Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара каччӑсем ак, пӗрне ӑсатеа, Ҫитеҫҫӗ самант, тепӗрне ҫавӑтса.И отроки тотчас с конём отошли, А князю другого коня подвели.
Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.
Икӗ кун вӑл аран-аран ҫӳрекелерӗ-ха, анчах, ҫурӑм шӑммине лекнӗ чир унти пӗр сыпӑкран тепӗрне куҫа-куҫа пырса, виҫҫӗмӗш кунӗ старике пачах тӑратмарӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кунта пуҫ та ҫаврӑнса каять, алӑ усӑнать, куҫ мӗн курнине асра тытса юлма та ҫук, пӗр шухӑш тепӗрне хӑваласа ҫитеймест.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Матроссем ҫӗнӗ фуфайкисене тӑхӑнчӗҫ; пӗрисем палуба ҫӑваҫҫӗ, теприсем бортсене тыттарнӑ тимӗрсемпе иллюминаторсен рамисене тасатаҫҫӗ, мачта ҫине пӗр ялав, пӑрахут хӳрине — тепӗрне, пысӑкраххине кӑларса ҫакрӗҫ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Генерал Каблукова пӗлет, тепӗрне, шурӑ куҫхаршиллӗ салтака, пӗрремӗш хут курать.Каблуков был известен генералу; другого, белобрового солдата он видел впервые.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Паян пӗр тӑшманне ҫӗнтерсе, ыран тепӗрне ҫӗнтерме вӗреннӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пурнӑҫра хама кӳрентерсе асаплантарнӑ мӗнпур йывӑр минутсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне аса илтӗм; хам инкеке лекнӗшӗн кама та пулин айӑплама тӑрӑшрӑм: ҫакна кам та пулин юриех турӗ ӗнтӗ, тесе шутларӑм, хама хирӗҫ тунӑ тӗрлӗ каварсем шухӑшла-шухӑшла тупрӑм, профессорсене, юлташсене, Володьӑна, Дмитрие тата университета вӗренме янӑшӑн аттене ӳпкелерӗм; мана ҫакнашкал намӑс тӳсмелле пуличчен пурӑнмалла тунӑшӑн ҫӳлти турра ӳпкелерӗм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, хӑй ҫине ҫавнашкал пӑхни мӗн тери аван мар пулассине малтанах курса тӑрсан та, унран хӑтӑлма вӑл нимӗн те тумарӗ; унӑн пӗрне ҫупӑрламаллаччӗ, тепӗрне парне памаллаччӗ, мӑкӑртатмасӑр ҫӳремеллеччӗ, ҫаксене тума ҫӑмӑллӑнах пултаратчӗ, мӗншӗн тесен ҫуралассах вӑл тиркешми ырӑ кӑмӑлпа ҫуралнӑ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑшӑнта ҫапла шухӑшлатӑн: «Ҫук! Мана кунта вӑл та, урӑххи те тупаймӗ…»; ху вара вӗҫнелле шӗвӗрӗлсе пыракан тунасем ҫинчен икӗ алӑпа харӑс сылтӑмран та, сулахайран та ҫырласем татса, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне киленсе ҫӑтатӑн.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кузнецки кӗпертен эпӗ Тверь урамне тухса, унта пӗр кондитерские кӗтӗм, хама кунта нимрен ытла хаҫатсем интереслентернӗ пек кӑтартма тӑрӑшрӑм пулин те, тӳсеймерӗм, пылак кукӑльсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне ҫиме пикентӗм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манран маларах тухакансен ӗҫ ӑнманни ҫинчен калаҫни мӗн иртенпех пӗрмай илтӗнсе тӑчӗ: пӗрне нуль, тепӗрне единица лартса панӑ, виҫҫӗмӗшне ятласа тӑкнӑ та хӑваласа кӑларасшӑн пулнӑ т. ыт. те, т. ыт. те.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тасалнӑ ҫылӑхсене шухӑшпа пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне шутласа выртнӑ май эпӗ ҫывӑрса каймах пуҫланӑччӗ, сасартӑк каҫарттарнӑ чухне пытарса хӑварнӑ пӗр намӑслантаракан ҫылӑха астуса илтӗм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн вӑйсӑр ӑсӑм вӑрттӑнлӑха пушкараймарӗ; вӑл вӑй ҫитми ӗҫе пикенсе, пурнӑҫӑмӑн телейӗшӗн нихҫан тӗкӗнме хӑймасӑр упрамалли ӗненӳсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне пӗтерчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку вӑййа вылянӑ чух пукансене, икӗ рет туса, пӗр-пӗрне хирӗҫле лартса тухаҫҫӗ, хӗрсемпе йӗкӗтсем икӗ ушкӑна уйрӑлаҫҫӗ те черетпе пӗри тепӗрне суйласа илеҫҫӗ.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана малтан пӗр тилхепине, унтан тепӗрне парать; юлашкинчен тилхепесем улттӑшӗ те, чӑпӑркка та ман алла куҫаҫҫӗ, эпӗ хама питӗ телейлӗ туятӑп.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пӗчӗк сӗтел умӗнче ларать, сӗтелӗ ҫинче парикмахерлӑ ҫаврашка тӑрать, ҫак ҫаврашкаран унӑн пичӗ ҫине мелке ӳкнӗ; хӑрах аллипе Карл Иваныч кӗнеке тытнӑ, тепӗрне кресло тыткӑчӗ ҫине тӑсса хунӑ; ун ҫывӑхӗнче циферблачӗ ҫине сунарҫа ӳкернӗ сехет, тӑваткал-тӑваткаллӑ тутӑр, табак хумалли хура тӗслӗ ҫаврака пурак, куҫлӑх чикмелли симӗс йӗнӗ пур, пӗчӗк ещӗкре хӗскӗч выртать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун умӗнче йӗме намӑс пулӗччӗ мана; тата хӗвел кантӑкран хаваслӑн ҫутатать, ҫӑвӑнма пырса тӑнӑ Володя, Марья Ивановна (аппа гувернантки) пек хӑтланкаласа, савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулать, ҫакна кура хулӗ урлӑ питшӑлли ҫакнӑ Николай та, хӑрах аллине супӑнь, тепӗрне ҫӑвӑнмалли чӑм тытнӑскер, йӑл кулса ҫапла калать:
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр аттине сӗртӗм, тепӗрне сӗрме ҫу ҫитеймерӗ.
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Тутине выляткалать, саспаллисене пӗрин ҫумне тепӗрне хушать.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Лешне, Кавказ кӗпине тӑхӑннине те, тепӗрне, кепкӑллине те, виҫҫӗмӗшне, чӳрече патӗнчине, сухаллине те кӑтартрӑм.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.