Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫленчӗ (тĕпĕ: вӗҫлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сире тата ҫакна пӗлтерес тетӗп: Демянск районӗнче нимӗҫсен вунулттӑмӗш армине ҫавӑрса илес тӗлӗшпе совет чаҫӗсем туса пыракан операци вӗҫленчӗ ӗнтӗ.

Я хочу сообщить вам, что операция советских чагстей по окружению шестнадцатой немецкой армии в районе Демянска закончилась успешно.

XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫак вырӑнсене татах тепӗр хут килсе кӗнӗ Виктор Николаевич ҫинчен калаҫу ҫакӑнпа вӗҫленчӗ.

На том и прекратился разговор о Викторе Николаевиче, объявившемся снова в этих местах.

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫапла вӗҫленчӗ Лукинори пионерсен юлашки сборӗ.

Так закончился последний сбор лукинских пионеров.

VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Апла пулсан, чукмара ушкӑнпа пӗрле тӑватпӑр, — терӗ Сашка, тавлашу вӗҫленчӗ пулӗ тесе.

— Так, значит, чухмарь будем вместе делать, — сказал Сашка, полагая, что спор закончен.

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫакӑнпа вара калаҫу вӗҫленчӗ.

На этом разговор и окончился.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эппин, ӗҫ вӗҫленчӗ?

Значит, делу конец?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Калаҫу вӗҫленчӗ, тенӗ пек.

Вроде для того, чтобы подчеркнуть: разговор окончен.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Калаҫу вутӑсем ҫинчен пуҫланчӗ, вӗҫленессе вара, икӗ канран хӗллене пӗр кан ҫеҫ хӑварассипе вӗҫленчӗ.

Начался разговор о дровах, а кончилось тем, что они порешили из двух канов оставить на зиму лишь один.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кун ӑнӑҫлӑ вӗҫленчӗ.

День закончился удачно.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫакӑнпа калаҫу вӗҫленчӗ, пурте килӗсене саланчӗҫ.

На этом разговор закончился, и все разошлись.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сталинград патӗнче Сталин юлташ хӑй шутласа тунӑ тата ертсе пынӑ операци ӑнӑҫлӑн вӗҫленчӗ.

Закончилась историческая Сталинградская операция, так блестяще проведённая по замыслу и под руководством товарища Сталина.

4. «ЛА 5» // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ун чухне пирӗн калаҫу ҫакӑнпа вӗҫленчӗ.

Тогда, на этом наш разговор и закончился.

13. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса вӗренетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Гитлеровецсем Припять шывӗ ҫинче партизансене пӗтерсе тӑкма пикенни ҫакӑнпа вӗҫленчӗ.

Так закончилась попытка гитлеровцев уничтожить партизан на Припяти.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫав чаплӑ кун чаплӑ апат тунипе вӗҫленчӗ.

Этот замечательный день закончился скромным обедом.

XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Акӑ епле вӗҫленчӗ пирӗншӗн ҫав манӑҫми кун.

И вот как закончился для нас этот тревожный день.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Шкул хыҫҫӑн Костьӑпа иксӗмӗре ҫулталӑк хушшинче улшӑнакан пӗрлешӳллӗ вӑйӑсем ҫывхартатчӗҫ: ҫуркунне — кусна вӑййи, ҫулла — пулла ҫӳресси, кӗркунне — кӑмпа татасси, хӗлле — ҫунашка; ҫак туслӑх вара Матвеич тиечукпа Емелька йышши «профессорсем» ертсе пыракан сунар ӗҫӗпе вӗҫленчӗ.

После школы нас с Костей сблизили общие игры, менявшиеся по сезонам: ранней весной — бабки, летом — шарик и рыбная ловля, осенью — грибы, зимой — салазки; а завершилась эта дружба охотой, под строгим руководством таких профессоров, как дьячок Матвеич и Емелька.

I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Сирӗн пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленчӗ.

Закончился ваш первый учебный год.

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ҫакӑнпа пирӗн калаҫу вӗҫленчӗ, эпир иксӗмӗр те шӑплантӑмӑр.

На этом разговор оборвался, и мы оба умолкли.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл залпа вӗҫленчӗ: лаптак тӳпемлӗ, ансӑр колоннӑсемлӗ.

Он окончился залой, с плоскими сводами, с низкими колоннами.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Алексей Иванович, ӑнланӑр: пире ҫапса аркатнӑ, пӗтӗмпех вӗҫленчӗ.

— Алексей Иванович, поймите — мы разбиты, всё кончено.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней