Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хулпуҫҫийӗсем (тĕпĕ: хулпуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӑл, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинчен йывӑр япала пӑрахнӑ пек вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те, малтанхи пекех пӗр евӗрлӗ сасӑпа иртнине, кирлӗ маррине чакаласа кӑларма тытӑнчӗ:

Вот он длительно вздохнул, как бы свалив с плеч своих тяжесть, и продолжал всё так же однотонно раскапывать прошлое, ненужное:

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Татьяна ним чӗнмесӗрех тутӑрне хӑйӗн куҫӗсем патне тытрӗ, унӑн шӗвӗр хулпуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ, хура пальти хулпуҫҫисем ҫинчен юхса аннӑ пек пулчӗ, вара ҫак ырхан, вӑрӑм мӑйлӑ хӗрарӑм ирӗлме тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.

Татьяна молча прижала платок к своим глазам, её острые плечи задрожали, чёрное платье как-то потекло с них, как будто эта женщина, тощая, с длинной шеей, стала таять.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Халӗ унӑн сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫинче ҫул ҫӳренӗ чух тӑхӑнмалли, тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ, тӗкӗ юхса тухнӑ кӗрӗк ҫакӑнса тӑнӑ, вӑл ҫынсене чарса тӑратса хаяррӑн ыйтнӑ:

Теперь на его широких плечах висела дорожная лисья шуба с вытертым мехом, он останавливал людей, строго спрашивая:

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Сапаланса кайнӑ хурарах ҫӳҫӗсем мӑйӗпе хулпуҫҫийӗсем ҫине илемлӗн ӳкнӗ.

Растрёпанные тёмные волосы картинно осыпали шею и плечи.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Хӑй пурнӑҫне вӑл хӑйӗн ашшӗн пӗтӗмпех парӑннӑ, чӗмсӗр тарҫи пулса пуҫланӑ, ашшӗ ӑна нимӗнле савӑнӑҫ та паман, кичем арӑм ҫеҫ тупса панӑ та унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине пысӑк, йывӑр ӗҫ тиенӗ.

Он начал жизнь покорным, бессловесным слугою своего отца, который не дал ему никаких радостей, а только глупую, скучную жену и взвалил на плечи его большое, тяжёлое дело.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Арӑмӗ, сасартӑк пӗтӗм чӗререн хӑраса ӳксе, — вӑйран кайрӗ: — Ҫук… Мӗн эсӗ? Турӑҫӑм… — тесе кӑшкӑрса илчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем лӗнчӗрех кайрӗҫ.

Жена обмякла, осела под его рукой, вскрикнув с явным страхом: — Нет… Что ты? Господи…

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӗсем хулпуҫҫийӗсем ҫинче хулӑн каштасем, юман рычаксем, вӗренсем йӑтса пычӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн хӑйӑр тӑрӑх вата тӗртевҫӗ уксахлакаласа Никитӑпа юнашар пычӗ, хӑй пӗрмай мӑкӑртатрӗ:

Несли на плечах толстые катки, дубовые рычаги, верёвки, за ними ковылял по песку старенький ткач и бормотал Никите:

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Илья Артамонов киле савӑнӑҫлӑ, ҫамрӑкланса таврӑнчӗ; вӑл сухалне кастарнӑ, хулпуҫҫийӗсем тата та ытларах сарӑлнӑ, куҫӗсем те ӗлӗкхинчен хытӑрах ялкӑшаҫҫӗ, — вӑл пӗтӗмпех ҫӗнӗрен туптаса тунӑ плуг пек пулса тӑнӑ.

