Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тупӑннӑ (тĕпĕ: тупӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр сехетрен ача амӑшӗ те тупӑннӑ.

Через час появилась и мать ребенка.

Ют ҫын ачине илсе кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32685.html

Ӗҫре тахҫанах тупӑннӑ йывӑр ыйтӑва татса памалли май тупатӑр.

Вы можете придумать, как решить очень сложный вопрос, который давно возник у вас на работе.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗрлехи тӗттӗмрен, ҫиҫӗм ҫутипе тупӑннӑ кашкӑр ҫурине Аспар Хура Ҫӑлтӑр тесе ят пачӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах паян, ав, тӳрех тӑватӑ ҫын тупӑннӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кур-ха, тупӑннӑ пирӗн килте хуҫа!

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах та, тупӑннӑ вӗт Сахвинешӗн кӳршӗ: ҫимелӗх ҫӑкӑрӗ ҫук хӑйӗн — вӗҫӗмсӗр сӗрме купӑс калать, кӗсле янраттарать, вӗҫӗмсӗр халап ярать.

Помоги переводом

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тупӑннӑ ырӑ чунлӑ ашшӗпе амӑшӗ — хӗрне качча тухма килӗшетӗн-и тесе тархасласа тӑраҫҫӗ!

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тупӑннӑ ҫамрӑк улан, ашшӗ ячӗпе хӑратса ҫӳрет!

Помоги переводом

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах вӑл тӑхӑнса килнӗ шинелӗн шалти кӗсйинче кив конверт тупӑннӑ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Епле тӳрӗ ҫын тупӑннӑ!

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Илтнӗ-и эсӗ: Ҫӗпӗрте ҫӗнӗ патша тупӑннӑ, тет.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шуррисене пулӑшакансем тупӑннӑ ун чух пирӗн енче: прапорщиксем те, пуян ҫынсем те — эпӗ йӑлтах пӗлетӗп.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кулак шутӗнче пулнӑ пӗр ҫыннӑн пурӗ те ҫичӗ-сакӑр пӑт ҫеҫ ыраш тупӑннӑ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тупӑннӑ марксист… — ним калама аптранипе сиввӗн сӑмахласа тухса кайрӗ Слюсарев.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑваш пачӑшкисем — Петровскипе Данилов — малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех питӗ ҫӗкленӳллӗ кӗлтунӑ, чӑвашла пӗлекен диякон та тупӑннӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Айӑпли тупӑннӑ, тет, леш — сан пата хӑтана килни.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн пуласса пӗлмесӗр, ҫапах та теме шанса Гервак канӑҫсӑр хӑпартлану та, кӗтмен ҫӗртен тупӑннӑ ҫӑлӑнӑҫ тӗлӗшпе те телей саманчӗсене туймасть; унӑн шанчӑкӗ ҫав тери тӑвӑр та лутра, — тутине ҫыртса лартнӑ шанчӑк.

Начав безотчетно надеяться, Гервак не испытала, однако, ни беспокойного возбуждения, ни счастливых мыслей о внезапном спасении; ее надежда была замкнутая и низкая, — надежда, закусившая губу.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Мӗн пулса иртни питех те тӗлӗнмелле тесе пӗтӗмлетсен Джесси юлашкинчен ахӑлтатса кулса ячӗ, унтан кӗтмен ҫӗртен тупӑннӑ япалине тӑхӑнчӗ; куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ.

Найдя все происшедшее очень странным, Джесси под конец расхохоталась и, блестя глазами, надела неожиданную находку.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кукамӑшне хӗрхенсе-ши е пулӑшас текен тупӑннӑ — Эверккие пӗринче интернат-шкула вырнаҫтарас терӗҫ, Эверкки, хӑйне вӑйпах тытса ярасран хӑраса, тарса пытанчӗ.

Помоги переводом

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тупӑннӑ нетрадиционист, телейсӗр авангардист», — хӑй тӗллӗн ятлаҫса илчӗ пуҫлӑх пулнӑ ҫын.

Помоги переводом

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней