Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темӗн чухлӗ ҫын аллисемпе тыткаласа кӗленче пек якалнӑ кашта нумайччен ҫӳлелле хӑпарчӗ, унтан йӗпе сӑнчӗр курӑнчӗ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Оренбург йыттисем пурте пӗр кашта ҫинче ҫакӑнса тӑни пысӑк инкекех мар, пирӗн хамӑрӑн йытӑсем пӗр-пӗринпе туллашма тытӑнсан, инкеклӗ пулӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тарҫу пулман пулсан, эсӗ те кашта ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ пулӑттӑн.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тупаймарӑн, пуҫӑмҫӑм, Ыр сӑмах та, чыслӑх та, Савнӑҫне те, мулне те, Аслӑ чин та пулмарӑн; Тивӗҫ пултӑн, пуҫӑмҫӑм, Ҫакӑ служба тивлечпе Ик ҫӳл юпа ларттарса, Ҫӳлтен кашта хуртарса, Пурҫӑн мӑйкӑч илмешкӗн.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫутӑ-симӗс, тата хӗрлӗ пустав, тата кивӗ пир татӑкӗсем ун ҫинче ӑҫта килчӗ унта, кашта ҫинчи пек, ҫакӑнса тӑнӑ, ура шӑммисем, килери кисип пек, шалпар ботфортсем ӑшӗнче шакӑртатнӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӗсем ӑна, сӑмалапа сӗрсе, тӗк ӑшӗнче йӑвалантарса, кашта ҫине утлантарса хуларан илсе тухасшӑн ҫунчӗҫ.Они желали обмазать его дегтем, обвалять в перьях и прокатить на тачке по городу.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чи кирли — савӑта тытса тӑракан юпа е кашта ҫирӗп пулмалла.Самое главное - чтобы были крепкими столбы или брусья, которые держат посуду.
Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
Шӑпланса ҫитсен, Макар чӑх картинче ҫав йӗксӗк автан, ҫунатне ҫапа-ҫапа, лайӑхрах вырнаҫса ларма хӑтланнине лайӑхах илтрӗ, — лешӗ хӑй сассинчен хӑй кашта ҫинчен сирпӗнсе анасран хӑрарӗ пулас.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.