Илья Артамонов возвратился домой весёлый, помолодевший, он подстриг бороду, ещё шире развернул плечи, глаза его светились ярче, и весь он стал точно заново перекованный плуг.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ашшӗ, кӗҫӗн кӗрӳсене аяккалла сирсе, хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр аллисене ывӑлӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ:

Отец, отстранив дружек, положил свои длинные, тяжёлые руки на плечи сына:

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Унӑн ҫап-ҫаврака хулпуҫҫийӗсем мӑйне хупӑрласа тӑнӑ, йӳҫӗ тӳрех кӑкӑртан ӳссе тухнӑ пек туйӑннӑ, ҫапла вара вӑл та курпун пек курӑннӑ.

Плечи у него были круто круглые, шея пряталась в них, голова росла как бы прямо из груди, он казался тоже горбатым.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫураҫнӑ хӗр ҫухинчен пуҫласа арки вӗҫне ҫитиех ылтӑнланӑ тӳмесемлӗ кӗмӗл парчаран ҫӗленӗ йывӑр сарафан тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗсем ҫине ылтӑн парчаран ҫӗленӗ шушун уртса янӑ, ҫивӗтӗнче — шурӑ та сенкер хӑюсем; вӑл малти кӗтесре пӑр пек хытса ларать, тарланӑ питне тӗрленӗ тутӑрпа шӑлкаласа, янӑравлӑн сӑвӑ калать:

Невеста, задыхаясь в тяжёлом, серебряной парчи, сарафане с вызолоченными ажурными пуговицами от ворота до подола, — в шушуне золотой парчи на плечах, в белых и голубых лентах; она сидит, как ледяная, в переднем углу и, отирая кружевным платком потное лицо, звучно «стиховодит»:

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ходжер хӑйӗн инҫех мар ларакан пӳрчӗ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те инженерсен хулпуҫҫийӗсем ҫинчи кутамккасене илсе килнелле утрӗ.

Ходжер показал инженерам свой дом, стоящий неподалеку, взял у них заплечные мешки и ушел.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ ун хыҫҫӑн унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине усӑнса аннӑ ҫӳҫне, ҫуллахи ҫӑмӑл кӗпе тӑхӑннӑ пӗчӗк кӗлетки ҫине пӑхса юлтӑм, — ҫак хӗр хам умран иртсе ӗмӗрлӗхех куҫран ҫухалма пултарассине туйса илтӗм.

Я следил за ней, глядя на ее волосы, свисающие с плеч, на ее маленькую фигурку в легкой летней рубахе, — и чувствовал, что эта девушка может пройти мимо меня и исчезнуть навсегда.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хулпуҫҫийӗсем ҫинче хӑйсен погонсем.

На плечах у них висели погоны.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Унӑн тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсем усӑнса аннӑ.

Могучие плечи у него были опущены.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ветров, килӗшсе, пуҫне сулчӗ те, аллипе стена ҫумне тайӑнса, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине улӑхса тӑма хушрӗ.

Ветров молча утвердительно кивнул головой; оперся об стену руками и предложил мне взобраться на его плечи.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Партизансем аманнӑ Арона икӗ хутӗнче те ҫапӑҫуран хӑйсен хулпуҫҫийӗсем ҫинче ҫӗклесе тухнӑ.

Два раза хохлы — повстанцы выносили на своих плечах тяжело раненого Арона.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Юланутӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине витӗнтерсе янӑ серапэ туртӑну законне пӑхӑнман, хулпуҫҫисем ҫинчен анса ӳкмен.

Серапэ, наброшенное на плечи всадника, не спадало с них, вопреки закону тяготения.

LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Юланучӗн хулпуҫҫийӗсем горизонт линийӗ ҫумне сӗртӗннӗ пекех пынӑ.

А плечи всадника почти касались линии горизонта.

LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пуҫсӑр ҫыншӑн кашкӑрсем пуррипе ҫукки пурӗпӗрех пек туйӑнать, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем тӗлӗнче ҫӳлте ярӑнса ҫӳрекен пысӑк хура кайӑк ушкӑнне те вӑл ҫавӑн пекех пӑхать.

Всадник относится к ним безразлично, так же точно, как и к стае больших черных птиц, кружащих над его плечами.

LXXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней