Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑтарасла (тĕпĕ: шӑтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гнор ун ҫине шӑтарасла пӑхать, ҫӗкленчӗ те шлепкине тӑхӑнчӗ.

Гнор пристально посмотрел на него, встал и надел шляпу.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Энниок хӑнана шӑтарасла тӗсерӗ те вӑраххӑн-вӑраххӑн кӗтеселле чакрӗ: мускуллӑ ҫак сӑна, пӗчӗк янахлӑ та пӗчӗк ҫӑварлӑскере, вӑл мӗнле манайтӑр?

Энниок пристально посмотрел на него и отступил в угол; забыть это лицо, мускулистое, с маленьким подбородком и ртом, было не в его силах.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла тӗмсӗлчӗҫ, ҫапла, кӗтмен ҫӗртен, теветкеллӗ кӗрешӳ сиксе тухнине пачах та ӑнланса пӗтерейменнипе аптӑраҫҫӗ.

Все трое пристально смотрели друг на друга, с силой совершенного непонимания, вызванного внезапным наступлением отчаянной борьбы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Вӑл Нока питӗнчен шӑтарасла, куҫ сиктерми пӑхни ҫемҫешке чуна ӑнран яратчӗ-и тен, анчах ҫамрӑк ҫын кофепе чыхӑнса кайрӗ, ҫав тери хытӑ ӳсӗрме пикенчӗ те — хӗрелсе кайса кукӑрӑлсах ларчӗ.

Его прямой, неподвижный взгляд, обращенный прямо в лицо Нока, был бы оглушителен для слабой души, но молодой человек, захлебнувшись кофеем, разразился таким кашлем, что побагровел и согнулся.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок шӑтарасла пӑхнипе Гелли куҫӗсене тартрӗ.

Нок смотрел на нее так пристально, что Гелли опустила глаза.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Старик пуҫне ҫӗклерӗ, ҫыранти тӗмрен ярса тытрӗ, Нока шӑтарасла, ӑнкаруллӑ пӑхса тӗпчерӗ.

Старик поднял голову, ухватился за береговой куст и осмотрел Нока пронзительно-смекалистым взглядом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Тӑнлавӗ ҫинчи тарне кӗпе ҫаннипе сӑтӑрса типӗтрӗ, ун ҫине боцман кӑмӑлсӑррӑн, шӑтарасла пӑхнине туйрӗ.

Он вытер рукавом блузы пот, выступивший на висках, и поймал угрюмый, пристальный взгляд боцмана.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Вӑл хускалмасӑр, тӳп-тӳрӗ тӑрать, пысӑк кӑвак куҫӗсемпе Аяна шӑтарасла пӑхса сӑнать.

Она стояла прямо, не шевелясь, в упор рассматривая Аяна серыми большими глазами.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Гарвей аллинче пакет курӑнса кайрӗ; ӑна ҫав самантрах шӑтарасла пӑхакан вун-вун куҫ уҫрӗ-и е штурман пӳрнисем-и — калама йывӑр.

В руках Гарвея появился пакет, и трудно сказать, был ли он распечатан в ту же минуту десятками напряженных глаз или пальцами штурмана.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Куҫне уҫрӗ те пӳртри уҫӑлсах ҫитеймен сӗмлӗхре питне сухал пусса илнӗ пӗр арҫын ӑна шӑтарасла пӑхса тӑнине курчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин Никифорова шӑтарасла пӑхса илчӗ, юлашки сӑмахсемшӗн сивлесе, пуҫне суллакаларӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑтарасла пӑхакан хӗсӗкрех хӑмӑр куҫӗ, йӗр йӗрленӗ ҫинҫе пӗркеленчӗксем ӳте кӑшт тӗксӗмлетеҫҫӗ, пӗрчӗн-пӗрчӗн пас тытнӑ пек шурала пуҫланӑ ҫӑра ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ вара, пачах урӑхла, — ҫутатаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑт ҫапла, пире сутма шухӑш тытнисене пурне те ҫакӑ кӗтет, — терӗ вара, револьверне сулласа, темшӗн тата ҫак сӑмахсене каланӑ самантра Ваньккана куҫран шӑтарасла пӑхрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, юрӗ, — терӗ ҫеҫ, Телегина хура куҫӗпе шӑтарасла пӑхса.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сирӗн вара апла-капла пӑтранма юрамасть, нихҫанхинчен туслӑ пулмалла, — куҫран шӑтарасла пӑхрӗ Сидор.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ут-пӗвӗнчен те, сарлака ҫамка айӗнчи кӑвак куҫӗсемпе шӑтарасла пӑхнинчен те унра хӑват пурри сисӗнет.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Король тачка питне ун енне пӑрчӗ те, мӗн тӗслине тӳрех калама хӗн куҫӗпе шӑтарасла пӑхса, ӑнлантарчӗ:

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйне кӗретех кӳрентернине кура Меннерс кӑмрӑкҫӑ ҫине шӑтарасла тӗмсӗлчӗ те стойка хыҫне кӗрсе пытанчӗ.

Считая, что разговор перешел в явное оскорбление, Меннерс пронзил угольщика взглядом и скрылся за стойку.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унӑн пичӗ, — арпашӑнса-сапаланса ӳсекен ҫутӑ сухалӗнчен, ҫӳлелле хаяррӑн йӑтӑннӑ ҫӑра мӑйӑхӗнчен курӑнакан сӑмсипе тутине тата куҫӗсене пит теме юрать тӗк, — типшӗм, янкӑр уҫӑ темелле, анчах куҫӗсем кӑвак хӑйӑр пек, таса хурҫӑлла ялтӑркка, хӑюллӑн, шӑтарасла пӑхаҫҫӗ.

Его лицо, если можно назвать лицом нос, губы и глаза, выглядывавшие из бурно разросшейся лучистой бороды и пышных, свирепо взрогаченных вверх усов, казалось бы вялопрозрачным, если бы не глаза, серые, как песок, и блестящие, как чистая сталь, с взглядом смелым и сильным.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Икӗ хура куҫӗ шӑтарасла, ҫав вӑхӑтрах ачашшӑн пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней