Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра хӗрӗн ырӑ та янӑравлӑ сассине итленӗ май эпӗ е ун ҫинелле, е чечек пахчинчи сукмак ҫинче ҫумӑртан пулса юлнӑ хура кӳлленчӗксем еннелле, е ҫӑкасем еннелле (вӗсен ҫулҫисем ҫине пире хӑй айне тунӑ шупка ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑваккӑн курӑнакан пӗр кӗтессинчен тумламсем халӗ те сайра хутра тӑкӑнса ҫатлатаҫҫӗ), е каллех хӗр ҫинелле, е ҫумӑрпа йӗпеннӗ лапсӑркка ватӑ хурӑнсене ҫутатакан хӗвелӗн йӑм-хӗрлӗ юлашки пайӑркисем ҫинелле, вара каллех Варенька ҫинелле пӑхкаласа, — ку хӗр пачах мана малтан курӑннӑ пек илемсӗр мар, тесе шухӑшласа илтӗм.

Во время чтения, слушая ее приятный, звучный голос, я, поглядывая то на нее, то на песчаную дорожку цветника, на которой образовывались круглые темнеющие пятна дождя, и на липы, по листьям которых продолжали шлепать редкие капли дождя из бледного, просвечивающего синевой края тучи, которым захватило нас, то снова на нее, то на последние багряные лучи заходившего солнца, освещающего мокрые от дождя, густые старые березы, и снова на Вареньку, — я подумал, что она вовсе не дурна, как мне показалось сначала.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр самантлӑха вӗсем чарӑнчӗҫ, анчах ҫумӑр вӑйлӑрах вӗтӗртетме тытӑнчӗ.

На секунду они остановились, но дождик начинал накрапывать чаще и чаще.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫумӑр ҫунине эпӗ сӑмсапа алӑ ҫине темиҫе тумлам ӳкнинчен, ҫамрӑк хурӑнсен ҫыпҫӑнакан ешӗл ҫулҫисем ҫине тем шапӑртатма пуҫланинчен кӑна пӗлтӗм; хурӑнсем, хӑйсен кӑтра турачӗсене ним сикми усса, тап-таса ҫутӑ тумламсене савӑнса йышӑннӑн, савӑннипе аллейӑна уҫӑ шӑршӑпа тултарнӑн туйӑнать.

Я знал, что шел дождик, только потому, что несколько капель упало мне на нос и на руку и что что-то зашлепало по молодым клейким листьям берез, которые, неподвижно повесив свои кудрявые ветви, казалось, с наслаждением, выражающимся тем сильным запахом, которым они наполняли аллею, принимали на себя эти чистые, прозрачные капли.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Дачӑ патне илсе каякан хурӑн аллейине пӑрӑнса кӗрсен, пире ҫумӑр ҫитсе пусрӗ.

Дождик захватил нас, когда уже мы повернули в березовую аллею, ведущую к даче.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗве леш енче, сӑрт тайлӑмӗпе, хуп-хура ҫӗртме пусси тӑсӑлать, ун урлӑ каҫса каякан йӑмӑх симӗс тӳп-тӳрӗ йӑран, инҫе кайса, аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе хуралнӑ ҫӗреллех пырса тӗкӗнет.

За прудом, по полугорью, расстилалось паровое чернеющее поле, и прямая линия ярко-зеленой межи, пересекавшей его, уходила вдаль и упиралась в свинцовый грозовой горизонт.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапла калаҫса пынӑ май хамӑр Кунцево патне ҫывхарнине сисмен те, — тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа илнине те, ҫумӑр пуҫтарӑннине те асӑрхаман.

В таких разговорах мы и не заметили, как подъезжали к Кунцеву, — не заметили и того, что небо заволокло и собирался дождик.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫуллахи кун ҫумӑрлӑ кичем ҫанталӑкра ҫывӑрма выртма, хӗвел анаспа вӑранса куҫ уҫма, чӳречен анлӑ тӑваткӗтеслӗхӗнче, хӑмпӑлчӑланса чӳрече янахне хулӑ пек пыра-пыра ҫапӑнакан пир каркӑҫ айӗнчен, ҫӑка аллейин ҫумӑрпа йӗпеннӗ сулхӑн хӑмӑр кӑвак енне тата чалӑшшӑн ӳкекен ҫап-ҫутӑ пайӑркасемпе ҫуталнӑ садри нӳрӗ сукмака курма, кӗтмен ҫӗртен садри вӗҫен кайӑксен хаваслӑ пурнӑҫне илтме, кантӑк лаптӑкӗнче хӗвел ҫутипе витӗр курӑнса явӑнакан хурт-кӑпшанка асӑрхама, ҫумӑр хыҫҫӑнхи сывлӑш шӑршине туйма, «каҫ пулас умӗнхи ҫакнашкал вӑхӑта ҫывӑрса ирттерме намӑс мар-и мана» тесе шухӑшлама тата пурнӑҫпа хӗпӗртесшӗн сада чупса тухас шутпа хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑма тӗл килнӗ-и сире?

