Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ялан ӗҫре вӗресе пурӑнакан ашшӗ, йӗрӗскер, ӑслӑскер, хӑйӗн ҫулӗпе пӗр-пӗччен утнӑ.Всегда кипевший в делах, бойкий и умный, отец одиноко шел по своему пути.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗп ҫуртра ӗҫ вӗресе тӑма пуҫларӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Лавҫӑ чӗринче ҫилӗпе мӑшкӑл туйӑмӗсем вӗресе кайрӗҫ, анчах вӑл Чжан Цзин-жуй сӑмахӗсене илтмен пек турӗ, ӑс панӑ чухнехи пек сасӑпа малалла калама пуҫларӗ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сывлӑша юрӑ сасси мар, ӳпкевпе вӗресе тухнӑ куҫҫуль — этем чӗрин куҫҫулӗ нӳрлӗн тултарса тӑнӑ; кӗрешсе тинки тухнӑ чун-чӗре пӑшӑрханни, нушан тимӗр аллипе ҫӗмӗрӗлнӗ этемӗн суранӗсем хаяррӑн ыратни — пурте ҫаксем юррӑн ахаль те тӳрккес сӑмахӗсене хывӑннӑ; вӗсем, тӳсме ҫук хурлӑхлӑ сасӑсем пулса, ҫӳле те пушӑ инҫете, чӗнсе те чӗнмен пӗлӗтелле юхса хӑпарнӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шоссе ҫинче ҫынсен вӗресе тӑракан юхӑмӗ пулса тӑчӗ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Братишкӑн юнӗ вӗресе кайтӑр тесен пӗр ачаш кулӑ та ҫителӗклӗ пулнӑ.Довольно было одного смеха, чтобы кровь у Братишки закипела.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Акӑ хӑҫан авланмалла сан: хӑҫан та хӑҫан вӗресе лӑпланан, хӑҫан та хӑҫан мӗнпур тутлӑ япалана тӑраниччен тутанан, ыраш ҫӑкӑрӗ патне чун туртма пуҫлать — ҫавӑн чухне тин авлан!
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫҫуль вӗресе килнӗ, кӑкӑрӗнче темӗскер — чул пек йывӑр, пӑр пек сивӗ япала ҫуралнӑ.Слезы вскипали в нем, в груди родилось что-то тяжелое, точно камень, холодное, как льдина.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пуринпе те чӑрсӑр пулса, циникла виртлешсе, вӑл ӗҫке ярӑннӑ, аскӑнлӑх ӑшне чӑмнӑ, ыттисене кӳптернӗ, ӑсне ҫухатнӑ, калӑн, — унӑн ӑшӗнче тасамарлӑх вулканӗ вӗресе тӑнӑ, тесе.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атӑл ҫинче ӑна пуян та ӑслӑ ҫын тесе хисепленӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах «Урмаккай» текен хушамат та панӑ, — мӗншӗн тесен, Игнатӑн пурнӑҫӗ, ытти хӑй майлӑ ҫынсенни евӗр, тикӗс те пӗр юхӑм ҫулӗпе чупман, час-часах пӑлхавлӑн вӗресе кайса, тӗп йӗртен, хӑй пурнӑҫӗн тӗп тӗллевӗнчен — пуяс ҫул ҫинчен аяккалла сике-сике тухнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫынсен чӗринче вӗресе кайнӑ ҫилӗпе усӑ курса юлас тесе, Сяо Сян Чжао Юй-линь патне пычӗ те ҫурма сасӑпа ҫапла каларӗ:
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Йӗри-тавра маскарадри пек ула-чӑла пурнӑҫ вӗресе тӑрать.
Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн пурӑнӑҫ вӗресе кӑна тӑрать.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир килсе кӗнӗ хыҫҫӑн Ляховичире пурӑнӑҫ ҫӗнӗрен вӗресе кӑна тӑма тытӑнчӗ, темиҫе ҫӗр километра Мускав ҫывӑхнелле куҫнӑ тейӗн.С нашим приходом Ляховичи ожили, как будто сразу приблизились к Москве на несколько сот километров.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӗресе кӑна тӑрать хӗрӳллӗ ӗҫ!
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Унӑн чӗринче хурҫӑ шанчӑк вӗресе тӑрать.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Чун-чӗрере мӗнле шухӑш вӗресе тӑнине пирӗн боецсем хӑйсен юлташӗсен масарӗ умӗнче тупа туса каласа пачӗҫ.
Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Краснодон хӗрӳллӗ ӗҫпе вӗресе тӑракан пурнӑҫпа пурӑнать.
«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Чӑннипе илсен, пирӗн чун чӗресенче халӗ те мирлӗ пурӑнӑҫри шухӑш-ӗмӗтсемех вӗресе тӑраҫҫӗ.На самом деле в наших сердцах до сих пор кипели мысли о мирной жизни.
Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑл кун, Сталин юлташ радиопа сӑмах тухса каланӑ хыҫҫӑнах, эпир пурте хамӑр кӑкӑрта темӗнле раснах пысӑк вӑй, пурне те пӗр ӗмӗтпе ҫыхӑнтарса пӗр тӗллев патне илсе пыракан иксӗлми хӑват вӗресе тӑнине туйса илтӗмӗр.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.