Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫамрӑк Сбоев анӑраса кабинетран тухнӑ, аялти хута аннӑ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ыттисем пекех, вӑл та тимлесех тутар калаҫнине итлет, анчах пӗр самант хускалмасӑр ларсанах аялти тути усӑнса анать, куҫне ыйхӑ карса илет.Как и остальные, он тоже слушает татарина, но вот нижняя губа его отвисла, глаза затуманились…
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Аялти урамра, ял хӗрринче пурӑнатӑп», — тет.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл аялти кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, йӳле пилӗкӗн, ҫара пуҫӑн та ҫара уран.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӑштах ҫитӗннӗ пулсанах аялти ҫулҫисене касма пулатчӗ ӗнтӗ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӗлӗк, тутарсемпе чӑвашсем вӑрҫсан, пӗр-пӗрне хӗнеме ан каҫайччӑр тесе, аялти кӗпере юри ишнӗ, тет.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Малтан вӑл Юнус пӳртӗнче никама та курмарӗ, пӑртак тӑрсан тин ӑна хирӗҫ тӗпелти чаршав хыҫӗнчен аялти кӗпе вӗҫҫӗн Урасмет тухса тӑчӗ.
9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Волков хирурги уйрӑмӗн икӗ хутлӑ чул ҫуртӗнчех пурӑнать иккен, аялти хутӗнче.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Петухов пристань ҫинчен тӳрех аялти палубӑна сикрӗ, Павӑлӑн йывӑр карҫинккине йӑтса тухма пулӑшрӗ.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Аялти кӗпе вӗҫҫӗн тӑратчӗ трюмо умӗнче.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: пӗверӗ кӑвапа таранах пулин те, ҫийӗ те, аялти хӗрри те тикӗс, алӑпа пуссан ыратнине туймасть.
Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хуҫи пекех чалӑш ҫухаллӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ официант самантрах аялти хута вӗҫтерчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫав хушӑра аялти хутран урса кайнӑ Ахваниҫ хӑпарчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Аялти хутра кӗлӗ юрри илтӗнсе кайрӗ:
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Аялти тута хӗрри ун чӗтретчӗ, ҫӳренӗ тата калаҫнӑ чухне вӑл тутисене чаплаттаратчӗ, мӗн каланине ӑнланма ҫукчӗ.
Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.
Йытӑсен янах шӑмми ҫӳлти шӑмминчен вӑрӑмрах пулать, ҫӳлти шӑлӗсем аялтин хыҫне лекеҫҫӗ; Булькӑн вара аялти янах шӑмми тем пекех мала тухса тӑратчӗ, ҫӳлтипе аялти шӑлӗсем хушшине пӳрне те кӗретчӗ пулӗ.
Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.
Эльгеева ҫав ҫуртӑн аялти хутлӑмне илсе пычӗҫ — ҫурма тӗттӗм пӳлӗме.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Унӑн аялти тути чӑнах та катӑк пулнӑ: ӗлӗк уретник атӑ кӗлипе тапнӑ хыҫҫӑн пулса юлнӑ ҫав, Шӗнерпуҫӗнче пӑлхав иртнӗ ҫул.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ака аялти палубӑра команда панн илтӗнсе кайрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах унта та Соня хӑйне валли канӑҫ тупаймарӗ: аялти палубӑра вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн утсем кӗҫӗнни е хӑйсен таканӗсемпе тимӗр плитасене кӗмсӗртеттерни, ҫав вӑхӑтрах тата вӗҫӗ-хӗррисӗр вӗсем кавлени е хартлатни — ирӗксӗрех вӗчӗхтернӗ Соньӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.