Случалось ли вам летом лечь спать днем в пасмурную дождливую погоду и, проснувшись на закате солнца, открыть глаза и в расширяющемся четырехугольнике окна, из-под полотняной сторы, которая, надувшись, бьется прутом об подоконник, увидать мокрую от дождя, тенистую, лиловатую сторону липовой аллеи и сырую садовую дорожку, освещенную яркими косыми лучами, услыхать вдруг веселую жизнь птиц в саду и увидать насекомых, которые вьются в отверстии окна, просвечивая на солнце, почувствовать запах последождевого воздуха и подумать: «Как мне не стыдно было проспать такой вечер», — и торопливо вскочить, чтобы идти в сад порадоваться жизнью?

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Татсах калама пултаратӑп: хама тӗн тӗлӗшпе яшлӑх умӗнхи тапхӑрта пӑшӑрхантарнӑ иккӗленӳсем патне эпӗ пӗрремӗш утӑма чӑланта ларнӑ чух турӑм, анчах ҫакӑ ӳпкелессипе ӗненмессине хуйхӑ вӑратнӑран мар, пурне те курса тӑракан турӑ тӗрӗс мар туни пирки пуҫа шухӑш ӑс-пуҫ пӑтрашӑнса кайнӑ тата пӗр талӑк пӗччен ларнӑ вӑхӑтра килсе кӗнипе пулчӗ; ку шухӑш, ҫумӑр хыҫҫӑн кӑпка тӑпра ҫине ӳкекен тырӑ пӗрчи пекех, ҫирӗп тымар ячӗ, вӑйлӑн ӳссе сарӑлчӗ.

Положительно могу сказать, что первый шаг к религиозным сомнениям, тревожившим меня во время отрочества, был сделан мною теперь, не потому, чтобы несчастие побудило меня к ропоту и неверию, но потому, что мысль о несправедливости провидения, пришедшая мне в голову в эту пору совершенного душевного расстройства и суточного уединения, как дурное зерно, после дождя, упавшее на рыхлую землю, с быстротой стало разрастаться и пускать корни.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫурхи аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманти тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ, хурӑнпа фиалка, ҫӗршӗннӗ ҫулҫӑпа кӑтра кӑмпа, ҫӗмӗрт шӑршисем ытарайми илӗртӳллӗ; эпӗ кӳмере ларса пыма чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, пускӑч ҫинчен сиксе антӑм та тӗмсем патне чупса кайрӑм, хам ҫине ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатнине пӑхмасӑр, чечек ҫурнӑ ҫӗмӗртӗн йӗпе тураттисене хуҫатӑп та вӗсемпе питӗмрен ҫапатӑп, ырӑ шӑршӑпа киленетӗп.

Так обаятелен этот чудный запах леса после весенней грозы, запах березы, фиялки, прелого листа, сморчков, черемухи, что я не могу усидеть в бричке, соскакиваю с подножки, бегу к кустам и, несмотря на то, что меня осыпает дождевыми каплями, рву мокрые ветки распустившейся черемухи, бью себя ими по лицу и упиваюсь их чудным запахом.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫулӑн пӗр айккинче — куҫпа виҫсе илейми анлӑ ыраш уйӗ, хӑшпӗр тӗлте вӑл ӑшӑх варсемпе каскаланса пӗтнӗ, кунти йӑлтӑртатакан йӗпе тӑпрапа ешӗл калча, инҫете тӑсӑлса, кавир пек сарӑлса выртать; тепӗр енче — шӗшкӗпе ҫӗмӗрт тӗмӗсем сӑрса илнӗ ӑвӑс ращи, вӑл тулли телейлӗ пулнӑ пек, пӗр сикмесӗр-хускалмасӑр тӑрать, ҫӑвӑнса тасалнӑ тураттисем ҫинчен пӗлтӗрхи типӗ ҫулҫисем ҫине вӑраххӑн кӑна ҫутӑ ҫумӑр тумламӗсене тӑкать.

С одной стороны дороги — необозримое озимое поле, кое-где перерезанное неглубокими овражками, блестит мокрой землею и зеленью и расстилается тенистым ковром до самого горизонта; с другой стороны — осиновая роща, поросшая ореховым и черемушным подседом, как бы в избытке счастия стоит, не шелохнется и медленно роняет с своих обмытых ветвей светлые капли дождя на сухие прошлогодние листья.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепӗр самантран хӗвелӗн хӑюсӑр пайӑрки ҫул ҫинчи шыв кӳлленчӗкӗсенче, ала витӗр тӑкӑннӑ пек тӳрӗ ҫӑвакан вӗтӗ ҫумӑр ярӑмӗсенче, ҫул хӗрринчи ҫӑвӑнса тасалнӑ симӗс курӑк ҫинче йӑлтӑртатса выляма тытӑнчӗ.

