Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку таранччен никампа та хутшӑнсах кайман Тоня йӗп пек ҫухалнӑ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Командарм — йӗп кӑна мар.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ хамӑр ҫуртри шурӑ кӗсре йӗп ҫӑртине ҫип тӑхӑнтартнине куртӑм (сӑнаса пӑхас тесе йӗппине ӑна хам патӑм).
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсенчен пӗрисем сывлӑшран селитрӑпа шывланакан пайӗсене сӑрхӑнтарса илсе, унтан алпа хыпашласа туйса илме май килекен типӗ те хытӑ япала тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ; теприсем минтерсемпе йӗп чикмеллисем ӑшне тултармашкӑн мрамор тӳсе вӗтетсе лараҫҫӗ; виҫҫӗмӗшӗсем тата, лаша чӗрнисем ан катӑлччӑр тесе, вӗсене чул пек ҫирӗплетесси ҫинчен шутлаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ӑна тупасси утӑ капанӗнчи йӗп шырассипе танах, — терӗ Эмиль ашшӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Унтан пӗчӗк турпас татӑкӗ шыраса тупрӑм, ӑна каскаласа тура тӳрчӗ евӗрлӗ турӑм та Глюмдалькличран чи ҫинҫе йӗп илсе йывӑҫ татӑкне пӗр пек хушӑсем хӑварса шӑтӑксем турӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем дюйм ҫурӑ тӑршшӗччӗ тата йӗп пекех шӗвӗрччӗ.Они достигали полутора дюймов в длину и были остры, как иглы.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Сӑмахран, пӗррехинче эпӗ повар шӑнаран пысӑк мар тӑрин тӗкне епле ҫӑлса ларнине куртӑм, тепрехинче ҫамрӑк хӗр пурҫӑн ҫиппине ман куҫа курӑнман йӗп ҫӑртине тирнине куртӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Лилипутсен куҫӗсем пирӗн куҫсенчен ҫивӗчрех курнӑ пирки император ҫав йӗп пӗр вӗҫӗмсӗр куҫнине асӑрхарӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем мана йӗп пек чикеҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав самантрах ман сулахаялла ухӑ йӗпписем ҫӗр йӗп те ытла пырса тӑрӑннине туйрам.В то же мгновенье я почувствовал, как больше сотни стрел впилось в мою левую руку.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах алӑсене хускатма юрамасть: унта — йӗп.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Вена ӑшне йӗп чиксе хучӗҫ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Халӗ ӗнтӗ Кутузовӑн сӑмахӗсене: «Мускава панипе эпир Наполеона пӗтерсе хурӑпӑр, французсен ҫарӗ Мускавра утӑ хушшинче йӗп ҫухалнӑ пек ҫухалса кайӗ» тенӗ сӑмахсене аса илнӗ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Мюрат темиҫе кун хушши шыраса хӑшкӑлнӑ, анчах пӗтӗм вырӑс ҫарне, утӑ капанӗ хушшинче йӗп ҫухатнӑ пекех ҫухатни ҫинчен Наполеона пӗлтерме хӑяйман.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хуҫӑлнӑ йӗп вырӑнне ҫӗнӗ лартма йывӑр пулман, анчах та ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче салтак пурӑнӑҫшӗн пӗр-икӗ минут та хаклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та унпа аппаланма май килмен.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫавӑнпа та кашни салтаках хӑйӗнпе пӗрле ытлашши йӗп чиксе ҫӳренӗ.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Затворта йӗп пуртан Дрейзе пӑшалне урӑхла тата йӗплӗ винтовка теҫҫӗ.Ружье Дрейзе от иглы в затворе называется еще игольчатой винтовкой.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Йӗп хыҫне хытӑ туртса карӑнтарнӑ пружина вырнаҫтарнӑ.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Затвор ӑшӗнче — ҫивӗч йӗп пулнӑ.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.