Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗҫ (тĕпĕ: хӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне чӑвашри ватӑсем урӑхла каланӑ: хӗҫлӗ алла хӗҫ касмасть, тенӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне чӑвашри ватӑсем хальхи пек, тайма пуҫа хӗҫ витмест, тесе калама та пӗлмен.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне чӑвашсем хальхи пек йӑшман, хӑюллӑ та мухтавлӑ, чӑрсӑр та танлӑ ҫынсем пулнӑ, тӑшмана хирӗҫ хӗҫ йӑтса ҫӗкленнӗ, ҫичӗ юта хирӗҫ ҫӗр те ҫитмӗл ҫичӗ пинӗн тухнӑ, пуҫ усман.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлсен чун-хапӑлӗ пулчӗ чунӑм тукмакки: Ара, чӗр тӑшмана, хӗҫ пек каскӑн вӑрра Хӗр паран!

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗҫ ҫине таяннӑ, ларать.

Помоги переводом

Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чӑн-чӑн хӗҫ пек ҫирӗп пулсанччӗ!

Помоги переводом

Хӗвел // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах эпӗ вӗсене лайӑх астӑватӑп-ха: хӗҫ пек ҫӳхе, пӑшатан пек шӗвӗр сӑмсаллӑ пӗчӗк сыснасемччӗ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑрӑ аллинчи хӗҫ лаштах тухса ӳкрӗ, урайне тӑрӑнса, чылайччен сулланкаласа тӑчӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫумӗнчи хӳхӗм кавирлӗ стена ҫине икӗ кӗпҫеллӗ сунар пӑшалӗпе хӗҫ хӗреслетсе ҫакнӑ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавккаҫ вара хӗҫ тимӗр, пӑта, кӗленче тата ыттине те тупса пама тӑрӑшӑп терӗ.

Помоги переводом

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак ҫакӑнта ҫунасем ҫинчен анса хӗҫ тытса ҫапӑҫмалла пулсан урса кайса ҫапӑҫать ҫав кӳштекпе, анчах чӗррӗн парӑнмасть.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Сарайчикра мӗнле усал ӗҫ пулса иртме пултарнине хӑех чухласа илчӗ курӑнать — джеллаба аркине хӑвӑрттӑн сирчӗ те йӗнӗрен хӗҫ туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫак тав черккине ман аттен ҫӗклемеллеччӗ, — терӗ вӑл пахча енчи ик чӳрече хушшинче ҫакӑнса тӑракан хӗҫ ҫине кӑтартса.

Помоги переводом

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн халӑхӑн ҫынсемпе алла хӗҫ тытса калаҫас йӑла ҫук.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑй ват ҫын иккенне манса йӗнӗрен хӗҫ туртса кӑларчӗ, урмӑшнӑ саспа тем кӑшкӑрчӗ те лаша ҫилхи патнерех пӗшкӗнсе малалла вӗҫтерчӗ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирӗке тухрӑм пулсан эп ыйткалакан хутаҫҫине тытиччен малтан алла хӗҫ тытатӑп, ҫав Салтыковсене, Лупинсене аркатма тытӑнатӑп.

Помоги переводом

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кама шанса алла хӗҫ тытасшӑн эсӗ, Мамич-Бердей? — лешӗ кайма хатӗрленсе ура ҫине тӑнине курса юлашки хут ыйтрӗ Тукай.

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав лашу хӗҫ пек тӑрса юлнӑ, витене кӗрт те часрах апат пар.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасен те мӑн кӑмӑллӑха пула, те чӗркуҫҫи таран хӗҫ ҫакӑнса пынӑран тепӗр чухне асӑрханулӑх ҫитмест.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах вӗсем инҫе каяймарӗҫ — ҫывӑхра сӑнӑ е хӗҫ тивменнине аякра ухӑ йӗппи хӑваласа ҫитрӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней