Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юмахри (тĕпĕ: юмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ, юмахри ҫӗрме пуян, кӗсьере ылтӑн укҫана ывӑҫласа тытнӑ та унталла-кунталла хевтесӗррӗн пӑхкалатӑп, акӑ юлашкинчен, хыпкаланакан, чупакан, кӑшкӑрашакан ҫак ҫынсем пӗр ӑстрӑм ҫук чухне, самантпа усӑ куртӑм та аякри стена патне чупса кайса тӑтӑм, унта пукан ҫине вырнаҫрӑм, унтах мана Том шыраса тупрӗ.

Я, сказочный богач, стоял, зажав в кармане горсть золотых и беспомощно оглядываясь, пока наконец в случайном разрыве этих спешащих, бегающих, орущих людей не улучил момента отбежать к далекой стене, где сел на табурет и где меня разыскал Том.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӗсем мӗн калаҫнине илтетӗп, акӑ тимлӗрех тӑнлама пикентӗм, мӗншӗн тесен калаҫу темӗнле ҫурт пирки пырать, — унта урай таса кӗмӗлтен имӗш; юмахри капӑрлӑх, ҫӗр ай ҫулӗсемпе унашкал ытти тем те пӗр ҫинчен шапӑлтатаҫҫӗ.

Я слышал, что они говорят, и стал прислушиваться внимательнее, так как разговор шел о каком-то доме, где полы из чистого серебра, о сказочной роскоши, подземных ходах и многом подобном.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унӑн сарлакӑшӗ юмахри вырӑнсене аса илтерет: йывӑҫ-тӗмпе, ҫӳллӗ курӑкпа витӗннӗ чӑнкӑ ҫыран таткаланчӑк тарӑн суран евӗр, шыв антрацит пек сӗм хура — тӗксӗм юн кӳлли тейӗн, ӑна ҫӑра ҫулҫӑсем хӗвелпе уйӑхран хуплаҫҫӗ.

Одно расширение его напоминало сказочные места: обрывистый, глухо заросший кустами и высокой травой берег напоминал глубокую рваную рану, в глубине которой стояла черная кровь, вода казалась черной, как антрацит, густая листва скрывала ее от солнца и месяца.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Кӑшкӑр ҫеҫ — ав юлан ут пек ахрӑм ахӑрса чупать, юмахри пекех туятӑп.

Если крикнешь — эхо скачет, словно лошади в бою.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Малтанхи, юмахри, йӑлтӑркка тӗтре — ӑнланмалла мар сасӑсемпе калаҫакан ҫавра ҫил — пуҫӗнче юхса иртрӗ; ӑна халӗ тӗлӗнмеллерех те, хӑрушӑ та.

Прежний, сказочный, блестящий туман — вихрь, звучащий невнятными голосами, поплыл в его голове, было ему и чудно и страшно.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Унӑн ӑс сӑнарлавӗнче ӑнланмалла мар юмахри тӗтресем карӑнаҫҫӗ; вӑрман леш енче, таҫта инҫетре, хӑш енче — паллӑ мар, — ӑна уҫӑмсӑр сасӑсем илӗртеҫҫӗ.

Неопределенные сказочные туманы парили в его воображении; где-то далеко за лесом, неизвестно с какой стороны, манили его невнятные голоса.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Виҫҫӗшӗ те ҫурма юмахри тискер вырӑна — Ахуан-Скапа — Энохӑн вӑрттӑн хушӑкне пытарнӑ ылтӑн патне каяҫҫӗ.

Все трое шли в полусказочные, дикие места Ахуан-Скапа за золотом, скрытым в тайной жиле Эноха.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Гнор Энниокӑн тӗлӗнмелле, юмахри пек ҫынни пурӑнакан утрав еннелле ҫаврӑнчӗ; ешчӗке чӗркесе чикнӗ япаласем ҫав ҫын валли ахӑр.

Гнор повернулся к острову, где жил странный, сказочный человек Энниока; предметы, упакованные в ящик, вероятно, предназначались ему.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тинӗсӗн тӗтӗм пек тӗксӗм сенкерлӗхӗнче йӑлтӑркка хысаксен шӑлӗсен ансӑр ҫавраки сӑнланнӑ, залив тарӑнӑшӗ вара, пӗлӗтсемпе танах хупланнӑскер, юмахри систерӳсемпе сывлать.

Тесный круг сияющих скалистых зубцов отражался в дымчатой синеве моря, а глубина залива, полная облаков, дышала сказочными намеками.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Эх, мӗншӗн, юмахри пек, стена витӗр куракан куҫ мар-ши унӑн…

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытла юмахри пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арҫын хӑюлӑхӗ, юмахри сарпике илемӗ, сунар кайӑкӗн ҫине тӑраслӑхӗ пурччӗ ҫав тӗне кӗмен чӑваш хӗрарӑмӗнче Сӑпанире.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗншӗн тесен ытла юмахри пике евӗр илемлӗ те ҫамрӑк курӑнать-ҫке вӑл, ҫавӑнпах-ши, вӑл вӗреннӗ ҫын, ялти шкул пуҫлӑхӗ иккенне те манатӑн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, пӗр шутласан, юмахри пекех пулчӗ-ҫке.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман этеме юрӑ-кӗвӗллӗ, ывӑнтаракан мӑнаҫлӑхпа ҫавӑрса ытамланӑ, вӑл шурлӑх пӑсланӑвӗпе, ҫӗрӗшекен ӳсен-тӑран шӑршипе, тискер юмахри капӑрлӑхпа тулнӑ.

В певучем, томительном забытьи окружал человека лес, насыщенный болотными испарениями, запахом гниющих растений и дикой, сказочной красотой.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хумсем шывпа пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрелле — хаяр ҫил-тӑвӑллӑ хуп-хура тинӗселле — кӗмсӗртете-кӗмсӗртете чупаҫҫӗ, тавралӑх юмахри ҫилхемес чӗр чунсен — шанӑҫ ҫухатнипе чӑрсӑрланнӑ-усалланнӑ, йӑпанӑҫ тупасла инҫете ыткӑнаканскерсен — кӗтӗвӗпе тулса ларнӑ.

Грохочущий бег валов к черному, штормовому горизонту наполнял пространство стадами фантастических гривастых существ, несущихся в разнузданном свирепом отчаянии к далекому утешению.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Юмахри сӑнарсенчен ачасем аталанма пулӑшакан интерактивлӑ теттесем, планшетсем, алмаз тӗрри ыйтнӑ.

От сказочных персонажей дети попросили интерактивные игрушки для развития, планшеты, алмазные вышивки.

Ачасене тухьяллӑ Юрпике саламланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30569.html

Юмахри пек ҫав тери хитре те ҫывӑх, инҫет те тӑван шахтерсен армутиллӗ ҫеҫенхирӗ.

Такая загадочная и простая, далекая и родная, полынная шахтерская степь.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӗр-пӗр юмахри пек вилӗ чуна алӑпа перӗнет те, лешӗ чӗрӗлсе те тӑрать.

Может, как в сказке, стоит ей коснуться рукой мёртвого, и он оживёт?

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней