Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗлтӗм (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ ӑна-кӑна чухласа ҫитрӗм ӗнтӗ, нумай япалана пӗлтӗм.

К тому времени я несколько осмотрелся и знал уже многое.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

— Нумаях пулмасть пӗр хаҫатра эпӗ американецсем Марс ҫине вӗҫсе кайма хатӗрленеҫҫӗ тенине вуласа пӗлтӗм.

— Недавно в одной газете я прочитал, что американцы собираются полететь на Марс.

Пире валли те юлӗ-ха // Юрий Ксенофонтов. «Капкӑн», 2011, 16№, 3 с.

Эпӗ адрес тупрӑм, ҫав вырӑна кайрӑм та пӗлтӗм… иккӗшӗнчен пӗринчен.

Я раздобыл адрес, отправился в то место и узнал от… одной из двух.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Тертлентерекен ҫӑткӑнлӑх савӑнӑҫӗ хуптӗрлерӗ мана, вара эпӗ, хумханнӑран чӗтре-чӗтре, каҫӑхсах кайса — иккӗленмесӗр пӗлтӗм: ҫак каҫ хӑрушӑ пулать.

Восторг мучительной жадности овладел мною, и я, содрогаясь, захлебываясь от волнения, уже знал, что эта ночь будет страшной.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Сирӗн паян каймаллине те эпӗ ҫак ҫыруранах пӗлтӗм.

Что вы сегодня    должны поехать, узнал я из этого же письма.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

«Хура вӑкӑрта» пултӑм паян, мӗн унта, еплерех, — веҫех ыйта-ыйта пӗлтӗм.

Был сегодня в «Черном быке», заходил справляться, как и что.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Кайран вӑл ҫухалчӗ; пӳлӗме кӑвар савӑчӗпе питӗрӗнсе ларнине пӗлтӗм.

Потом он исчез; передавали, что он заперся в комнате с жаровней.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Суккӑрсем ункӑланӑскер — эпӗ тинӗс еннелле утрӑм; вӗсемпе пӗрле шыв ай киммине кӗтӗм; кунта, тусӑм Кастро, эпӗ суккӑрсем пӗтӗмпех курнине пӗлтӗм.

Я двинулся, окруженный слепыми, к морю; с ними же вошел в подводную лодку и здесь, друг Кастро, я увидел, что слепые все видят.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

— Ҫапла вара, Антун Иванчӑ, эсӗ хушнипе, эпӗ Телегин Иван Степанӑч гражданин ҫинчен хам мӗн пултарнӑ таран пӗтӗмпех тӗпчесе пӗлтӗм, — терӗ Оглоблин хӑйӑлтирех ҫинҫе сассипе.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тулӗк сан сӑмаххунтан эп ҫакна пӗлтӗм: арӑму йывӑр ҫын пулни ҫинчен эс ху та аппунтан кӑна илтнӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кайран вара эпӗ ҫак укҫа урая сӑрлама ҫеҫ ҫитнине, ӑна та пулин физрук тунине пӗлтӗм

В итоге, я узнаю, что пол тупо покрасили и покрасил физрук…

Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5939.html

— Эсир кунта ӗҫлени пирки эп ӑнсӑртран пӗлтӗм, — хӑйне кунта илсе ҫитернӗ ӗмӗтне пурнӑҫламах шутларӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Театрта пулнӑ хыҫҫӑн ку ӗҫ шӑп пӗр сеанспа тепӗр сеанс хушшинче пулса иртнине пӗлтӗм.

Помоги переводом

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӗсенчен асли, малти икӗ шӑлӗ катӑлса ӳкнӗскер, хула коменданчӗ есаул фон Графф пулнӑ-мӗн (кун ҫинчен эпӗ кайран пӗлтӗм).

Главный, у которого спереди не было зуба, оказался, как я потом узнал, комендантом города, есаулом Колькой фон Граффом.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан эпӗ тата тӗлӗнмӗллерех япала ҫинчен пӗлтӗм: комсомолецсене Надя ертсе пырать иккен.

Потом я узнал еще более удивительную новость, что руководила комсомольцами Надя.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Акӑ ӗнтӗ, эп тӗрӗссинех пӗлтӗм.

— Ну вот, я и вгадала.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Черетри калаҫусенчен эпӗ тата Караваннӑй станции хыҫӗнчӗ хӗрлӗгвардеецсемпе Каледин генерал хушшинче ҫапӑҫу пыни ҫинчен, унта Совет председателӗ Арсентьев юлташ — Митя тете хӑй кайни ҫинчен пӗлтӗм.

Узнал я из разговоров в очереди и о том, что за станцией Караванной идет бой красногвардейцев с калединцами и что туда поскакал на лошади председатель Совета, наш дядя Митяй, товарищ Арсентьев…

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Урамри калаҫусенчен эпӗ ҫак ҫынсем вӗсем — пӗрремӗш коммунистла ӗҫ отрячӗ пулнине пӗлтӗм.

Из разговоров на улице я узнал, что это был первый коммунистический трудовой отряд.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ пӗр ӳстермесӗрех ҫапла калатӑп: хам хуҫа ӑслӑ калаҫӑвӗнчен тата вӑл хӑйӗн тусӗсемпе калаҫнинчен эпӗ усӑллӑ шухӑшсемпе ӗҫсем ҫинчен пӗлтӗм.

Я без всякого преувеличения могу сказать: все, что я знаю поистине полезного, почерпнуто мной из мудрых речей моего хозяина и из его бесед с друзьями.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен сирӗн халӑхпа пирӗн ехусем пӗр пекех пулнине, вӗсем пӗр-пӗринчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑманнине пӗлтӗм.

Это окончательно убедило меня, что и в умственном отношении между вашим народом и еху наблюдается удивительное сходство.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней