуҫланӑ манахӑн уҫӑмлӑ, ҫирӗп сасси илтӗнсенех, уйрӑмах пире: хӑвӑрӑн мӗнпур ҫылӑхӑрсене пӗр вӑтанмасӑр пытармасӑр тата тӳрре тухма тӑрӑшмасӑр уҫса парӑр, вара сирӗн чунӑр турӑ умӗнче тасалӗ, эхер мӗн те пулан пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр текен сӑмахсене каласанах, эпӗ ирхине паха вӑрттӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне пулнӑ савӑнӑҫлӑ сехӗрленӳ туйӑмне аса илтӗм…
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Эсӗ ҫакнашкал усал пуласса кӗтменччӗ эпӗ, — терӗ Люба, йӑлтах нӑйкилтиленсе тата пиртен пӑрӑнса, — ҫакнашкал минутра ӗмӗрех юри ҫылӑха кӗртетӗн.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Паян эпӗ ҫылӑх каҫарттаратӑп, мӗнпур ҫылӑхсенчен тасалатӑп, — шухӑшларӑм эпӗ, — урӑх нихҫан та ҫылӑха кӗтместӗп (кунта эпӗ хама пуринчен ытларах асаплантаракан ҫылӑхсене аса илтӗм).«Нынче я исповедаюсь, очищаюсь от всех грехов, — думал я, — и больше уж никогда не буду…
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хуть мӗн те пулин пӗрне ыйтсанччӗ, каҫар, турӑҫӑм, ман ҫылӑха, — мӑкӑртатрӗ вӑл, аллисене сулкаласа.Хоть бы одно что, прости, господи, мое согрешение, — бормотала она, размахивая руками.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн класран тухса каймалла пулчӗ — ҫылӑха кӗрӗн тата!
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Турӑҫӑм, атте-турӑ, каҫар пире, ҫылӑха кӗнисене».
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Михайло Степанович тарӑхнипе, хӑранипе антӑхсах кайнӑ; вӑл хӑй кампа ҫыхланнине питӗ лайӑх пӗлнӗ, укҫа тӑкакласси, мирлешме хӑтланасси, ҫылӑха ҫурмалла пайласси ӑна куҫ умӗнчи пекех курӑннӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Марфа Петровна куҫӗ куракан молдаванкӑна та ҫавӑн пекех ҫитернӗ, турӑ дыня ӑшӗнчи ҫемҫе пайне ҫеҫ ҫимелле тунӑ тесе шухӑшлани — тӗрӗс мар, ун пек шухӑшлани ҫылӑха кӗнӗпе пӗрех вӑл, тенӗ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Сан пирки турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрес пулать, йытӑ ами!
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Асту, куннехинче хӑтӑлаймӑн, ҫылӑха пӗлменскер!
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Ҫылӑха ан кӗр, Илюш, — терӗ вӑл, шӑлнӗн ывӑлӗ патне пырса.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Ҫылӑха ан кӗр, — терӗ Дутлов, укҫине вӑйпа парса, — пурӗпӗр вилмелле, — терӗ вӑл йӑваш та ӗнентерӳллӗ сасӑпа.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Нумай ҫынна ҫылӑха кӗртет вӑл, — тесе илчӗ Дутлов.
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Каларӑм сана: ан хӑтлан, хӑвнах аван мар пулать тесе, — терӗ вӑл; унтан йывӑррӑн сывласа кӗпе ҫыххине юсакаларӗ те: — мӗн ҫылӑха кӗмелли пур?— Говорил, хуже будет, — сказал он, задыхаясь еще от борьбы и оправляя поясок рубахи, — что грешить?
VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.