Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Иисус калать ӑна: Ман ҫумма ан сӗртӗн — Эпӗ Аттем патне ҫӗкленмен-ха; эсӗ Манӑн тӑванӑмсем патне кайса кала: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне, Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп, тет.
Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй тӑванӑмсем, сире тархаслатӑп: ҫак ӳкӗтлесе каланӑ сӑмахсене йышӑнӑр эсир; ҫырасса та эпӗ сире нумай та ҫырмарӑм.22. Прошу вас, братия, примите сие слово увещания; я же не много и написал вам.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑванӑмсем, астӑвӑр, сирӗн кам та пулин ултавлӑ та ӗненмен чӗреллӗ ан пултӑр, апла эсир чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса каятӑр.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй сӑваплӑ тӑванӑмсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр патӑмӑра Янине, хамӑр тӗнӗн Аслӑ Священникне, Иисус Христоса пӗлсе ҫитӗр: 2. Туррӑн пӗтӗм ҫурчӗ-йӗрӗнче Моисей шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ пек, Вӑл та Хӑйне Янӑскершӗн яланах шанчӑклӑ.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тасатаканӗ те, тасалаканӗсем те пурте — пӗр Аттерен; ҫавӑнпа Тасатаканӗ ҫынсене тӑванӑмсем теме вӑтанмасть, 12. Вӑл ҫапла каланӑ: «Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, ӗненекенсем хушшинче Сана мухтаса юрлӑп» тенӗ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ чӑнни ҫинчен ҫеҫ, ултавсӑрри, тӗрӗсси, таси ҫинчен ҫеҫ, кӑмӑлли, чапли, ырри, мухтавли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлӑр.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ытарайми юратнӑ тӑванӑмсем, эсир — манӑн савӑнӑҫ, эсир — манӑн пуҫкӑшӑль, Ҫӳлхуҫана ҫирӗп ӗненсе тӑрӑр.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй тӑванӑмсем, эсир ман пек пулма тӑрӑшӑр, пирӗн пек пурӑнакансенчен курса пурӑнӑр.17. Подражайте, братия, мне и смотрите на тех, которые поступают по образу, какой имеете в нас.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑванӑмсем, эпӗ хама пур тӗлӗшпе те ырра тухнӑ ҫын вырӑнне хумастӑп, хам ку таранччен ырӑ тунине манса, аванран аван пулма васкатӑп, 14. ҫитес ҫӗре ҫитесшӗн, Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята илесшӗн тӑрӑшатӑп.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн савӑнӑр.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир яланах итлекенччӗ — манӑн умра анчах мар, тата ытларах халӗ, эпӗ сирӗнпе мар чухне, — хӑвӑра ҫӑласшӑн хӑраса та чӗтресе тӑрӑшӑр: 13. Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, юлашкинчен ҫапла калам: Ҫӳлхуҫапа, Унӑн хӑватлӑ вӑйӗпе тӗреклӗленӗр; 11. Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр — вара шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултарайӑр: 12. пирӗн ӳтпе те юнпа — ҫынсемпе — кӗрешмелле мар, пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗн сывлӑшӑрпа пултӑр.18. Благодать Господа нашего Иисуса Христа со духом вашим, братия.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем! пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, Сывлӑш хушнипе пурӑнакансем, ӑна йӑвашшӑн чӑнлӑх ҫулӗ ҫине таврӑнма пулӑшӑр; хӑвӑра хӑвӑр та сыхлӑр: улталанмалла ан пулӑр.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑванӑмсем, сире ирӗклӗ пурӑнма чӗнсе илнӗ, анчах та эсир ирӗк тесе ӳте юраса ан пурӑнӑр, пӗр-пӗрне юратса пулӑшса тӑрӑр.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, эпир — чура ывӑлӗсем мар, ирӗклӗ арӑм ывӑлӗсем.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эпир вара, тӑванӑмсем, Исаак пек, Турӑ пама пулнипе ҫуралнисем.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй тӑванӑмсем, сире пӗлтеретӗп: эпӗ сире пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар — этемӗн мар: 12. эпӗ ӑна этемрен илмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос пӗлтернӗ.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй тӑванӑмсем, ӗнтӗ савӑнса пурӑнӑр, ырӑланса пырӑр, чунӑра пусарӑр, пӗр шухӑшпа тӑрӑр, килӗштерсе пурӑнӑр — вара юратупа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пӗрле пулӗ.
2 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.