Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тултарса (тĕпĕ: тултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫывӑрма кайма тӑчӗ, анчах хуҫа ӑна тепӗр алтӑр тултарса пачӗ те, темле ҫыхӑ тыттарса, ыран ирхине хӑй патне канцелярине кӗме каларӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малти пӳртне кӗмерӗ, вӑрӑм коридорпа ҫаврӑнса, кайрине кӗчӗ, шкапран кӗленче илсе пӗр черкке эрех тултарса ӗҫрӗ.

Помоги переводом

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тытса хупатпӑр тесе хӑратрӑмӑр та, пӗр лав пулӑ тултарса пачӗҫ пире.

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халиччен хуҫа нихҫан та савӑт-сапа илсе хӑй тырӑ тултарса курман.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уяв тени ҫавӑ пулчӗ: аслашшӗ пурне те пӗрер чашӑк максӑма тултарса пачӗ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑкки ҫамрӑк та-ха, ҫирӗм пӗр тултарса ҫирӗм икке ҫеҫ кайнӑ, анчах айван мар ӗнтӗ.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире те пайта лекрӗ вара — пӗр пурак тултарса пачӗҫ.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нумайӑшӗсем кӗсье тулли ылтӑн тултарса каялла тарма пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑра ӑсма пӗрле тухмасть ӗнтӗ вӑл, хуҫа пек, ӑсса кӗнине ҫеҫ тултарса ларать.

Помоги переводом

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр стакан вӑл туллиех тултарса ӗҫрӗ, унтан хытса кайнӑ пӗремӗк чӑмларӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӑй сӑмахне ҫирӗп тытрӗ вӑл: нормӑна икӗ хут ытла тултарса пычӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Эпӗ урӑх итлесе тӑраймарӑм, витресене куҫ пек тултарса, тӑвайккинелле тапалантӑм.

Помоги переводом

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ырашне тултарса парсан, сӗллине, туллине, урпине ыйтать.

Помоги переводом

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑрӑхран шаркаса юхакан тӑп-тӑрӑ шыва витресем ҫине тултарса, шурӑ кӗпеллӗ хӗрсем, хӗрарӑмсем тӑвайккинелле хӑпараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрте тӗтӗм-сӗрӗм тултарса тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ывӑҫа тултарса ҫитерсен, эпӗ урпана ыраш улӑмӗнчен тунӑ кӗлте ҫыххи ҫине хуратӑп.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫимен кун эрне тенӗ чух ҫиччӗ тултарса саккӑра пусать, — терӗ анне.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗн тырӑччен ҫимелли пур-ҫук ҫӑнӑхне вӗсем пӑлтӑрти ҫӳпҫене тултарса лартнӑ.

Все, что осталось до нового урожая, уместилось в одной кадке-сюпсе, что стояла в сенях, на глазах —

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫми хӑшне-пӗрне ытлашширех те килӗшнӗччӗ пулмалла, кил хуҫи еннелле куҫ хӗскелесе Уккаран тепрер-икшер курка тултарса пама ыйтакансем те тупӑнчӗҫ.

Та обнесла всех по кругу, и некоторым, видимо, так понравилось принимать угощение из рук Укки, что они, щурясь на нее завидущими глазами, просили налить им еще и еще.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепре тултарса парам-и?

Налью еще?

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней