Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юрласа (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир те икшерӗн тӑтӑмӑр, эпир те «Смело, товарищи, в ногу» юрласа ятӑмӑр.

Помоги переводом

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кашӑк шаккаса юрласа ташлать.

Помоги переводом

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унӑн упӑшки урапа ҫине ларнӑ та: Приюм пусми пӑрӑнчӑк-пӑрӑнчӑк, Пӑрӑнса улӑхаҫҫӗ салтаксем. Кӑвак шинель тӑхӑнсассӑн Пӑрӑнса йӗреҫҫӗ салтаксем, — тесе юрласа ячӗ.

Помоги переводом

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унтан: Последний нынешний денечек Гуляю с вами я, друзья… — тесе юрласа парать.

Помоги переводом

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Улькка аппа халӗ хӑй те хӑй мар — ӑна самантрах темле паламалла мар ӑнӑҫлӑ куҫпӑван савӑнӑҫӗ хупласа хучӗ, вӑл, чун-чӗри ҫунаттисене сарлакан сарса ярса, сассӑр юрласа та ташласа, карҫынккине хӑпӑл-хапӑл алла илчӗ те чӗрӗ курӑк хушшинчи шӑрчӑк пек тринк-тринк-тринк сикме те хатӗрскер, кӗлетрен юхса тухрӗ, кӗлетне самаях мӑнттай ҫӑрапа чӑнкӑр-чӑнкӑр питӗрсе илчӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Тем вӑхӑтчен читлӗхре пурӑннӑ кайӑк евӗр, хӗрарӑм чӗри ирӗкелле вӗҫсе тухрӗ те кӑкӑр туллин юрласа ячӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Хаваслӑ яш-кӗрем хушшинчи хӗрупраҫ, вӑрмантан шӑранса тухакан кайӑк хорӗпе пӗрлешсе, юрласа ячӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Вӗсем вӑрман илемӗпе пачах та интересленмен пек сукмак тӑрӑх юрӑсем юрласа утрӗҫ, тӗрлӗрен шӳтлӗ халапсем каларӗҫ.

Помоги переводом

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сан умна анса-ҫке лараясчӗ Юрласа чӗреҫӗм юррине!

Помоги переводом

Шурӑ акӑш манӑн пулаясчӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 91 с.

Хӗрарӑмсемпе арҫынсем, хӗрсемпе каччӑсем алла-аллӑн тытӑнса чӑрӑш ҫинчен хывнӑ юрра харӑссӑн юрласа ячӗҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах ку нумая тӑсӑлмарӗ; сивлек ҫанталӑка пӑхмасӑрах ҫамрӑксем ҫӗкленӳллӗн юрласа кулнине илтсе-ши, вӑл чӑтса тӑраймарӗ, ерипен-ерипен ҫӑра пӗлӗте йывӑррӑн шӑтарса тухрӗ те ҫӗр ҫине пӗтӗм кӑмӑлтан хавхаланса пӑхма пуҫларӗ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кайран вара, ҫул ҫинче, театрта илтнӗ арисене мӑрлатса юрласа, килелле чупаттӑмӑр.

Помоги переводом

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Пире мӗн те пулин юрласа паратӑр-и?

Споете нам что-нибудь?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тен, эсир мӗн те пулин юрласа паратӑр?

Может, вы нам что-нибудь споете?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл, чӳрече сакки ҫумне сӗвеннӗскер, Стурза ҫинелле йӗкӗлтенӗ пек пӑхса, шӑхӑрса юрласа тӑрать:

Который, опершись на подоконник и насмешливо глядя на него в упор, насвистывал:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӑхра вӑл юрласа хӑварнӑ юрӑсем ӗмӗрлӗхех юлчӗҫ.

Помоги переводом

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун чӗринче, пӗчӗк хӗлхем пек, пӗр ҫутӑ шанчӑк тӗлкӗшетчӗ: Пазухин вӑл юрласа панӑ юрӑсене Чӗмпӗрте уйрӑм кӗнекен кӑларма шантарса каларӗ.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук пӗр илемлӗ ҫурхи ир пахчана тухрӗ те, шӑпчӑк юррине итленӗ май хӑй те тӳсеймерӗ — юрласа ячӗ.

Помоги переводом

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑй пӗччен чух юрласа пӑхрӗ — сасси темӗнле хӑйӑлтатса тухрӗ.

Помоги переводом

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Киле ҫитсенех Кирук ҫӗрле юрласа илнӗ укҫине ашшӗ умне пырса хучӗ те, нимӗн шарламасӑр, алӑк патӗнчи сак ҫине выртрӗ.

Помоги переводом

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней