Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк куҫӗсем унӑн типпӗн йӑлтӑртатнӑ, хӑй вӑл, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек, туртӑнса кайнӑ.

Глазки его блестели сухо, и весь он выпрямился, как туго натянутая струна.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫаксем пурте, пӗр ҫӗре пӑтрашӑнса, тапса тӑракан кӑмӑл пулнӑ, кӑкӑра пӗҫертсе тӑнӑ, вӗсен вӑйне пула, Фома пӳлӗне-пӳлӗне кайнӑ, куҫӗсем ҫине куҫҫуль персе тухнӑ, вара ун кӑшкӑрас, сивкайӑк пек ахӑрас, ҫынсене хӑратас килнӗ, вӗсен тӗлсӗр айкашӑвне чарас, пурнӑҫ шавӗпе хӗвӗшӳ валли мӗн те пулсан хӑйӗнне парас, янӑравлӑ, ҫирӗп сӑмахсем калас, пурне те пӗр йӗрпе — хальхин пек пӗр-пӗрне хирӗҫ мар — ҫул кӑтартса ярас килнӗ.

Всё это вскипало в груди до напряженного желания, — от силы которого он задыхался, на глазах его являлись слезы, и ему хотелось кричать, выть зверем, испугать всех людей — остановить их бессмысленную возню, влить в шум и суету жизни что-то свое, сказать какие-то громкие, твердые слова, направить их всех в одну сторону, а не друг против друга.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Куҫӗсем унӑн пысӑк, вӗсенче сехӗрлӗх йӑлтӑртатать.

Глаза у нее большие, и страх светится в них.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл Фомана тутинчен хыттӑн чуптуса илнӗ, куҫӗсем унӑн тата та ытларах тӗксӗмленсе кайнӑ.

Она крепко поцеловала Фому в губы, причем глаза ее стали еще темнее.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Маякинӑн пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ, пӗчӗк куҫӗсем, тӗксӗм енчӗкӗсенчен пӑхса, сиввӗн, виртлешӳллӗн кулнӑ.

Морщины на щеках Маякина поднялись кверху, глазки улыбались из темных мешков насмешливо, холодно.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн куҫӗсем ялкӑшса тӑнӑ, Маякин ун ҫинчен хӑйӗн куҫӗсене сирнӗ.

Маякин отвел глаза в сторону от его горящего взгляда.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл хӑйне хӗвӗшсе тӑракан ҫынсен тем пысӑкӑш ушкӑнӗ варринче ларнӑ пек туйнӑ, вӗсем пурте темӗншӗн ӑшталаннӑ, пӗр-пӗрин ҫине сӗкӗннӗ, куҫӗсем ӗмӗтсӗррӗн чармакланнӑ, кӑшкӑрашнӑ вӗсем, пере-пере аннӑ, пӗр-пӗрне хӗснӗ, пурте пӗр ҫӗрте тапӑртатса тӑнӑ.

Он представлял себя в средине огромной суетливой толпы людей, которые неизвестно для чего мятутся, лезут друг на друга, глаза у них жадно вытаращены, люди орут, падают, давят друг друга, все толкутся на одном месте.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шӳреке сухалӗ ун чӗтренсе тӑнӑ, кукши ялтӑранӑ, пӗчӗк куҫӗсем Фомана пӑра пек шӑтарнӑ.

Бородка у него вздрагивала, лысина блестела, и глазки сверлили Фому, как буравчики.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Саша ҫинчи тем пысӑкӑш хура шлепке — элес-мелес авӑнчӑк ҫуначӗпе тата шурӑ тӗкӗсемпе — пӗтӗм публикӑна хӑй ҫине пӑхтарнӑ: Фомана унпа ҫуммӑн тӑма аван мар пулнӑ, вӑл хӑйӗн именнӗ пичӗ ҫинче ҫынсен тӗпчевлӗ куҫӗсем шукаласа ҫӳренине туйнӑ.

Огромная черная шляпа Саши привлекала общее внимание публики ухарски изогнутыми полями и белыми перьями; Фоме было неловко стоять рядом с ней и чувствовать, как по его смущенному лицу ползают любопытные взгляды.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пуҫӗ унӑн ҫаврӑнса кайнӑ, куҫӗсем юнӑхнӑ, вӑл нимӗн те курман, анчах хӑй ҫӗнтерсе пынине, хӑйне темскер парӑннине туйнӑ, акӑ халех вӑл хӑйӗн вӑйӗпе тем пысӑкӑш темскере, ҫула пӳлсе тӑраканскере, тӳнтерсе ярасса, ҫӗнтерессе, унтан, мӑнаҫлӑ савӑнӑҫпа тулса, ҫӑмӑллӑн, ирӗккӗн, кӑкӑр тулли сывласа ярасса кӗтнӗ.

Голова у него кружилась, глаза налились кровью, он ничего не видел и лишь чувствовал, что ему уступают, что он одолеет, что вот сейчас он опрокинет силой своей что-то огромное, заступающее ему путь, опрокинет, победит и тогда вздохнет легко и свободно, полный гордой радости.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Старикӗн куҫӗсем усаллӑн, тарӑхуллӑн йӑлтӑртатнӑ, тутисем йӗрӗнчӗклӗн хирӗнкеленӗ, тӗксӗм пичӗ ҫинчи пӗрӗнчӗксем чӗтреннӗ.

Глаза старика блестели раздраженно и злобно, губы презрительно кривились, и морщины темного лица вздрагивали.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Старик ҫӑварӗ типсе ларчӗ, куҫӗсем иккӗллӗ кӑтартма пуҫларӗҫ.

Во рту у старика сразу стало сухо, перед глазами поплыли радужные круги.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ырӑ Кӑмӑллӑ Ду халтан кайнипе юр кӗрчӗ ҫине ларчӗ, ҫынсем ҫине пӑхма намӑс пулнипе, ҫӗлӗкне куҫӗсем ҫине антарчӗ.

Добряк Ду в изнеможении опустился на сугроб и, стыдясь смотреть людям в лицо, надвинул шапку на глаза.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пирӗн халӑх государствипе Саккӑрмӗш армин куҫӗсем питех те ҫивӗч, вӗсенчен нимӗн те пытанса юлма пултараймасть.

У нашего народного государства и славной Восьмой армии такие зоркие глаза, что от них ничто не скроется.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Асту, ку санӑн ӗҫ» тенине пӗлтерчӗҫ ун куҫӗсем.

Как бы говоря: «Это по твоей части».

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унӑн куҫӗсем сасартӑках хӗрелсе кайрӗҫ.

Глаза его сразу покраснели.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ унӑн.

Глаза ее вспыхнули.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унӑн хура куҫӗсем шӑтарас пек Сяо Сян ҫине пӑхаҫҫӗ.

Черные глаза неотрывно глядели на Сяо Сяна.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗрарӑмӑн куҫӗсем ӑна хирӗҫ ачашшӑн кулса янӑ:

Глаза женщины ласково улыбнулись ему…

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Саша куҫӗсем, таҫта аяккалла ывтӑнса пӑхаканскерсем, усал хӗпӗртевпе йӑлтӑртатнӑ, вӗсен ҫуттине пула, кӑкӑртан юхса тухакан бархатлӑ сасӑ та ҫав куҫсем пекех хуп-хура йӑлтӑранӑн туйӑннӑ.

Устремленные куда-то вдаль, глаза Саши сверкали так злорадно, что от блеска их и бархатистый голос, изливавшийся из груди женщины, ему казался черным и блестящим, как ее глаза.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней