Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ятӑм (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинкеререх пӑхрӑм та, ура айӗнче упа тирӗ выртнине ӑнланса илсен, те кӗвӗҫнине пула: «Эсӗ упа та тытнӑ-ҫке!» — тесе кӑшкӑрсах ятӑм.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫак забастовка пирки министерствӑра пӗлсен, манӑн ятӑм ӗмӗрлӗхех вараланса юлассине хӗрарӑм пуҫупа эсӗ ниепле те ӑнланаймастӑн.

Своей бабьей головой ты никак не можешь понять, что узнай в министерстве об этой забастовке — мое имя навеки будет скомпрометировано.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ унта ҫын ятӑм, ҫине тӑтӑм.

Я послал, я настаивал.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Капла мӗнле-ха ӗнтӗ, эпӗ хамӑн яшкана сыпса ятӑм та ак, вӑл хырӑм тӗпне сарӑлнипе сарӑлманнине те туйса юлаймарӑм…

А то вот похлебку я съел и не почувствовал даже…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫийӗнчех хутпа кӑранташ илтӗм, тумтире хулпуҫҫи ҫине уртса ятӑм та пирӗн ҫурта хирӗҫ ларакан кафене тухса утрӑм.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

— Мӗн курса тӑтӑм-ха, мӗн чухлӗ ҫӑнӑха сая ятӑм.

Помоги переводом

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Ятлаҫмарӑм, юнамарӑм — чиперех ӑсатса ятӑм, ҫак арӑмран тасалтӑм, каччӑ пулса тӑтӑм.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хӗве кӗнӗ телее ҫынна кӑларса парас мар, илтӗм те ятӑм качча.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Хуҫалӑх кӗнеки ҫинчи ятӑм — Василий.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

— Туртмалли парӑр малтан, эпӗ табак ҫук пирки чӗлӗм чӑпӑкне те тураса туртса ятӑм ӗнтӗ.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӳрентертӗм ачана, ҫитмӗл пус укҫине ӗҫсе ятӑм

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗлетӗн пулсан, мана хамӑн ятӑм та васкама хушмасть.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӗ, ак, ҫӗнӗ тулӑ вӑрлӑхӗ парса ятӑм, тен, чӑннипех унран селекционер пулӗ-и, терӗм, айван!..

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ хӑранипе кӑшкӑрса ятӑм та… вӑранса кайрӑм.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Курорта е санаторие каяс пулать сирӗн, — тӑм пӑшалпа пенӗ пек, тӗлсӗр персе ятӑм эпӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗррехинче Шашкарта, Атӑл хӗрринче, ҫакнашкал капӑр чӗлӗмшӗн Керенски укҫипе икӗ миллион тенкӗ пачӗҫ — килӗшмерӗм — (укҫа йӳнӗччӗ ун чухне), вара пӗр пӑт тӑварла улӑштарса ятӑм

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чӗлхеме ҫӑтса ятӑм пулас, ҫӑвар та уҫаймарӑм.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Фронтра та, — тесе персе ятӑм, ним шутласа тӑмасӑр.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Паян Уфана телеграмма ятӑм

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Пур аслӑ Руҫ тӑрӑх ман ятӑм чаплӑ пулӗ, пур чӗлхепе те асӑнӗҫ мана унта! — терӗ Аркадий Пушкин сӑмахӗсемпе, унтан нимӗн кулмасӑр хупса хучӗ:

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней