Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карт сăмах пирĕн базăра пур.
карт (тĕпĕ: карт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Энниок ӑна хирӗҫ вырнаҫрӗ; сулахай аллипе стакан тытса сылтӑммипе карт тӗркине уҫрӗ.

Энниок сел против него; держа стакан в левой руке, он правой распечатал колоду.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Эрехпе сигара тата карт тупса килӗр.

— Дайте вино, сигары и карты.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ку — кивӗ, лайӑх вӑйӑ; ӑна ҫуррине ҫитсен пӑрахма юрамасть, тата кунсем карт мар; вӗсен, манӑн ҫакӑнта пӗтекен хаклӑ кунсен, виле ӳчӗсен умӗнче тупа тӑватӑп: татӑлса ывӑтӑннӑ икӗ вӗҫе туртса ҫыхатӑп, ҫав тери хытӑ, аллӑм сурса ыратма пуҫличчен хытӑ туртса ҫыхатӑп, ҫав тӗвӗре санӑн мӑйу хӑрӑлтатӗ!

Это старая, хорошая игра; ее не годится бросать с середины, и дни не карты; над трупами их, погибающих здесь, бесценных моих дней, клянусь вам затянуть разорванные концы так крепко, что от усилия заноет рука, и в узле этом захрипит ваша шея.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Сӑпани хӑй ӑссӗн тем шухӑшласа тӑчӗ-тӑчӗ те карт! туртӑнса анса кайрӗ картишне.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм темле хӑюллӑ шухӑш тытрӗ ахӑр, карт! туртӑнчӗ Хӗлимун еннелле.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Минин ӑна шурӑ куҫпа кураймасӑр пӑхрӗ, хулне Калюков аллинчен карт! туртса вӗҫертрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Карт! турӗ Телегин чӗри.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунашкаллине пач кӗтмен янавар кӳреннипе урапана карт! туртрӗ, сулахаялла туртӑнса, ҫул ҫинчен пӑртак пӑрӑнчӗ те каялла кӗриччен ҫапла пӗр хӗрӗх-аллӑ хӑлаҫ чупрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑр, ӑна-кӑна кӗтменскер, хӑранипе-ши е ҫынна таптас мар тесе сылтӑмалла карт! пӑрӑнчӗ те, чарӑнма ӗлкӗреймесӗр, тимӗрҫӗ лаҫҫи тӑррипе тан хӳсе лартнӑ кӗрт ҫине паш! кӗрсе кайрӗ, вырӑнӗ ҫырма хӗрри пулнӑ май, юр ӑшне хырӑмпа выртмаллах путса аннӑскер, хайхи ни малалла, ни каялла каяймасӑр тапалана пуҫларӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль те тӑрӑшса чупакан Тӑвӑл карт! туртрӗ те малалла ҫил пек ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Манӑн санпа пырас килмест терӗм сана, эсӗ вара вӑйпа ҫӗнтерме тӗллев лартрӑн — ӑнӑҫлӑ карт кӗрессе ҫирӗп шанса, теветкелленмесӗр.

Но если я не хотел идти с тобой, как мог ты подумать, что силой можно сломить силу без риска проиграть свою собственную карту?

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Каччӑн юлашки сӑмахӗсене илтсен карт туртӑнчӗ Аля.

Помоги переводом

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӑл хӑй анне патне карт пӑхтарма ҫӳрет.

Она сама ходит к маме для гадания на картах.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Пӗлместӗп ҫав, карт ҫапла калать.

— Не знаю, карта так показывает.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Тем, карт ун пек каламасть-ха.

— Хм, что-то карта не о том говорит.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ворошилов хӑйӗн тур утне карт! туртрӗ те, учӗ пӗтӗм вӑйӗпе ыткӑнса сикнӗ май лӑпчӑнса ларса пыраканскер, полковнике пӗррех хӗҫпеле сулса ячӗ.

Ворошилов толкнул гнедого навстречу и со всего конского маха, завалясь, ударил шашкой полковника.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Яр ӑна! — кӑшкӑрчӗ те Васька, мана ун аллинчен карт! туртса вӗҫертрӗ.

— Пусти его! — снова крикнул Васька, рванул меня из ее рук.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Анчах ҫав самантрах вӑл пӗтӗм кӗлеткипе карт! туса ман еннелле ҫаврӑнчӗ.

Но вдруг он всем телом повернулся ко мне.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Линӑна пилӗкрен ыталанӑ аллине вӑл карт! туртса илчӗ.

Он тут же отдёрнул руку, которой обхватил Лину за талию.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ещӗке кӑрт та карт турткаланӑ пек те туйӑнатчӗ.

По временам я чувствовал, что ящик словно подергивают.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней