Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗрчун, чечек, сӗтел-пукан туянма пултаратӑр.
15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Пӗр-пӗр чӗрчун илме ӗмӗтленнӗ тӗк ҫакна халӗ пурнӑҫлӑр.Если вы мечтаете завести питомца, сделайте это на этой неделе.
6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Тискер чӗрчун этем мар, ӑна улталама пулать.
Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫавӑн пек уйласа ларнӑ чухне шӑтӑка ҫӳлтен чаштӑртатса темле чӗрчун персе анчӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Улттӑмӗш ункӑ: ҫӑлтӑр (ытти ункӑри пӗтӗм чӗрчун ӑна пӑхӑнса тӑрать) — «ылтӑн вӑчӑран» тӗп унки, ушкӑнӗн вӑй-халне хӑй ункинче тытса тӑрать.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Пиллӗкмӗш ункӑ: тимӗр (пӑхӑнса тӑракан чӗрчун: тискер ула кушак) — уткалать хӑвӑрт, сисмелле мар.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Кашни ункӑна пӗрер чӗрчун е кайӑк пӑхӑнса тӑрать.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Пиҫнӗ чӗрчун пек курӑнать, — терӗ тахӑшӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫав вӑрӑм сухаллӑ ҫӑмламас чӗрчун качака таки мар-и?..
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Каласамӑр эппин, мӗншӗн час вӑранчӗ ҫак чӗрчун? — ыйтрӗ профессор.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Улталарӗ пире ҫав чӗрчун, вӗҫсе кайрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Пулкалать ун пекки те: пур чӗрчун та пӗр пек мар — хӑшне пилӗк минут шӑршлаттарни те ҫитет, тепӗрне — ҫиччӗ те сахал, — текелесе, сехетне уҫса пӑхрӗ профессор.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Чӗрчун ним туйми ҫывӑрнине кӑтартас тесе, профессор кӗленче калпакне уҫса хучӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫавӑнтан пуҫласа йытӑ арӑсланпа пӗр читлӗхре пурӑна пуҫланӑ, хаяр чӗрчун ӑна тивмен, унпа пӗрле апатланнӑ, ҫывӑрнӑ, хӑш чухне вылянӑ та.
Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.
Каҫхине тискер чӗрчун ҫывӑрма выртсан йытӑ ун ҫумне йӑпшӑннӑ, пуҫне ун ури ҫине хунӑ.Вечером, когда лев лег спать, собачка легла подле него и положила свою голову ему на лапу.
Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.
«Вӗсене пуринчен те ытларах кирлӗ, – терӗ асатте, – вӗсем шӑши тытмаҫҫӗ, анчах ку чӗрчун пулмасан вӗсен йӑвисене тилӗсем йӑлтах ҫӗмӗрсе пӗтереҫҫӗ.
Шӑшин усси пур-и? // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 11–12 с.
— Кун пек шӑрӑха епле тӳстӗр тӑпрари чӗрчун?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ик ҫӑмламас чӗрчун, пӗрин хыҫҫӑн тепри якӑлт-якӑлт сиккелесе, алӑк кукрине тухрӗҫ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кунта ытла та пӗр майлӑ, хӑрушӑ та — ҫӗтсе каяссӑнах туйӑнать, йӗри-тавра пӗр чӗрчун та ҫук пекех.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чӗрчун та, йывӑҫ-курӑк пурри те палӑрмасть вӑл труба витӗр.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.