Через минуту робкий луч солнца уже блестит в лужах дороги, на полосах падающего, как сквозь сито, мелкого прямого дождя и на обмытой, блестящей зелени дорожной травы.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Акӑ ӗнтӗ ҫумӑр вӗтелсех пырать; ҫумӑр пӗлӗчӗ, кӑтрашка катрамсене пайланса, хӗвел курӑнас вырӑнта ҫуталма пуҫларӗ, пӗлӗтӗн шупка-кӑвак хӗррисем витӗр кӑшт кӑна тӑрӑ тӳпе татӑкӗ курӑнать.

Но вот дождь становится мельче; туча начинает разделяться на волнистые облака, светлеть в том месте, в котором должно быть солнце, и сквозь серовато-белые края тучи чуть виднеется клочок ясной лазури.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫиҫӗм, сарлакан ҫиҫсе, вӑйсӑртарах ҫутатать, ҫумӑр пӗр евӗрле йӑсласа тӑнӑран йӑвашланнӑ аслати кӗмсӗртетни те паҫӑрхи пек хӑрушӑ мар.

Молния светила шире и бледнее, и раскаты грома уже были не так поразительны за равномерным шумом дождя.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫумӑр ҫунипе малтан чӑмаккаланнӑ тусан халь пылчӑк пулса тӑчӗ, ӑна кӳме кустӑрмисем лӑчӑртаттарса пыраҫҫӗ, питех сиктерми пулчӗ, урапа йӗрӗсем тӑрӑх пӑтранчӑк шыв юхма тытӑнчӗ.

Сначала сбитая катышками пыль превратилась в жидкую грязь, которую месили колеса, толчки стали меньше, и по глинистым колеям потекли мутные ручьи.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑйлӑ ҫил хӑваласа пыракан чалӑш ҫумӑр витререн янӑ пек ҫӑвать; хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ тумтирлӗ Василин ҫурӑмӗ тӑрӑх таса мар шыв кӳме ҫитти ҫинче пухӑннӑ кӳлленчӗке йӑрӑлтатса юхать.

Косой дождь, гонимый сильным ветром, лил как из ведра; с фризовой спины Василья текли потоки в лужу мутной воды, образовавшуюся на фартуке.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӳме витти ҫине шултра ҫумӑр тумламӗ йывӑррӑн ӳкрӗ… унтан тепри, виҫҫӗмӗше, тӑваттӑмӗшӗ, вара пирӗн ҫире такам параппан ҫапнӑ пек кӗрлеме тытӑнчӗ, пӗтӗм тавралӑх шапӑртатса ҫӑвакан ҫумӑрӑн пӗр евӗрле шавӗпе тулчӗ.

На кожаный верх брички тяжело упала крупная капля дождя… другая, третья, четвертая, и вдруг как будто кто-то забарабанил над нами, и вся окрестность огласилась равномерным шумом падающего дождя.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарнӑ май салхулӑхпа пӑшӑрхану туйӑмӗсем ӳссех пычӗҫ, аслатиллӗ ҫумӑр тапранас умӗнхи шӑплӑхӑн чаплӑ минучӗ ҫитсен, ку туйӑмсем ҫав тери вӑйланса кайрӗҫ те, ҫакӑ тепӗр чӗрӗк сехет тӑсӑлас-тӑк, хумханнипе чун тухса каясси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп.

Тревожные чувства тоски и страха увеличивались во мне вместе с усилением грозы, но когда пришла величественная минута безмолвия, обыкновенно предшествующая разражению грозы, чувства эти дошли до такой степени, что, продолжись это состояние еще четверть часа, я уверен, что умер бы от волнения.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарса килни мана калама ҫук салхуллантарать, хӑратать, кӑмӑла пӑсать.

Гроза наводила на меня невыразимо тяжелое чувство тоски и страха.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аслатиллӗ ҫумӑр

Гроза

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ун пек ан та кала, кӑвакарчӑнӑм, чунӑмҫӑм! — кӑшкӑрса яратӑп эпӗ, унӑн чӗркуҫҫийӗнчен чуптуса, ҫав вӑхӑтра куҫӑмран куҫҫуль ҫумӑр пек тӑкӑнать, юратупа пысӑк савӑнӑҫ куҫҫулӗ вӑл.

И не говори этого, голубчик мой, душечка моя! — вскрикиваю я, целуя ее колени, и слезы ручьями льются из моих глаз — слезы любви и восторга.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней