Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

салхуллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
салхуллӑн (тĕпĕ: салхуллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫаралса юлнӑ йывӑҫ тураттисем темле салхуллӑн тӗмсӗлсе пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Двина шывӗн хӑмӑр хумӗсем салхуллӑн туйӑнаҫҫӗ.

Мрачными кажутся бурые волны Двины.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Соколов салхуллӑн пуҫне пӑркаласа илчӗ.

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ас ту, мана итлесех лараҫҫӗ пуль… — салхуллӑн мӑкӑртатса илчӗ Виктор.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫавӑнпа ӑнлантарса парас пулать те, — терӗ Завьялов салхуллӑн.

Помоги переводом

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Юмах! — терӗ Воронин салхуллӑн.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Салхуллӑн йӑл кулчӗ Петӗр.

Помоги переводом

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Как сказать, — тутине салхуллӑн култарчӗ юлташӑм.

Помоги переводом

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑл, ҫапла шухӑшланипе ҫеҫ лӑпланмасӑр, мӑшӑрӗпе ачисене сӑмахпа тӗксе ӳпкев тума та хатӗрччӗ ӗнтӗ, анчах пӗррехинче чӳрече умӗнчех, урамра, йытӑ ҫури вӗрсе ячӗ те, амӑшӗ те, хӗрачипе ывӑлӗ те кантӑк патне чупса пычӗҫ, пӗр хушӑ пӑхса тӑрсан-тӑрсан вара салхуллӑн, сӑмах чӗнмесӗр пӑрӑнса кайрӗҫ: ҫук, Бианка мар…

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Уйрӑмах варринчи пӗр чечекӗ салхуллӑн пуҫне усса ларать.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫав ҫынна эпӗ унччен те хулара час-часах асӑрхаттӑм, вал яланах темшӗн салхуллӑн, васкамасӑр ҫӳретчӗ, хӑш-пӗр чухне — ӳсӗр те пулкалатчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ыйхӑ тӗлӗшпе хайхи кайӑк каллех салхуллӑн кӑшкӑрнине илтрӗм, аякра — йытӑ вӗрнӗ пек туйӑнчӗ…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сасартӑк вӑрманта, инҫех те мар, темле кайӑк салхуллӑн кӑшкӑра пуҫларӗ, кашта ҫинчи чӑхсем, шартах сиксе, кӑтӑкласа илчӗҫ…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хӗлӗхсем салхуллӑн йӗреҫҫӗ, ҫав салхуллӑ сасӑсенче ӳпкелешӳ, кӳренӳ, тарӑху палӑрать…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Пиччӗшне пӗлтерме чупнӑ иккен», — салхуллӑн шухӑшларӗ Тарас.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Вара Левенчук салхуллӑн хӑй позицине каялла чупрӗ, снарядсем ҫаплах, унта-кунта ӳксе, ҫӗре ҫӗклерӗҫ…

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Сӑмахне хашш! татса, хӗрарӑм пуҫне салхуллӑн усрӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тинех вӑл кӑн-кан пӑхкалса илчӗ, каллех никам та курӑнмарӗ, вара урмӑша пуҫланӑ куҫне хӑйӗн умӗ-хыҫӗ пылчӑкри «ҫамрӑк юртӑ ӑйӑрӗ» ҫине виллӗн-чӗррӗн, салхуллӑн ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Акӑ мӗншӗн пӗркунне «Детский мир» магазинта нумайччен пӗчӗк ача кӗписем ҫине пӑхса тӑчӗ, — салхуллӑн шухӑшласа илчӗ Сима, — вӑл мана улталанӑ, эпӗ вара ӑна ӗненнӗ, шаннӑ, чи ҫывӑх юлташ вырӑнне хунӑ».

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Мана та ҫав тери шел, — тусӗпе килӗшрӗ Лена, ещӗкри автансем ҫине салхуллӑн пӑхса.

Помоги переводом

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней