Поиск
Шырав ĕçĕ:
Горизонтра катара сурӑх кӗтӗвӗ евӗрлӗ ҫеҫенхир ялӗ курӑнса ларать, ҫил арманӗсем вара тӗлӗрсе кайнӑ кӗтӳҫӗсем пек туйӑнса тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Нимӗҫсем, сыхланас тесе шутламасӑрах, сурӑх кӗтӗвӗ пек чупса ҫӳренине сӑнаса тӑнӑ вӑл.Он злорадно следил за тем, как стадом овец, даже не пытаясь обороняться, метались немцы.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Е вӑл акӑ дельфинсен кӗтӗвӗ хыҫҫӑн кайрӗ пуль те сасартӑк тӑвӑл айне пулчӗ пуль…
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпӗ ӑша сирӗн умӑра, шӑмма йыт кӗтӗвӗ умне пӑрахнӑ пек, пӑрахатӑп!
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анса лармашкӑн вырӑн питех те аван, анчах ҫак вырӑн пушӑ мар — ҫаран ҫинче ӗне кӗтӗвӗ ҫӳрет.Место для посадки подходящее, но оно уже занято — на лугу пасутся коровы.
Саранчасемпе кӗрешни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ун таврашӗнчи авантюристсен йыт кӗтӗвӗ те ҫавнашкалах савӑннӑ ӗнтӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пулӑсем, кайӑк кӗтӗвӗ майлах, ҫӳлелле ыткӑнса таҫта ҫухалчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тося, ракета ӳкнипе ҫухӑрашакан сысна кӗтӗвӗ пекех, ҫӑри-ҫари кӑшкӑрма тытӑнчӗ.Тося орет словно стадо свиней, пострадавшее от пападания ракеты.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сухаллӑ купецсем, хулӑн ҫуса лартнӑ юра йывӑр урисемпе мӑнаҫлан та чыслӑн таптаса, самӑр та тӗреклӗ пуп таврашӗсем хыҫҫӑн вӑкӑр кӗтӗвӗ пек утнӑ; вӗсем турӑшсем, хоругвисем йӑтса пынӑ; хулари мӗнпур чиркӳсен пӗрлештернӗ хорӗ хыттӑн, ӗнентерӳллӗн юрланӑ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Чиркӳ карти патӗнче, кӑвак ҫирӗксен вуллисем хушшинче, качака кӗтӗвӗ ҫӳренӗ, качакисем вылямалли япаласем пекех курӑннӑ; вӗсене хӑрах куҫлӑ фельдшер Морозов, авалхи Гюрис ткачӑн мӑнукӗ, ӗрчетнӗ, — фабрикӑри хӗрарӑмсем хӑйсен ачисем валли качака сӗчӗ нумай илнӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йытӑ кӗтӗвӗ, урса кайнӑ пек, алри патаксене туртса илес пек кӑшлать.Целые десятки разных мастей грызли в бешенстве концы палок, чуть не вырывая их из рук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Анчах ку вырӑнтан та ӑна вӑрӑмтунасен кӗтӗвӗ кӗҫех хӑратса тартатчӗ.Чуть было и с этого места не спугнула его целая семейка жужжащих комаров.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Кашкӑрӗ калать: «Эй, йытӑ тус! Манӑн куҫӑмсем пӑсӑлни нумай пулать ӗнтӗ. Сурӑх кӗтӗвӗ тусанӗ куҫа лайӑх тӳрлетет тенине илтнӗччӗ эпӗ, ҫавӑнпа кунта ҫӳретӗп», — тет.
Кашкӑр // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл пурӑнакан сарайран кӑнтӑрла енче лап пулнӑ, лапра лаша кӗтӗвӗ ҫӳренӗ, лапӑн чи тӗпӗнче тутар ялӗ курӑннӑ.На полдни, за горой, лощина, табун ходит, и аул другой в низочке виден.
4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Морис тапранса кайма тӑрсан, тискер лаша кӗтӗвӗ икӗ вӗтлӗх хушшинчи ансӑр уҫланкӑна ҫитсе кӗчӗ.
XVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тискер лаша кӗтӗвӗ тем анлӑш прерипе калама ҫук хытӑ вӗҫтерсе пынӑ.Табун диких лошадей мчался с невероятной быстротой по обширной прерии.
ХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Морис астуса юлчӗ: сиккипе чупса иртсе кайнӑ кӗтӳ ҫав чӑпар мустангӑн хальтерех ҫеҫ пӗрле ҫӳренӗ кӗтӗвӗ пулнӑ иккен.
ХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анса ларакан хӗвелӗн ылтӑн тӗслӗ ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнче прерире пӗр темле ушкӑн курӑнса кайсассӑн, азотея ҫинчен пӑхса тӑракансем вӑл ушкӑн ут кӗтӗвӗ пулнине часах палласа илсессӗн, вара капитанӑн урӑх иккӗленесси-тӑвасси юлман — ҫав юланут ушкӑнӗн пуҫӗнче кам пулнине вӑл пӗлнӗ.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ку вӑл слон кӗтӗвӗ, темиҫе ҫӗр слон, кӑнтӑрла курӑксен чӗлкӗмлӗ тунисене ҫисе тӑранса, ҫывӑрма выртиччен шыв ӗҫме юханшыв хӗрне аннӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Июнӗн 27-мӗшӗнче пӗчӗк Джек ҫакӑн пек кӗпер урлӑ упӑтесен кӗтӗвӗ каҫнине ҫав тери хавасланса сӑнарӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.