Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ку хутӗнче эпӗ те сире асӑрхаса пыраймарӑм, — тет хӑйӗн айӑпне туйнӑ Мухин.— На этот раз я тоже не уследил за вами, — отвечает Мухин смущённо.
18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Олег, ман шухӑша туйнӑ пекех, хавасланса: — Анне, эпӗ чӑнах та ҫитӗннӗ ҫын вӗт ӗнтӗ? Пӑх-ха, эпӗ сантан ҫӳлӗрех ӗнтӗ, — тетчӗ.
«Ан кулян, анне» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Метробий хӑйӗн пырӗ ытла типсе ҫитнине туйнӑ, пит ӗҫес килнӗ, кӑкӑрӗ тӑвӑрланса ҫитнӗ, вӑл темшӗн пӑшӑрханнӑ…
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Куҫӗ умӗнче иртекен пустав ҫинче вӑл хӑйӗн малашнехи пурнӑҫне илемлӗ чечек ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ: ӗҫленӗ ҫӗрте вӑл темӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ пек, халиччен пулман машинӑсем шухӑшласа кӑларнӑ пек, заводра пысӑк чапа тухнӑ пек туйнӑ хӑйне, вара ҫав хӗре ыталаса илсе ӑна ҫамкинчен ҫепӗҫ кӑна чуптуса илессӗн туйӑннӑ.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Питех те тӗлӗнмелле пахалӑхпа палӑрса тӑнӑ: вӗсем япаласен пуррилӗхне, хапи-капашне, тӗшши-пӗлтерӗшне инҫетренех пӗлейнӗ-туяйнӑ; ку — пӗр магнит тепӗр магнит ӑҫтине туйнӑ евӗрлех; куҫӗсем вара вӗсен суккӑр пекех пулнӑ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Е… — сиснӗ, туйнӑ пекех тӑрук шӑпӑртланчӗ Кӗҫени…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Телейсӗррине хам кураттӑм, анчах юратса кайнӑ ҫынсен куҫӗсем ахаль чухнехи пек маррине час-часах сӑнанӑ пирки, юратакансем ӑраснах ырӑ кӑмӑллине туйнӑ пирки ӗненместӗм; ҫав чӗре праҫникне курса тарасси яланах лайӑх пек туйӑнатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫакна ӑна хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне туйнӑ, кӗрешӗвӗн пуласлӑхне ҫухатнӑ коммунист ҫеҫ тума пултарать.Так мог поступить только коммунист, почувствовавший себя слабым, потерявшим перспективу борьбы.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Йывӑр вӑхӑтра хам урӑх тӳсейменнине, ывӑннипе халех ӳкессӗн туйнӑ самантра эпӗ вӑл ҫав сӑрт ҫинче тӑнӑ пек, ман ҫине пӑхнӑ пек, мана кӗтнӗ пек шутлатӑп…
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл хӑйӗн тӑкакланман телей нумай юлнине, эхер ҫав телейпе карт ваййинче тек усӑ курмасан, унпа пурнӑҫра ӑнӑҫусем тумашкӑн усӑ курма май пуррине туйнӑ.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: тӑрса тухса каяс тесен, макӑн малтан урана ӑҫта пусасси, пуҫпа, аласемпе мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшламалла; пӗр сӑмахпа каласан, ӗнер ҫур бутылка шампански ӗҫсен эпӗ мӗн туйнӑ, халӗ те ҫавнах туятӑп.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку шӑршӑ мана питӗ тӗлӗнтернӗччӗ, ҫавӑнпа ӑна туйнӑ чухне ҫеҫ мар, ун ҫинчен аса илсенех ман куҫӑм умне салхуллӑ, пӑчӑ пӳлӗм, ҫав хӑрушӑ вӑхӑтри мӗнпур вак-тӗвексем тухса тӑраҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑй ҫине Павӑл пӑхнине туйнӑ пек, Уча йӑшӑлтатса илчӗ, питне вучах еннелле ҫавӑрса хучӗ.Уча завозился, словно почувствовал взгляд Павле, и повернулся лицом к огню.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча калаҫнӑ вӑхӑтра Павӑл, тем аван мар пулассине малтанах туйнӑ пек, асаплӑн ҫӗрелле пӑхса, хӑйӗн ҫӑра ҫырӑ ҫӳҫ пайӑркисене пӗтӗрсе ларчӗ.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Хаклӑ тусӑмсем, сире лӑплантармалли сӑмахсем ҫырмастӑп, эпӗ сирӗнпе, эпӗ сире хампа юнашар пулнӑн туйнӑ пекех, эсир те мана хӑвӑрпа юнашар пулнӑ пек туйӑр.
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑвӑн ҫине нумай куҫсем пӑхнине туйнӑ чух яланах ҫапла пулать вӑл.как всегда бывает, когда чувствуешь, что на тебя устремлено много глаз.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хушӑран ӑна хӑй кӗтӳрен уйрӑлса кайнӑ пӑлансем хыҫҫӑн чупнӑ пек туйӑнса каять: «Гок! Гок! Гок!» — тесе кӑшкӑрать те старик, вӗҫӗмсӗр чупнипе ури вӑйӗ пӗтсе ларнине туйнӑ пек пулать.
Хура хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл тата темиҫе хутчен хӗрарӑм ҫине усаллӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илчӗ, анчах, Лодка, ҫак пӑсӑлса кайнӑ какай купи пӗр хевтесӗр иккенне уҫҫӑнах курать, тата, ҫав какай ун умӗнче епле хӑраса сехӗрленме тытӑннине туйнӑ май, вӑл лӑплансах, лӑпланса пычӗ, хӑйне ӗҫлӗн те йӑвашшӑнрах тыткалама пуҫларӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫакӑнта, тахҫанах ӗлӗк урӑх пурнӑҫпа пурӑннӑ кил-ҫуртӑн хапхи умӗнче, Сима хӑйне хӑй лайӑхрах туйнӑ пек: хӑйӗн шухӑшӗсене вӑл пӗр кӳренмесӗрех тата чыслӑн тепӗр ҫын ӑшне пытарать, ҫав шухӑшсене кунта ыттисем пек сиввӗн кӑна илтсе пӗлме тӑрӑшса мар, авторне хӗрхеннипе кӑна, ҫапла вара унӑн чунне йышӑнмасӑр, мар кӗтсе илеҫҫӗ, темле урӑхларах итлеҫҫӗ, ҫакӑ ӑна килӗшет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе мӑнаҫлантарать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ун тавра пулнӑ пӗтӗм prestige ҫухалнӑ, Марья Валериановна хӑй унран ҫав тери ҫӳлте тӑнине, ҫав тери вӑйлӑрах пулнине туйнӑ та, хӑй ӑна хӗрхенме те тытӑннӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.