Поиск
Шырав ĕçĕ:
30. Пророк пулнӑ май, Турӑ ун йӑхӗнчен Христоса ӳтлентерсе кӑларса, Ӑна унӑн аслӑ вырӑнне патшана лартма хӑйне тупа тунине пӗлсе тӑрса, 31. Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, Унӑн чунне тамӑка хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен каланӑ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ: 68. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; 69. Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ — 70. ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ, 71. пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ; 72-73. Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ: 74. эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр, 75. пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Вӑл вара ҫине тӑрсах тупа тӑва пуҫланӑ: эсир калакан Ҫынна эпӗ палламастӑп, тенӗ.71. Он же начал клясться и божиться: не знаю Человека Сего, о Котором говорите.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Патша салхуланнӑ, анчах тупа тунӑран тата хӑйпе пӗрле кӗрекере ларакансене пула ӑна хирӗҫлеймен.26. Царь опечалился, но ради клятвы и возлежавших с ним не захотел отказать ей.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӑна тупа тусах каланӑ: кирек мӗн ыйтсассӑн та парӑп сана, ҫур патшалӑхӑм таранчченех парӑп, тенӗ.23. и клялся ей: чего ни попросишь у меня, дам тебе, даже до половины моего царства.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
74. Вӑл вара Турра асӑнсах тупа тӑва пуҫланӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ.74. Тогда он начал клясться и божиться, что не знает Сего Человека.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
72. Петр каллех тупа тусах туннӑ: эпӗ Ку Ҫынна пӗлместӗп, тенӗ.72. И он опять отрекся с клятвою, что не знает Сего Человека.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аслӑ священник каланӑ Ӑна: чӗрӗ Турӑ ячӗпе хушатӑп Сана: тупа туса кала пире — Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос-и? тенӗ.И первосвященник сказал Ему: заклинаю Тебя Богом живым, скажи нам, Ты ли Христос, Сын Божий?
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Патша салхуланнӑ; анчах тупа тунӑран тата хӑнисене те пула ӑна мӗн ыйтнине пама хушнӑ, 10. вара Иоанн пуҫне кастарма тӗрмене ҫын янӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Акӑ Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиада хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа унӑн кӑмӑлне ҫавӑрнӑ; 7. ҫавӑнпа вӑл ӑна, лешӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та, ҫавна тупа тусах пама пулнӑ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫылӑха кӗртекен илӗртӳ хыҫҫӑн кайрӗҫ, Ҫӳлти Турӑ ҫинчен: «Вӑл ҫук» терӗҫ, Унӑн ҫулӗсене пӗлме тӑрӑшмарӗҫ, 24. Унӑн саккунне вырӑна хумарӗҫ, Вӑл тупа туса пама пулнине йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӑла-йӗркене ӗненмерӗҫ, Унӑн ӗҫӗсене туса тӑмарӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑн хыҫҫӑн патша, Фаларис пекех йӑлтах ӑссӑрланса ҫитсе, кӑмӑлӗ хушӑран-хушӑ иудейсем майлӑ ҫаврӑннине нимӗн вырӑнне хумасӑр, 28. усаллӑн тупа тусах, иудейсене сӑлансемпе таптаса-лутӑркаса тухса, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тамӑка яма хушнӑ, унтан Иудейӑна ҫарпа кайма, ӑна часах вутпа та хӗҫпе тӗп тума, хӑйне кӗме юраман Ҫурта вут тӗртсе ҫунтарма, унта парне кӳрес текенсемшӗн ӑна яланлӑхах пуш-пушӑ тӑратса хӑварма пулнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсенӗн чунне хускатса, суя тӗнлисен каварлӑхне, вӗсем тупа сӑмахне пӑснине аса кӳрсе ӳкӗтленӗ.10. Возбуждая дух их, он убеждал их, указывая притом на вероломство язычников и нарушение ими клятв.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Антиохире патшалӑха тытса пыма хӑварнӑ Филипп хӑйӗнчен уйрӑлса кайнине пӗлсессӗн, патша аптӑраса ӳкнӗ: иудейсене ӳкӗтлеме тытӑннӑ, йӑвашланнӑ, вӗсенӗн вырӑнлӑ ыйтӑвӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтерме тупа тунӑ, унтан вӗсемпе килӗшнӗ, парне кӳнӗ, Турӑ Ҫуртне хисеп тунӑ, хулана ырӑлӑх кӳнӗ, 24. Маккавее йышӑннӑ, ӑна Птолемаидӑран пуҫласа Герар таранах ҫарпуҫ пулма лартнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Антиох кусем хӑйӗнчен йӗрӗнеҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫак сӑмаха та хӑйне хӑртни вырӑнне хунӑ, ҫавӑнпа чи кӗҫӗннине, халлӗхе чӗрӗ юлнӑскере, ӳкӗтленӗ, сӑмахпа кӑна мар, тупа тусах шантарнӑ: «аҫусен саккунӗсене пӑрахсассӑн, сана пуйтарӑп, телейлӗ тӑвӑп, сана хамӑн тус тӑвӑп, сана хисеплӗ ӗҫ вырӑнӗ парӑп» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Менелай ӗнтӗ, Андроник пӗччен чухне май тупса, ӑна Онияна вӗлерме ыйтнӑ; лешӗ, Ония патне пырса, тупа туса алӑ парса, ӑна ултавлӑн ӗнентернӗ, хӑйне шанман пулин те, вӑл Онияна тарса пытаннӑ ҫӗртен тухма ӳкӗте кӗртнӗ, вара намӑс-симӗсе пӗлмесӗр ҫавӑнтах вӗлернӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Вакхид, ҫакӑнпа килӗшсе, Ионафан каланӑ пек тунӑ, ӑна хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те текех нимӗнле усал тумасса тупа тунӑ, 72. ӗлӗк хӑй Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнисене ӑна каялла панӑ, вара хӑйӗн ҫӗрне таврӑннӑ, ӗнтӗ вӗсен ҫӗрне урӑх нихӑҫан та пыман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах вӑл вӗсенчен тӑрӑхласа кулнӑ ҫеҫ, вӗсене мӑшкӑлланӑ, чыссӑрласа пӗтернӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫнӑ, 35. ҫиллессӗн тупа туса каланӑ: эхер те паян Иудӑпа унӑн ҫарӗ ман аллӑма ӳкмесессӗн, хам каялла ыррӑн-сыввӑн таврӑнсассӑн, ҫак Ҫурта вут тивертсе ҫунтарса яратӑп, тесе питӗ ҫилленсе тухса кайнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара вӗсенчен пӗтӗм халӑх хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ, ӗнтӗ ҫапла каланӑ: вӗсен сӑмахӗнче чӑнлӑх та, тӳрӗлӗх те ҫук: вӗсем мӗн каласа хунине те, хӑйсем тупа тунине те пӑсрӗҫ, тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Алким вӗсемпе йӑвашшӑн калаҫнӑ: эпир сире те, сирӗн тусӑрсене те усал тумӑпӑр тесе тупа тунӑ.15. И он говорил с ними мирно и клялся им, и сказал: мы не сделаем зла вам и друзьям вашим.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.