Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

патӗнчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа эпир тата тепӗр пысӑк аквариум турӑмӑр та тӗпне утар патӗнчи пӗвери пекех лӗкӗ тултартӑмӑр.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Утар патӗнчи пӗве татса кайсан карас пулӑсем хӑтӑлса юлни вара пире, Хурамал ачисене, пушшех тӗлӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Чӑн та, тӑрнасем иккен, халь эпир те куртӑмӑр; кӳлӗ патӗнчи шурлӑхра ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Вӑл, депо патӗнчи картана кайса, тытса хупнӑ выльӑхӗсене кӑларса ячӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Гена машинин сасси те ҫухалчӗ, Пӑртас ҫырми патӗнчи ҫутӑсем те сӳнчӗҫ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хапхапа юнашар ларакан чус лаҫ патӗнчи йӑмрасем татах та сарӑлнӑ, вӗсен турачӗсем картишнелле усӑннӑ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, кашни хӑйӗн чӗри патӗнчи шухӑшсене уҫать.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑннӑ.

25 ноября на кольце у магазина «Ромашка» в Чебоксарах столкнулись троллейбус и маршрутка.

Троллейбус маршруткӑпа ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33555.html

Пичче алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫинче ҫывӑрать.

Помоги переводом

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче сӑхманне алӑк патӗнчи пӑтана ҫакрӗ, вырӑн патне пукан ҫине ларчӗ, татах калаҫма пуҫларӗ:

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Илтетӗп: атте алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫинче чылайччен айлаткаласа ҫаврӑнса выртрӗ те ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катьӑн кӗнеке чикнӗ сумки алӑк патӗнчи пӑтарах ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте ӑна вите алӑкӗ патӗнчи пӑта ҫине кайса ҫакрӗ.

Помоги переводом

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӗҫ умӗн ҫава туптама е ҫурла шӑллаттарма Гаврила патне куллен ҫынсем пухӑнатчӗҫ, черет кӗтсе лаҫ патӗнчи ҫерем ҫинче уни-куни калаҫса ларатчӗҫ, халӗ унта никам та пымасть.

Помоги переводом

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫинче чӗлӗм мӑкӑрлантарса ларать.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шурӑ така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне йӑрхаха ҫакать те алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫине ларать.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анук икӗ йӑмӑкӗпе алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫинче выляса ларать.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫинче выртатӑп.

Помоги переводом

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй вӑл алӑк патӗнчи урлӑ сак ҫинче ҫӗтӗк сӑхман витӗнсе выртнӑ.

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шурча ялӗ патӗнчи хаяр ҫапӑҫу 1841—1842 ҫулсенчй чӑваш ҫӗр ӗҫлекенӗсен пӑлхавӗн кульминацийӗ.

Кульминацией народного восстания явилось серьезное сражение в окрестностях села Акрамова в 1841–1842 годах.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней