Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юлашкинчен унта та, кунта та: «Вӑрҫӑ ҫук, козак вӑйӗ ахалех сая каять! Ав старшинасем ӗҫсе ӳсӗрӗлсе йӑвана-йӑвана кайнӑ та, куҫӗсем нимӗн те курмаҫҫӗ! Ҫут тӗнчере тӗрӗслӗх ҫук пулас ҫав!» текен сӑмахсем илтӗнме пуҫларӗҫ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӗрӗслӗх хӳттинче унӑн халӑхӗ пуянланса пынӑ, телейлӗ пурӑннӑ, пӗтӗм ҫӗршыв унӑн уҫӑ кӑмӑлӗпе пысӑк ырлӑхӗшӗн савӑннӑ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Мӗн вӑл, санӑн Ленин чӑнласах ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх ӑҫтине, ӑна мӗнле шыраса тупмаллине пӗлет-и?Он и в самом деле знает, в чем на земле правда и как ее добыть, Ленин твой?
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тупӑр-ха эсир тӗрӗслӗх Морозов Саввушкӑна пӗтермелӗх.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ку маншӑн — тӗрӗслӗх ҫӗнтернипе пӗрех, ҫав ҫӗнтерӳ вара мана хама та питех те кирлӗ, мана та мӗн те пулин сунма пултарӗччӗ вӑл.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анчах ҫапла тӑвас вырӑнне хам та халь-халь йӗрсе ярасса анчах туйрӑм эпӗ: хӗрачана питех те шел пулни, тӗрӗслӗх те яланах ҫӗнтермессе ӑнланни (уйрӑмах икӗ ҫын хушшинчи ӗҫсенче ҫапла-ҫке вӑл) чуна ҫурсах ыраттарчӗ, хыткан аяк пӗрчисем те, хӗрачан куҫҫульпе йӗпеннӗ, нӑшӑклатакан сӑмси те, вӑл ман пата ҫапла вирхӗнсе ман ҫума ҫапла тӗршӗнни те чӗрене ҫурчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Манӑн ӑна, тӳрех куҫран пӑхса, класс руководителӗн ҫирӗп сассипе: «Ҫук, нихӑҫан та кун пек пулмасть. Ан хӑра, тӗрӗслӗх яланах ҫӗнтерет», — темеллеччӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вара сана тата санӑн пӑянамуна чӗнеҫҫӗ те ыйтса пӗлеҫҫӗ, тӗрӗслӗх сан енче пулсан, пурте йӗркеллӗ пулать.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Мӗнле тӗрӗслӗх ҫинчен пӗлтерме пултарӑн вара эс?
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Цензора вӑл — «чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх сарас ӗҫӗн пуҫлӑхӗ» тесе ят панӑ, хаҫата — «вулакана сиенлӗ идейӑсемпе паллаштаракан евчӗ», — тесе каланӑ, хӑйӗн хаҫатри ӗҫне — «чуна вак-тӗвекӗн сутни» тата «турра юрӑхлӑ учрежденисене хирӗҫ чӑрсӑрланма хӑтланни!» — тенӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Студент Сачков, манӑн вӗрентекен пулнӑскер, — халӗ вӑл медицина докторӗ, винтёр тата холоп, — ӗлӗк чух, эпӗ уроксене лайӑх вӗренсе пырсан, ҫапла калатчӗ: «Маттур, Коля! Эсӗ пултаруллӑ ача, пирӗн, разночинецсен, чухӑн ҫынсен, пурнӑҫӑн кайри картинчен тухнӑскерсен, пуринчен те мала тухас тесе, — вӗренмелле, вӗренмелле… Российӑна ӑслӑ та тӳрӗ ҫынсем кирлӗ, ҫавӑн пек ҫын пулма тӑрӑш, вара эс ун чух хӑвӑн ӑраскалӑн хуҫи пулӑн, обществӑн усӑллӑ членӗ пулӑн. Ҫӗршывӑн чи лайӑх шанчӑкӗсем халь пирӗн ҫинче, разночинецсем ҫинче, эпир ҫӗршыв валли ҫутӑ та тӗрӗслӗх кӳме килнӗ ҫынсем…» т. ыт. те, ҫавӑн пек, калаҫатчӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ашшӗн пичӗ ҫине тинкерсе пӑхса, вӑл унӑн сӑмахӗсенче хӑй валли тӗрек шыранӑ, чӑнах та, вӗсенче ӑна кӗнекесем ҫинче вуласа пӗлнипе пӗр евӗрли, хӑйне чӑн-чӑн тӗрӗслӗх пек туйӑнаканни илтӗннӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗрӗслӗх, тетӗн!
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
А ҫав тӗрӗслӗх тени тӗнчере чи хакли пулсассӑн?..
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Калӑр-ха тархасшӑн, — тӗрӗслӗх анчах кирлӗ-мӗн вӗсене?
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсене нимӗн те кирлӗ мар — тӳрлӗх кӑна, тӗрӗслӗх анчах пултӑр вӗсемшӗн!..Им ведь ничего не надо — им только справедливости, — только правды!
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кам пӗлет, Ли Чжэнь-цзян арӑмӗн сӑмахӗсенче кӑштах тӗрӗслӗх те пур-и тен?Как знать, может быть, в словах жены Ли Чжэнь-цзяна и заключена доля истины.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ватӑ Суньшӑн тӗрӗслӗх намӑс мар, чап та хисеп.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тӗрӗслӗх яланах ҫӗнтерет.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫакӑн пек кӗрешӳре тӗрӗслӗх хресченсем енче.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.