Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таня концертра хӑй юрланӑ чух ун ҫине пӗр йывӑр аманнӑ салтак куҫ илми пӑхса выртнине астурӗ те халь тин вӑл кам пулнине тавҫӑрса илчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня ӑна концерт пӗтес умӗн тин асӑрхарӗ, анчах ҫак кӗске вӑхӑт та ҫав асаплӑ, вичкӗн пӑхакан хурлӑхлӑ куҫсенчен именнӗ хӗре ӗмӗр тӑршшех туйӑнчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Таня хваттере ҫур ҫӗр тӗлнелле тин питӗ ӗшӗнсе таврӑнчӗ те выртнӑ-выртман вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсене, чӑн та, тин ҫеҫ ҫуралнӑ ача пекех пӑхмалла.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ун сассине ҫил эпӗ тин ҫеҫ килнӗ енчен илсе килчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ апата ларма килӗшмерӗм, тин кӑна ҫинӗ, терӗм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Михайлов виллине виҫҫӗмӗш кун тин йытӑпа шыраса тупнӑ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тин килнӗскер.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл нихҫан та ывӑнса е йӗпенсе халь анчах вӑрмантан килтӗм, е тин кӑна мунчаран тухрӑм тесе сӑлтав шырамастчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лайӑх ӗҫленӗшӗн тин кӑна ав «Вӑрман хуҫалӑхӗн чи лайӑх работникӗ» ятне патӑмӑр.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каҫ пулса ҫитсен тин Кульккасен умне «Волга» ҫитсе чарӑнчӗ.

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Чирлесе ӳксен те тӳрех пӗлтермерӗн, больницӑра уйӑх ҫурӑ выртсан тин пӗр ҫыру ҫыртӑн.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унашкал кӗске сӑвӑсене тин кӑна юрату шухӑшӗ кӗнӗ ҫамрӑксен альбомӗсенче курма пулать.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Тепӗр кунне кӑнтӑрла ҫитерехпе тин вӑрантӑм.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Час-часах колхозсенче пулмалла, киле ҫӗрле тин таврӑнатӑн, апат пӗҫерсе параканӗ кирлӗ, унсӑрӑн сывлӑхна пӑсма пултаратӑн.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унтан тин хӑй мӗншӗн шӑнкӑравланине каларӗ:

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вӑл, ак, ирхине ирех чи катари колхоза тухса кайнӑскер, халь тин ҫитрӗ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ял Совечӗ патне ҫитсен тин пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Куртӑн-и, кӗҫех сурӑхсем ҫисе тӑранаҫҫӗ, тапӑра каятпӑр, эс халь тин килетӗн.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Камӑн-тӑр умне хӑйӑр килсе тӑкрӗҫ пулсан, ун патне выляма каятӑн, мӗншӗн тесен тин ҫеҫ илсе килнӗ хӑйӑр нӳрлӗ те ҫемҫе, вӑл пӗлтӗрхи купа пек хытса каймасть, ун ҫинче бульдозерсемпе тӗрлӗ ҫул туса пулать.

Помоги переводом

Тактӑрла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/229

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней