Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хама панӑ задание мӗнле пулсан та авантарах тултарассишӗн тӑрӑшса, хӑшпӗр чухне эпӗ хама тепӗр хут тума юраман ӗҫсене те тӑваттӑм.В своем порыве выполнить задание как можно лучше и быстрее я иногда делал такие вещи,
Саранчасемпе кӗрешни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫак вӑхӑтра унӑн тӳрех Ҫурҫӗр полюсне вӗҫес килнӗ, анчах ҫултан пӑрӑнма юраман.Нелегко было ему отказаться от страстного желания сейчас же, немедленно полететь на Северный полюс.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Анчах пӑлханма пачах та юраман.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Анчах никама та калама юраман япаласем пулаҫҫӗ.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Шарсене ҫапла ҫапса антарма юраман пулсан та, ҫамрӑк пилот ӗҫе татӑклӑн туни Антошина питӗ килӗшнӗ.Антошину пришлась по душе решительность молодого пилота, хотя сбивать шар и запрещалось.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пӗр Ҫемен кӑна нимӗн те пӗлмен, йӑла тӑрӑх унӑн килкартинчен тухса ҫынсенчен ыйтма юраман.Лишь один Семен ничего не знал; обычай не позволял ему выйти со двора и спросить людей.
XVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
«Ҫӗре текех чавма юраман…
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ӑна ҫакӑн пек кирлӗ мар вырӑнта, хальхи вӑхӑтра кӗме те юраман вырӑнта интересленсе ҫӳренӗшӗн айӑплама та пултарӗҫ.Могут обвинить его в неуместном и даже недопустимом в данном случае любопытстве.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Пӑхса ларать мучи уйӑх ҫутин симӗс пайӑркисемпе тӗрленсе эрешленнӗ чӳрече ҫине, картишӗнче тӗкӗнме юраман япаласене ухтарса ҫӳрекен ҫил шӑхӑрнине итлет, итлет те урӑх нихҫан та таврӑнма, каялла килме пултарайман кунсем ҫинчен аса илет.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Сав ритуала ӑнланса илме те, йышӑнмасӑр тӑма та май ҫук пек туйӑннӑ, ӑна ырлама та, хурлама та юраман пек туйӑннӑ.
V // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Пуҫланӑ сӑмаха пӗтеричченех йӑвашланма юраман.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑрҫӑчченхи вӑхӑтра та халӑхӑн интересӗсене, вӑл пулӑшса тӑрассине, средствӑсене пур майпа та перекетлессине шута илмесӗр, трассӑна сылтӑм ҫыран хӗрринче тума юраман пулӗччӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Комона чӗнсе илме юраман.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах пур ҫил те юраман; вӗсене пуҫламӑш опыта тума, пӗр пек вӗрекен, тӳлек, сайра хутран ҫеҫ вӑйлӑрах вӗрекен ҫил кирлӗ пулнӑ.
12. Вӗҫме хатӗр // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Тыткӑна лекнисен тӑванӗсем картишне халӗ черетпе ҫеҫ кӗме пултарнӑ, передачӑсене тыткӑна лекнисене алӑран алла пама юраман.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ӗҫлемесӗр укҫа илме мирлӗ вӑхӑтра та юраман.Даже в мирное время не рекомендовалось получать незаработанные деньги.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Грубский трасса хывма килӗшмен вырӑн ытла та пысӑк шанӑҫ панӑ, ҫавӑнпа та унтан шухӑшласа пӑхмасӑрах пӑрӑнса кайма юраман.Отвергнутый Грубским вариант трассы слишком многое обещал, чтобы от него столь легко отмахнуться.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хулара ҫӳреме юраман вӑхӑт ҫитиччен тата пӗр сехете яхӑн юлнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Типографие кунта хӑварма юраман: типографи те пӗтме пултарнӑ, ачасем те лекме пултарнӑ.Это было очень рискованно и ставило типографию и ребят под угрозу провала.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Операцисем тума ҫӗрле, хулара ҫӳреме юраман вӑхӑтра каймалла.На операции нужно было ходить ночью, то есть в те часы, когда хождение по городу запрещалось.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.