Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир пурсӑмӑра та тӑрантаракан ҫӗр-аннемӗре тивӗҫлипе пӑхса тӗрӗс-тӗкел упрассишӗн пӗтӗм вӑйӑра тата чун хавалне шеллемесӗр тӑрӑшатӑр, ырми-канми ӗҫӗрпе экономикӑна аталантарма ҫирӗп никӗс хыватӑр, халӑха лайӑх пахалӑхлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукципе тивӗҫтеретӗр.
Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/07/news-3679647
Чӑваш Енӗн вӑрман пуянлӑхне типтерлӗн сыхласа упракан, экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывакан кашни ҫыннах чунтан тав тӑватӑп.
Михаил Игнатьев Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/09/17/news-3661718
Вӑрмансем — пирӗн планетӑн шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ, вӗсем территорисен экологи ырлӑхӗшӗн тата халӑх сывлӑхӗшӗн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Вӑрман ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/09/17/news-3661718
Чӑваш Енре паха, экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан тата хӑйсем туса кӑларакан строительство материалӗсемпе усӑ курассин шайӗ 70 процентран та иртет.
Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/13/news-3633676
Экологи тӗлӗшӗнчен таса тата хӑрушлӑхсӑр шутланакан технологисемпе усӑ курни, кӑсӑк конструктор идейисене ӗҫе кӗртни строительство комплексне ҫирӗппӗн ӗҫлеме пулӑшаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/08/13/news-3633676
Ҫав тата инфратытӑм йӗркелекен ытти проектсене пурнӑҫлани республикӑра пурӑнакан ҫынсене хумхантаракан экологи ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе лайӑх кӑтартусем тума пулӑшрӗҫ.
Михаил Игнатьев Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/05/news-3588213
Ҫӗршыв Президенчӗ пӗлтернӗ Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкӗ пире ҫут ҫанталӑк тупри-пуянлӑхне сыхласа упрас, унӑн ресурсӗсемпе вырӑнлӑ усӑ курас ӗҫре хастартарах пулма хистет.
Михаил Игнатьев Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/05/news-3588213
Чӑваш Республики паян сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата экологи ӑнӑҫлӑхӗ енӗпе малта пыракан пилӗк регион шутне кӗрет.
Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/24/news-3595492
Республикӑра ача сачӗсемпе шкулсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем, ялсенче клубсем тӑвас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫ лайӑх пырать, юрӑхсӑра тухнӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫарассипе, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсассипе ҫыхӑннӑ программӑсем, экологи проекчӗсем йӗркеллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ, картишсене тирпей-илем кӗртес, ҫул-йӗре тата пырса кӗмелли ҫулсене юсас ӗҫсем те аван пыраҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/21/news-3549116
Республикӑн экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ҫут ҫанталӑкӑн хаклӑ обӗекчӗсене упраса хӑварни тата уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсене аталантарни пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Раҫҫей Правительстви Экологи ҫулталӑкне ирттерес енӗпе палӑртнӑ тӗп ӗҫсен планне ҫирӗплетнӗ, унта Чӑваш Республикинче пурнӑҫламалли виҫӗ мероприяти кӗнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Республика тивӗҫлипе ҫӗршыври экологи рейтингӗн лидерӗ пулса тӑчӗ.Республика по праву стала одним из лидеров экологического рейтинга страны.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Экологи тӗлӗшӗнчен питех те пӗлтерӗшлӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани ку тӗлӗшпе тунӑ пысӑк утӑм шутланать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Чӑваш Ен Правительстви экологи хӑрушсӑрлӑхне ӳстересси, ешӗл зонӑсен йышне пысӑклатасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2017 ҫула Экологи ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗ.2017 год объявлен Президентом страны Владимиром Путиным Годом экологии.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Республикӑн пур пек пӗтӗм пуянлӑхӗ – хӑйӑр, гипс, трепел, вӑрман тата ҫут ҫанталӑкӑн ытти ресурсӗ – лайӑх пахалӑхлӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан строительство материалӗсем туса кӑларма каять.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Пирӗн тӗп тӗллев – экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан Раҫҫейре те, чикӗ леш енче те лайӑх сутӑнакан апат-ҫимӗҫ таварӗсене «Раҫҫейре туса кӑларнӑ», «Чӑваш Ен туса кӑларнӑ» брендсемпе туса кӑларасси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ӗҫсем «Раҫҫейри экологи операторӗ» уҫӑ право компанийӗ хутшӑннипе пулса пыраҫҫӗ.Работа ведется с участием публичной правовой компании «Российский экологический оператор».
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Иртнӗ ҫул «Экологи» наци проекчӗн шайӗнче Шупашкар хулин таса-такан сооруженийӗсене ҫӗнетрӗмӗр тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тасатакан сооруженисен строительствине проектласа хутӑмӑр, вӑрмансене ҫӗнетмелли ӗҫсен планне икӗ хут ытла тултарса пурнӑҫларӑмӑр тата хӑйсен территорийӗн вӑрманлӑхне 32 процента ҫити ӳстернӗ ҫӗршыври 13 регион шутне кӗтӗмӗр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Чӑваш Республики экологи рейтингӗнче яланхи пекех малти вунӑ регион шутӗнче тӑрать.Чувашская Республика традиционно находится в первой десятке экологического рейтинга.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1