Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ялти кӑмакара вут хутса курнӑ-и эсӗ? — ыйтрӗ Эверкки.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Кӗҫех Гораций килчӗ, тин кӑна плита хутса янине хыпарларӗ, ҫавна пула эрех сӗнчӗ, анчах эпӗ кофе кӗтес терӗм те эрех вырӑнне ҫур стакан сивӗ пуншпа ҫырлахрӑм, — вӑл ман ҫумра яланах — ҫул ҫинче те, килте те.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӑмакине хутса янӑ, квас чӗресӗ сӗтел ҫинче.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ лайӑх хутса ӑшӑтнӑ хурал пӳртне кӗтӗм.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
ЖКХ ӗҫченӗсем пурнӑҫшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ системӑсен кал-кал ӗҫне, ҫурт-йӗре хутса ӑшӑтмалли тапхӑра йӗркеллӗ ирттерессине, хуласемпе поселоксен тирпейлӗхне, урамсенчи, подъездсенчи йӗркелӗхпе тасалӑха, пирӗн килсенчи ӑшӑпа хӑтлӑха тивӗҫтереҫҫӗ.
Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ парас ӗҫ тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/19/glava-chu ... aet-s-dnem
Юлашкинчен Калюков тӳсеймерӗ, хуҫаран мунча хутса пама ыйтрӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Киле таврӑнсан, вӑл чи пирвай выльӑхсене лупасайӗнчен апат антарса пачӗ, ӗнине сурӗ, унтан, сивӗ пуссах килнипе, ҫӗрлене пӑхмасӑр вут хутса кӑларчӗ, нимӗнле апат пӗҫерес килменрен, кӑмакана ҫунӑ ҫӗрулми пӑрахрӗ, кайран ӑна тин сунӑ сӗтпе кӑп-кап хыпкаларӗ те ӑшӑ пӳртре тимӗр кравать ҫине вырӑн сармасӑрах выртрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эс ман ачасене те мунча хутса кӗртӗн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Хам та санпа пӗрлех каям-ха, Санюк халиччен мунча хутса пултарчӗ пулӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗлле ӗҫлемешкӗн чӑпта ҫапмалли станоксем туянасшӑнччӗ эпир кӑҫал, курӑс нумай хутса хӑварнӑччӗ — пӗтӗмпех харама кайрӗ, — куляннине пытармарӗ Телегин.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпир пуплешкеленӗ хушӑра хӗрарӑмсем мунча хутса пултарӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Енчен хальтерехех каяс мар тесен, ку ута ҫитерӗпӗр, шӑварӑпӑр, хӑвӑра валли мунча хутса ярӑпӑр теп-ҫке.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унччен Тарьене вут хутса кӑларма, пиччӗшӗн кӗпе-йӗмне кӑмакара шаритлеме хушрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вут хутса пӗтерсе кӑмакаран кукӑль-пӳремеч кӑларнӑ тӗле тултан хаваслӑ шӑв-шав самаях илтӗне пуҫланӑччӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫитсен шкула вырнаҫрӑмӑр та, йӗпе кӗпесене типӗтме кӑмака хутса ячӗҫ».
Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658
Вӗсем килнӗ ҫӗре апат хатӗрленӗ хыҫҫӑн мунча хутса ячӗ амӑшӗ.К их приезду мать, после приготовления обеда, затопила баню.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Шупашкар ГЭСӗнче гидроагрегатсене комплекслӑн ҫӗнетмелли анлӑ программа пурнӑҫланать, хутса ӑшӑтмалли сезон умӗн хушма хуҫалӑха техника тӗлӗшӗнчен ҫӗнетес ӗҫсене Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ТЭЦ-3 тата Шупашкар хулинчи ТЭЦ-2 предприятисенче туса ирттернӗ.
Олег Николаев Энергетик кунӗ ячӗпе яаламлани (2021) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2021/12/22/gla ... et-s-dnyom
Ӑна пула пирӗн пеккисем сахал-и пӗтнӗ: «Ах, Питӗр хӑнисем, ах-ах, эпир сирӗн валли мунча та хутса хатӗрленӗччӗ…» — тесе улталаҫҫӗ унта.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Алешкӑпа Мишка, кӑшт ҫеҫ хутса ӑшӑтнӑ кӑмака ҫумӗнче, татӑк-кӗсӗксенчен сыпса ҫӗленӗ одеял айӗнче выртаҫҫӗ.Алешка и Мишка лежали около чуть теплой печки под лоскутным одеялом.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӑлӑх арӑм Карасева ирхине, чылай вӑхӑт иртсен ҫеҫ кӑмака хутса ячӗ те, пӗчӗк чугунпа ҫӗрулми пӗҫерчӗ, — ҫӗрулмийӗ те унӑн питӗ сахал юлнӑ.Поздно утром вдова Карасева затопила печь и сварила в чугунке картошку, — ее было совсем мало.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.