Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Листницкий (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет, — ҫӑварӗнчен мӑкӑрланса тухакан тӗтӗмпе пӗрле персе ячӗ ватӑ Листницкий.

— Рыба с головы гниет, — вместе с дымом вытолкнул старый Листницкий фразу.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пенсне айӗпе куҫне мӑчлаттарса, ӑна хирӗҫ Евгений Листницкий тухрӗ.

Навстречу ему, щурясь из-под пенсне, шел Евгений Листницкий.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр минутран ун хыҫӗнчен ватӑ Листницкий кӑштӑртатса тухрӗ.

Через минуту следом за ней вышел сам старый Листницкий.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирхине вара, фронтран Евгений Листницкий ашшӗ патне — Ягоднӑя таврӑнни ҫинчен илтрӗ те, ҫӗршыври лару-тӑру пирки тӗплӗн пӗлес тата малашнехи ӗҫсенчен шикленнипе тӑвӑлса ҫитнӗ ӑш-чиккине пусӑрӑнтарас тесе, Листницкийсем патне кайса калаҫма шут тытрӗ.

А утром, прослышав, что в Ягодное приехал с фронта к отцу Евгений Листницкий, решит съездить туда, чтобы поговорить, выяснить подлинное положение и снять с души горькую накипь тревожных предчувствий.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аяккалла кайса пыракан Листницкий юрра-кӗвве сӑрхӑнса кӗнӗ сирӗлми тунсӑха ҫав-ҫавах уҫҫӑн илтрӗ:

Листницкий, уходя, слышал все ту же тоску, перелитую в песнь:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий шухӑшне хирӗҫлесе каланӑ майлах тахӑшӗн ҫурӑк чан пек чӑртмах сасси «Калинушка» юрра чӳхентерсе янӑратса ячӗ.

Словно желая разубедить Листницкого, в сарае чей-то надтреснутый ломкий голос затянул «Калинушку».

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий, хӑй ӑссӗн кулкаласа, чӗтренсе килекен юррӑн ҫеммипе пӗр шай утса пыма тӑрӑшрӗ.

Листницкий шел, непроизвольно улыбаясь, норовя шагать в такт голосам.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫывӑрма таврӑннӑ чух Листницкий таврана янӑратса шӑранакан юрра тата чӗрене ҫурас пек хыттӑн, анчах илемлӗн те пӗр тӑтӑш шӑхӑра-шӑхӑра кӗвӗ каланине илтрӗ:

Возвращаясь с прогулки, Листницкий еще издали услышал мощные раскаты песни и дикий, пронзительный, но складный присвист:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Незвиска ялне апат-ҫимӗҫ патне кайнӑ каптенармус сӑмакун тупса килсе казаксене хӑналантарнине Листницкий ҫавӑнтах туйса илчӗ.

Листницкий догадался, что каптенармус, ездивший в местечко Незвиску за продуктами, привез оттуда самогонки и угостил казаков.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксен авалхи юррин чуна уҫӑлтарса яракан ухӑнуллӑ сӑмахӗсене канма тухнӑранпа та Листницкий пӗрре кӑна илтсе курчӗ.

За время стоянки на отдыхе единственный раз услышал Листницкий подмывающие, бодрящие слова старинной казачьей песни.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий ӑҫта та пулин сарай ҫывӑхнерех пырса тӑрать, кӗрхи сивӗ каҫӑн тӗксӗм ытамне тинкерсе сӑнать, ҫав хушӑрах хӑйӗн куҫӗ те куҫҫульпе тулнине, куҫ хупаххисенче темскер ҫивӗччӗн те ачашшӑн чике-чике килнине туять.

Листницкий стоял где-нибудь неподалеку от сарая, вглядывался в осеннюю хмарь вечера и ощущал, что глаза его увлажняются слезой, остро и сладко режет веки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий ӑна чарӑнса тӑрса итлет; ансат та хурлӑхлӑ кӗвӗ, хӑйӗн чунне те хӑватлӑн тытса илсе, ҫемҫен пӑчӑртаса хӗстернине туять.

Листницкий, останавливаясь, прислушивался и чувствовал, что и его властно трогает бесхитростная грусть песни.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня вырнаҫнӑ тӗлтен — заводӑн пысӑк сарайӗ ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чух Листницкий час-часах каҫсерен пӗр хурлӑхлӑ та сӑмахпа каламалла мар кичем юрра илтет.

Вечерами, проходя мимо просторного заводского сарая, где селилась сотня, Листницкий чаще всего слышал одну песню, тоскливую, несказанно грустную.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав эпизод, тем ҫинчен хӑрушшӑн ас тутарса, каллех Листницкий куҫӗ умне тухса тӑчӗ.

Грозным напоминанием вставал в памяти Листницкого этот случай.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий сотни вӗсене чарса тӑратма приказ илчӗ.

Листницкий с сотней получил приказ задержать их.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунашкал чух ҫын мӗн те пулин шутласа хурать пулсан, вӑл мӗн тери хӑрушӑ пулнине Листницкий аван пӗлет ӗнтӗ.

Листницкий великолепно знал, как страшен бывает человек, когда в таком состоянии рвется к какой-либо цели.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах Листницкий те, ытти офицерсем те ҫак хаваслӑх ноябрь уйӑхӗнчи уяр ҫанталӑк евӗр кӑна иккенне пӗлсе тӑчӗҫ: паян савӑнӑҫлӑ вӗсем, ыран пачах урӑхла.

Но Листницкий, да и все офицеры знали, что веселость эта — как погожий день в ноябре: нынче есть, а завтра нет.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий шӑл витӗр чӑртлаттарса сурчӗ те пӑрӑнса утрӗ.

Плюнув, Листницкий отошел.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ мӗн шӑл йӗретӗн? — шӑрчӑкланса кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Листницкий; унтан, хӑмач пек хӗрелсе кайса, казак ҫинелле тулхӑрса пычӗ.

— Ты чему улыбаешься? — запальчиво крикнул Листницкий, багровея, подступая к казаку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кам, сан шутпа, ҫак листовкӑсене пӑрахса ҫӳреме пултарнӑ? — ыйтрӗ Листницкий.

Кто, думаешь, мог бы разбросать эти воззвания? — обратился к нему Листницкий.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней