Поиск
Шырав ĕçĕ:
Патшана сирпӗтсе пӑрахасси — вӑл ҫӑмӑл япала мар.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫулпуҫа сирпӗтсе антарни
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл шыва хыттӑн сирпӗтсе ӳкрӗ.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах вӗсем хӑйсем ҫеҫ ӳкмерӗҫ, — хӑрӑлтӑк сасӑпа кӑшкӑрса, боцман та аллинчи вантӑна ячӗ, пуҫӗпе аялалла тӳрех шыва сирпӗтсе чӑмрӗ.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Тата тепӗр утӑм ҫеҫ, мистер Гэндс, эпӗ сирӗн пуҫ мимине сирпӗтсе кӑларатӑп! — терӗм.— Еще один шаг, мистер Хендс, — сказал я, — и я вышибу ваши мозги!
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ кӑшт ҫеҫ хускалтӑм та, вӑл пӗр тайлӑн ярӑнса пыма пӑрахса, хум тӑрринчен аялалла ыткӑнса анчӗ, унтан шыва сирпӗтсе аякӗпе тепӗр хум ҫумне пырса ҫапӑнчӗ.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫав тери пысӑк хумсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӳлелле кӗрлесе, шыва сирпӗтсе, кӑпӑкланса сикеҫҫӗ.Огромные волны одна за другой взвивались вверх с грохотом, в брызгах и в пене.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Урӑх ҫӗршывсенче те рабочисемпе хресченсем буржуйсене сирпӗтсе антараҫҫех…Непременно и в других державах рабочие и крестьяне свергнут буржуев…
Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Сирпӗтсе кӑларас пулать.
Мосолик ҫаранӗсем // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Уншӑн пурте хатӗр: тумтир те хатӗрленӗ, хрусталь савӑт ҫине фонтан сирпӗтсе тӑрать; вӑл ҫӑвӑнать, тумланать, татах тӗлӗнмеллисем куҫ тӗлне пулаҫҫӗ: чейпе кофей сӗтел ҫинче, вӗсемпе пӗрле тутлӑ ҫимӗҫ те килсе тӑнӑ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Анчах эпӗ Ярик пекех хыпӑнса ӳкмерӗм, ун патне сыхланса утса пырса, чӗлхи вӗҫӗнчи вӑрӑм тунана пӳрне вӗҫӗпе ҫӑмӑллӑн сирпӗтсе ятӑм, унтан вара аяккине тӑрса Ярик ҫине юратса пӑхрӑм: вӑл ҫунат евӗрлӗ хӳрине ҫурӑмӗпе пӗр тан тӑсса тӑрать, хӑйӗн куҫӗсенче ҫеҫ икӗ пӑнчӑра вара, мӗнпур пурнӑҫӗ пухӑннӑ.
Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.
Фома ҫак ушкӑн хушшинче хӑй палланӑ сӑн-питсене курнӑ: акӑ унӑн ашшӗ, таҫталла талпӑнса пырать, паттӑррӑн тӗрткелешсе, ыттисене ҫул ҫинчен сирпӗтсе, кӑкӑрӗпе ҫул хывать, аслати саслӑн кулать… унтан, ҫын урисен айне анса кайса, куҫран ҫухалать.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кантӑк кӗленчисем ҫине тусан сирпӗтсе, ҫил алхаснӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Милиционер киркӑпа хытса ларнӑ юра ҫӗмӗрме пуҫларӗ, Го Цюань-хай ӑна кӗреҫепе айккинелле сирпӗтсе тӑчӗ.Милиционер рубил киркой замерзший снег, а Го Цюань-хай разбрасывал его лопатой.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Фома шыв ҫине пӑхнӑ та тӗлӗнсе хытса кайнӑ, — ун патне темӗскер, хураскер, йӗри-тавралла шыв сирпӗтсе ишнӗ…Фома, глядя на воду, окаменел, — по воде к нему плыло что-то черное, окружая себя брызгами…
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ака ҫак вырӑнта сана пылчӑкпа сирпӗтсе хӑварнӑччӗ.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӗвӗшнӗ май ҫынсем пӗр-пӗрин пуҫӗсемпе ҫурӑмӗсене те ҫапрӗҫ, Сунь лавҫӑн шлепкине сирпӗтсе ячӗҫ.В суматохе удары сыпались на головы и спины соседей, возчику Суню сбили шляпу.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ку ӗнер ирхине ватӑ Сунь ҫине пылчӑкпа сирпӗтсе хӑварнӑ кӳме пулнӑ.Это был тот самый экипаж, который вчера утром, возвращаясь порожняком, окатил грязью старого Суня.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Суне ҫеҫ шӗвӗ пылчӑкпа сирпӗтсе хӑварчӗ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӑраса ӳкнӗ лашасем, ҫул хӗрринчи мӑянсем, кукуруза ҫулҫисем, телеграф юписем ҫине пылчӑк сирпӗтсе, малалла тапса сикрӗҫ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.